|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пичет ӗҫченӗсем професси уявне палӑртнине, вӗсене республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Калем ӑстисене, радиопа телевиденире, пичетӗн ытти органӗнче ӗҫлекенсене, ветерансене республика прокурорӗ Василий Пословский та саламланӑ. Вӑл ырӑ сунса ҫырнине прокуратура хайӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Пичет отраслӗнче ӗҫлекенсене надзор органӗн ертӳҫи пӗрлехи информаци пӗрлӗхне йӗркелекенсем тата пулса иртекен пулӑмсене вӑхӑтра ҫутатакансем тата тишкерекенсем, объективлӑ хак паракансем тесе хакланӑ. Журналистсене прокуратура органӗсен ӗҫне ҫутатнӑшӑн тав тунӑ. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫей пичет кунӗ пулчӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Пичет отраслӗнче тӑрӑшакансен уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Иртнӗ эрнекун Чӑваш Енре республикӑри культура ӗҫченӗсене чысланӑ. Ҫак отрасльте тӑрӑшакансене республика Элтеперӗ ячӗпе ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов саламланӑ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн пурнӑҫ никӗсӗ — культура. Вӑл истори астӑвӑмне тата халӑхӑн ӑс-хакӑл хӑватне пӗр ҫӗре пухать. Ӳнер ӗҫченӗсем ҫынсене хайсен пултарулӑхне тата ӑсталӑхне панине те палӑртнӑ спикер. Хӑйӗн сӑмахӗнче Валерий Филимонов Варнавӑна, Шупашкарӑн тата Чӑваш Енӗн митрополитне, ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев Варнавӑна ведомствӑн «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа хисеп тунӑ. Унпа ҫавӑн пекех СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫине Валерий Яковлева хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Счастье Райской птицы. Ҫӑтмах кайӑкӗн телейӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Нина Абрамова, аслӑ категориллӗ врач-психотерапевт, медицина ӑслӑлӑхсен кандидачӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ сиплев учрежденийӗнче 35 ҫул ытла ӗҫлекенсер вӑтам тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем юмахсемпе калавсем ҫырнӑ. Нина Михайловна 1961 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Алманчӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн биографийӗпе паллаштарнинче вырӑнти вӑтам шкула ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернине те палӑртнӑ. 1984 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нина Абрамаова ҫырнисене чӑвашла Альбина Юрату (Любимова) поэт куҫарнӑ. Ӳкерчӗксен авторӗ — Ольга Любимова, вӑл — Альбина Юрату хӗрӗ. Кӗнекен редакторӗ — Ольга Иванова. Калавсемпе юмахсен пуххи 1000 тиражпа пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑра юлашки вӑхӑтра сӗт йӳнелсе кайнишӗн хытах пӑшӑрханаҫҫӗ. Пӗррехинче эпир те Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче халӑхран сӗт пухакансем хака пӗр кунта тӑватӑ тенкӗ чакарнине пӗлтернӗччӗ. Шӑматкун Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артаманов Шӑмӑршӑ районӗнче ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата сӗт пуҫтаракансемпе тӗл пулнӑ. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи уйрӑм хуҫалӑхсенче 2143 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ. Сӗте ҫынсенчен пӗр литрне вӑтамран 15–16 рублей тенкӗпе пухаҫҫӗ. Сӑмах май, маларах эпир асӑннӑ Янӑш тӑрӑхӗнче ӑна халӗ 13 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Сӗт пухакансем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, сӗт тирпейлекен организацисем ӑна йӳнӗпе илеҫҫӗ. Анчах министр та лӑпланмаллиех калайман. Лару-тӑру ҫӗршывӗпех ҫапла иккен. Хак чакнин сӑлтавӗсенчен пӗри — чикӗ леш енчен шӗвек мар сӗт килни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт шкулӗн лаша спорчӗн шкулӗ валли тӑватӑ лаша туяннӑ. Ун валли пӗр миллиона яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ. Голштин ӑрачӗллӗ «Ваттерлоо» тата «Фалькор» икӗ ӑйӑр, ҫурма ӑратлӑ «Проф де Стенд» кастарнӑ ӑйӑр тата тракен ӑрачӗллӗ «Мечта поэта» (чӑв. Поэт ӗмӗчӗ) кӗсре туяннӑ. Халӗ вӗсем тренерсем ӗҫлӗҫ. Лашасене турнирта тепӗр 1,5—2 ҫултан ҫеҫ курма май килӗ. Паянхи кун лаша спорт шкулӗнче 20 ҫултан аслӑрах лашасемпе тренировка ирттерҫҫӗ. Ҫавӑнпа та унтисем янаварсемшӗн питӗ савӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра шкул лашасене аякри турнирсене илсе каймашкӑн ятарлӑ транспорт туянасшӑн. Ун валли республика хыснинче 6,7 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).
Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур. Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчен, 13-14-мӗш ӗмӗрсем. Юпасем ҫинчи ҫыравсенчен ытларахӑшӗ — Р,Л-сӑнарлӑ тӗрӗк чӗлхипе. Е, ансатраххӑн каласан, чӑвашла. Ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче пулхӑр чӗлхи е вӑтам пулхӑр чӗлхи теҫҫӗ. Вӑл чӗлхене паянхи ӑслав тӗнчинче пурте пит аван пӗлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӗлхен ятарласа ӑсталанӑ сӑмахсарӗ паянхи кунччен те ҫук пулас. Ҫапла вара кирек кам та хӑй умне ҫавнашкал сӑмахсар ӑсталас тӗллев лартма пултарать. Паллах, ятарлӑ пӗлӳ, хӑнӑху тата ытти майсем пур пулсан. |
|
Культура
![]() Cheboksary.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк. Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музейра паян уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ӑна музей йӗркелӳҫи, унӑн пӗрремӗш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ Толстов-Атнарский Валериан Григорьевич 105 ҫул тултарнине халалланӑ. Валериан Григорьевичӑн ячӗ ӗмӗрлӗхех район историйӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Пухӑннисем таврапӗлӳҫе халалланӑ экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ҫапла хак панӑ: «Валериан Толстов пурнӑҫӗ ҫамрӑксемшӗн яланах тӗслӗх пулса тӑмалла», — тенӗ. Вӑл музей ӗҫне пысӑка хурса хакласа пухӑннисене культура ӗҫне, район чысне яланах ҫӳллӗ шайра тытса пыма чӗнсе каланӑ. Музей ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Чемалина хӑнасене «Подвигу жить в веках» (чӑв. Паттӑрлӑх ӗмӗрлӗх) хӑтлавпа (презентаципе) паллаштарнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Валерий Романов, Лев Медведев, Галина Афанасьева, Васса Столярова, Сергей Баринов, Галина Зотова ҫак музея епле йӗркелесе янӑ пирки, сумлӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Тӗн
![]() Уяври самант Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ял вулавӑшӗнче паян Христос ҫуралнине халалласа «Рождество идет, радость нам несет» (чӑв. «Раштав килет, пире савӑнӑҫ парнелет» ятлӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Хутарти чиркӳ ҫумӗнчи вырсарни ушкӑнне ҫӳрекен ачасемпе (ертӳҫи Озякова Л.И.) кунта ӗҫлекен Николаева А.Н., Шангеева А.А. вӗрентекенсем уява тӗплӗн хатӗрленни аван курӑнчӗ. Сӑмахран, Христос ҫурални ҫинчен хӑтлав (презентаци) та ӑсталанӑ. пухӑннисен чӗринче икӗ пирӗшти ташлани, «Валенки» (чӑв. Ҫӑматӑ) ташӑ, Ҫӗнӗ Ҫула тата хӗле халалланӑ сӑвӑ-юрӑ, Хутарти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ӗмӗт» фольклор ушкӑнӗ «Сурхури» йӑли-йӗркипе паллаштарни асра юлчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Етӗрне районӗнче паян пӗрремӗш мӑшӑр мӑшӑрлану керменне ҫул тытнӑ — Пӗрҫырланти Дениспа Анастасия Бажайкинсем ҫемье ҫавӑрнӑ. Етӗрнери мӑшӑрлану керменӗн ертӳҫи Н.Леонтьева ҫамрӑксене мӑшӑрланни ҫинчен свидетельство панӑ май вӗсене юратӑва упрама, пӗр-пӗрне кулленхи пурнӑҫра пулӑшса пыма сӗннӗ. Уява пухӑннӑ хӗрсем пурте хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ! Сӑмах май, Етӗрнери мӑшӑрлану керменӗнче пӗлтӗр пурӗ 134 ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ. 2016 ҫулпа танлаштарсан шучӗ 17 ытларах пулнӑ. Утмӑл пилӗк ҫемье саланнӑ. Ку кӑтарту та иртнӗ ҫулхичен аванрах пулнӑ — ҫак шут 9 таран чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
