Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ. Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Белов Ӗнер эпир Ирина Клементьевӑна мэр пуканне пушатма ыйтни пирки пӗлтернӗччӗ. Паян вара тепӗр ҫемҫе вырӑн пушаннӑ — Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине текех Алексей Белов ертсе пымӗ. Кун пирки хушӑва официаллӑ влаҫ порталӗнче пичетленӗ. Алексей Белов ҫак вырӑна ҫулталӑк каялла йышӑннӑччӗ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушӑвӗ тӑрӑх Алексей Беловпа контракта малалла тӑсман пулса тухать. Алексей Белов 1972 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Аслӑ пӗлӗве И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Культура министрӗн ҫумӗ, «Грани» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокументацин патшалӑх архивӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх пушаннӑ вырӑна Оксана Ачкасова йышӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Архангельск облаҫӗнче дальнобойщик ачана вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Руль умӗнче пирӗн ентеш пулнӑ. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, 11 ҫули ача велосипедпа пынӑ. Вӑл ӑнсӑртран МАН фура умне ҫул ҫине тухса кайнӑ. Руль умӗнче вара Чӑваш Енри арҫын, 35 ҫултискер, пулнӑ. Водитель аварирен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, руле айккинелле пӑрнӑ. Анчах ача пӗрех кустӑрма айне лекнӗ. Пӗчӗкскер йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
Анатолий Волков прозаик пултарулӑхне пирӗн критиксем пит асӑрхасах каймаҫҫӗ пулин те, пултаруллӑ автор, ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ май, шӑв-шавсӑр, тусан тӗрӗлтеттермесӗр кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларнине ырламалла ҫеҫ. Ҫул кутамкки те пушӑ мар ҫулланнӑ авторӑн. Ҫырса кӑтартмалли, вулакансен шухӑш-кӑмӑлне хавхалантарса ҫӗклемелли нумай пуҫтарӑннӑ. Ӑста хирург, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ хӑйӗн тарӑн пӗлӗвне, вӑй-халӗпе ӑсталӑхне нумай-нумай ҫул хушши чирлисене сыватас пархатарлӑ ӗҫе парать. Чӑваш литератури историйӗнчи ҫак ырӑ пулӑм, урӑхла каласан, медицина практикипе илемлӗ литературӑна «йӗкӗрешлентерекен» тӗслӗх, тӳрех А. Чехов, В. Вересаев биографийӗпе пултарулӑхне аса илтерет. Сӑмахран, В. Вересаев хӑйӗн автобиографийӗнче палӑртса каланӑ йӗркесем чӑваш ҫыравҫин пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр пӑрӑнӑҫа тарӑнрах ӑнланса илме май параҫҫӗ. «Манӑн ӗмӗтӗм — писатель пулассиччӗ, анчах та ӑна пурнӑҫлас тесен этем биологине, унӑн физиологийӗпе патологине тӗпчесе пӗлни шутсӑр кирлӗччӗ; кунсӑр пуҫне, врач ӗҫӗ-хӗлӗ тӗрлӗ сийри — ушкӑнри ҫынсемпе ҫывӑхланма май парать». |
Республикӑра
![]() 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Шупашкар — Сӑр» автоҫул ҫинче пысӑк авари пулнӑ. Унта виҫӗ иномарка ҫапӑннӑ. Инкекре «Хендай» водителӗ, унӑн арӑмӗ тӳрех вилнӗ. 4 ҫулти хӗрача 10 уйӑх комӑра выртнӑ хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. 10-ри арҫын ача чӗрех юлнӑ. Анчах вӑл сусӑрланнӑ, темиҫе йывӑр операци чӑтса ирттернӗ. Ҫак аварире айӑплӑ водителе ун чухне 8 ҫуллӑха хупнӑ. Ҫемьене 2,5 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеттермелле тунӑ. Унӑн 3 ҫул руль умне ларма юрамасть. Анчах нумаях пулмасть ҫав арҫынна ирӗке кӑларнӑ. Ҫемье кун пирки пӗлсен питӗ тӗлӗннӗ. Уйрӑмах — сусӑрланса юлнӑ арҫын ача. Вӑл халӗ ҫӗнӗрен утма вӗренет. «Тӗрӗслӗх ӑҫта?» — тӗлӗнет ача. Малтанах арҫын ачана кун пирки каламан, анчах вӑл арҫынна УДОпа кӑларнине ҫавах пӗлнӗ. Халӗ тӑванӗсем суд йышӑнӑвӗ тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ. Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак икӗ арҫын хӗле хатӗрленме пуҫлас тенӗ-ши — чӑрӑш вӑрланӑ. Хайхискерсем хунавсене кӑларнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Пӑрӑнтӑк ялӗ ҫывӑхӗнче темӗнле арҫынсем чӑрӑш хунавӗсене кӑларни пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитсен «Соболь» машинӑна курнӑ, унта вара тин кӑларнӑ 10 хунав выртнӑ. Пӗри лиҫван (лиственница) пулнӑ. Хунавсем 1,6–2 метр ҫӳллӗш. Кӑштахран машина патне икӗ арҫын ҫитнӗ. Хайхискерсем хунавсем мӗнле майпа машинӑра выртнине тӳрех ӑнлантарайман. Каярахпа Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын хунавсене дачӑра лартма кӑларни пирки каласа кӑтартнӑ. Халӗ тӑкак виҫине палӑртаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш хулинче чукун ҫул ҫинче 14 ҫулти ачана ток ҫапса вӗлерни пирки маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫамрӑка 27 пин вольт ҫапнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫунса вилнӗ. Канаш районӗнче чукун ҫул ҫинче каллех инкек пулнӑ. Хальхинче Шӑрттан станцийӗнче ватӑ ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Ватӑ хӗрарӑм пуйӑс килнине курса тӑрсах каҫма тӑнӑ, ӗлкӗрессе шаннӑ. Анчах вӑл рельс урлӑ каҫнӑ чухне шуса кайнӑ та колеяна кӗрсе ӳкнӗ. Ватӑскер унтан тӑрайман. Пуйӑс чарӑнайман, ӑна вилмеллех таптаса кайнӑ. Полици тепӗр хутчен асӑрхаттарать: чукун ҫул ҫинче асӑрхануллӑ пулмалла. Пуйӑс килнине курсан ӑна ирттерсе ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Тихонов Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Александр Тихонова ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, вӑл хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ячӗпе заявлени ҫырнӑ. Александр Тихонов район администрацийӗн пуҫлӑхне лариччен ҫав тытӑмрах ӗҫленӗччӗ, вӑл унта пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑччӗ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗн пуканне ӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Анчах вӑл вырӑнта ӑна чылай вӑхӑт ӗҫлеме май килмен. Лару-тӑрӑва пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ӑна республика ертӳҫисем критикленӗ. Александр Тихоновӑн ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявленине пӑхса тухнӑ чух вырӑнтисем экс-пуҫлӑх ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн кандидатурине пӑхса тухмалли комиссие республикӑра ӗнер, районта ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анастасия Осипова Ҫӗрпӳре ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫухалнӑ 11 ҫулхи хӗрачана малалла шыраҫҫӗ. Чӑваш Енти Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче паян кӑнтӑрла тӗлӗсенче хыпарланӑ тӑрӑх, ачана малалла шыраҫҫӗ. Вӑл ӑҫти хальлӗхе паллӑ мар. Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. Ун хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 11 ҫулти Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӑх сечӗсенчи сӑмах-юмаха ӗненсен, килте тӑнӑҫлах мар лару-тӑру пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра ачана ШӖМ ӗҫченӗсем, волонтерсем шыраҫҫӗ. Анастасия Осипована шырама пулӑшас текенсене 8 (83545) 21-2-40 номерпе ШӖМӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи пайне шӑнкӑравласа шырав ушкӑнӗсене ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |