Республикӑра
![]() «Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен. Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ. «Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн. Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |