Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче газ укҫипе парӑмлисем пирки черетлӗ хутчен калаҫнӑ. Канашлӑва Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Унта пысӑк парӑм пухӑнса кайнӑ район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене йыхравланӑ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов хутшӑннӑ.
Муниципалитетсен газ парӑмӗ хальхи вӑхӑтра 1 млрд 465 млн тенке ҫитсе кайнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтринчен ку вӑл 37,2% нумайрах. Уйрӑмах пысӑк парӑмлисем — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр хулисем тата Вӑрнар районӗ.
Кияметдин Мифтахутдинов ӗнентернӗ тӑрӑх, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе парӑм пирки пӗрре ҫеҫ мар калаҫнӑ, ыйтӑва татмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте лару-тӑру ҫивӗчленсе пырать имӗш.
Элтепер управляющи компанисене те ӳпкеленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхисем укҫа пухаҫҫӗ, анчах газовиксемпе татӑлма васкамаҫҫӗ.