А. – нумай ачаллӑ амӑшӗ. Вӑл Куславккари юсанмалли колонире ларать. Нумаях пулмасть хӗрарӑм ирӗке УДОпа тухас тесе заявлени ҫырнӑ. Айӑпланнӑ ҫынсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшакан «Русь Сияющая» ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Ольга Романова халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ачаллӑ А.-на УДОпа ирӗке кӑларман.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе суд пулнӑ, А. унта видеоконференци мелӗпе пулнӑ. Ольга Романова пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм туалета кайнӑ, ҫавӑнпа ӑна УДОпа кӑларма суд хирӗҫленӗ. Вӑл сывлӑхӗ хавшаккине пула шӑк хӑвалакан эмел ӗҫни паллӑ. Айӑпланакан туалета тухнӑ чухне цех пуҫлӑхӗ пулман-мӗн, ҫавӑнпа хӗрарӑм никама каламасӑрах тухнӑ.
А.-на тӗрмене лартнӑ чухне чи кӗҫӗн ачи ҫулталӑкран ҫеҫ иртнӗ пулнӑ. Ҫитменнине, 43 ҫулти хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ сусӑр. Вӑл тӗрмене 4 ҫуллӑха лекнӗ. Право хӳтӗлевҫисем нумай ачаллӑ амӑшне ирӗке УДОп кӑларассишӗн тӑрӑшӗҫ, вӗсем парӑнасшӑн мар.