Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Нумаях пулмасть Исландире пауэрлифтинг енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменкисем унтан икӗ медальпе таврӑннӑ.

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Анастасия Петрова тата РФ спорт мастерӗ Екатерина Николаева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Анастасия Петрова 145 килограмм таякан штангӑна парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Екатерина Николаева 63 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.

Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Раҫҫей пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗшне — Швеци, виҫҫӗмӗшне Норвеги тухнӑ.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине республикӑри виҫӗ районта аҫа-ҫиҫӗме пула пушар алхаснӑ.

22 сехет иртсен Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Аҫа ҫапсан пӳртпе пӗрле сарай таврашӗ те ҫунма пуҫланӑ. Хуҫалӑх тӗппипех кӗле ҫаврӑннӑ.

Аҫа-ҫиҫӗм Шупашкар районӗнчи Сопаккасси ялӗнче пурӑнакан икӗ ҫемьене ҫурт тӑррисӗр хӑварнӑ. Телее, пӳртсене ҫӑлма май килнӗ. Унта пушар ирхи 3 сехет хыҫҫӑн тухнӑ.

Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче те 86 ҫулти карчӑкӑн ҫурчӗ аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Ватӑ кил хуҫине ҫулӑмран илсе тухма ӗлкӗрнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑра — каллех инкек. Каллех шывра ҫын путса вилнӗ. Хальхинче пӑтӑрмах Патӑрьел районӗнче пулнӑ.

17 ҫулти каччӑ, Ыхракасси ялӗнче ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 15 сехет ҫурӑра пӗве хӗрринче пулнӑ. Унӑн виллине ял ҫыннисем курнӑ, часрах шывран туртса кӑларнӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑкскер 20 метр сарлакӑш, 4 метр тарӑнӑш пӗве урлӑ ишсе кайма хӑтланнӑ. Анчах мӗн пулнӑ унпа? Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35874
 

Хулара

Шупашкарти хӑш-пӗр ҫынна Арбатри истори пӗлтерӗшлӗ ҫурт шӑпи пӑшӑрхантарать. Пушарта ҫуннӑ хыҫҫӑн ун пирки пачах маннӑ.

Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унччен Пионерсен ҫурчӗ пулнӑскере ишсе антарма хатӗрленеҫҫӗ. Пионерсен ҫурчӗ пуличчен унта Ефремов купсасен склачӗ вырнаҫнӑ. Уйрӑмах ҫуртшӑн Юрий Шакеев пӑшӑрханать.

Ҫуртра пушар 2014 ҫулта алхаснӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна юсаса ҫӗнетмен. Юрий кун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине ыйту ҫырнӑ.

ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта «Чӑвашкабель» савута парасшӑн. Организаци ӑна юсамалли эскизлӑ проект хатӗрленӗ, анчах ӑна туса пӗтермен-ха.

Ҫурт шӑпишӗн чунран кулянакан Юрий Шакеев нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе ҫыру янӑ. Вӑл Пионерсен ҫурчӗн шӑпине татса парасса шанать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35866
 

Республикӑра

Тӑвай районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Вӑл амӑшӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫламаншӑн штраф тӳленӗ.

Штрафӗ пысӑках мар — 100 тенкӗ ҫеҫ. Хӗрарӑм пысӑк айӑпӗнчен ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлнӑ. Вӑл ачине выҫӑ лартнӑ.

Тӑвай районӗн прокурорӗ административлӑ ӗҫ материалӗсене пӑхса тухнӑ. Хӗрарӑмӑн ҫурт-йӗрне тӗрӗсленӗ чухне тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, йӑлтах вараланчӑк пулнӑ. Таса мар тумпа ларакан ачан вара ҫимелли пулман. Хӑй хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ.

Тӑвай районӗн прокурорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ йӗркене пӗрремӗш хут пӑсакансене асӑрхаттару параҫҫӗ. Кайран вӗсен ҫирӗпрех явап тытма тивӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Нумаях пулмасть Кӳкеҫри Шоссе урмӗнчи 2-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шар курнӑ. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫусан вӗсен ҫуртне шыв аннӑ. Пат-пат! тумламан, самаях вӑйлӑ юхнӑ.

Чи малтанах виҫҫӗмӗш хутра пурӑнакансем сехӗрленсе ӳкнӗ. Галина Евлампиева аялти кӳршисене ҫӑлас тӗллевпе шыв юхакан вырӑнсене тирӗк лартнӑ, ҫӗрӗпе вӗсене пушатса ҫӳренӗ.

Ҫумӑр Владимир Ивановӑн ҫуртне те сӑтӑр кӳнӗ. Вырсарникун киле кӗрсен вӑл чӑннипех те тӗлӗннӗ: йӑлтах ишет. Алӑксем те йӗпенсе тайӑлнӑ. Ун умӗн кӑна вӑл хваттерне 100 пин тенкӗлӗх юсанӑ.

Ку ҫуртра подрядчик тӗплӗ юсав ирттернӗ. Ӗҫе пурнӑҫланӑ май ҫурт тӑррине сӳнӗ. Строительство материалӗ ҫитменрен ӗҫ чарӑнса ларнӑ.

Ҫуртра пурӑнакансем тарӑхнипе тӗплӗ юсав фондне ҫырупа тухнӑ. Куншӑн подрядчик айӑплине палӑртнӑ. Вӑл тӑкака саплаштарма хирӗҫ мар-мӗн.

 

Хулара

Шупашкар ҫыннисем темиҫе кун ӗнтӗ нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ: урамра мӗн шӑрши кӗрет? Ирхине урама тухсан тӳрех ырӑ мар шӑршӑ сӑмсана ҫурать. Ӑҫтан килет вӑл? Ҫак ыйту чылайӑшне канӑҫ памасть. Ҫавна май ҫынсем РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упраленине шӑнкӑравланӑ.

Ведомство ӗҫченӗсем паян хулари тӗрлӗ кӗтесре сывлӑша пробӑна илнӗ. Роспотребнадзор та, пӗрлӗхлӗ диспетчер служби те ырӑ мар шӑршӑ пирки нумай ҫӑхавланине ҫирӗплетнӗ.

Хӑшӗ-пӗри ку Лапсарти чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен кӗрет тесе шухӑшлать. Чӑнах та-и? «Пулма пултарать», — хуравланӑ Роспотребнадзор ӗҫченӗсем.

 

Вӗренӳ
 Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗ
Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗ

Чӑваш Енӗн Общество палатипе республикӑн Вӗренӳ министерстви ҫак кунсенче тата ҫитес уйӑхра ачасен ҫурчӗсене тӗрӗслеме палӑртнӑ. Специалистсем 7 интерната ҫитӗҫ.

Икӗ ведомство — пӗри халӑх организацийӗ шутланать, тепри министерство, тӗрӗслевпе тухнине РФ Праивтельствин ирнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи йышӑнӑвне пурнӑҫланипе сӑлтавлаҫҫӗ. Федераци шайӗнчи хут тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасене интернатсенче епле усранине хаклама хистет. Шурӑ хутра хура чернилпа ҫырнине пурнӑҫласа ача ҫурчӗсенчи пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатма ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансен, учрежденисен ертӳҫисен ытларах тимлемелле.

Тӗрӗслевҫӗсем хальлӗхе Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртчӗнче тата Ӑс-тӑн енчен юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫуртӗнче пулма ӗлкӗрнӗ.

Ҫитсе ҫаврӑнни тӑрӑх Раҫҫейӗн Общество палатине тата Вӗренӳ министерствине хыпарламалла.

 

Сывлӑх
Ачасен Шупашкарти 2-мӗш пульници
Ачасен Шупашкарти 2-мӗш пульници

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин Резерв фондӗнчен Ӗҫлев, Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем валли хушма укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Социаллӑ тӗллевлӗ «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та лекӗ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ учрежденийӗсем пӗтӗмпе 24 млн тенкӗ ытла укҫа илӗҫ.

Мускавран, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн резерв фондӗнчен, уйӑракан тупран пӗр пайне — 10 миллион тенкине — Ачасен Шупашкарти 2-мӗш номерлӗ пульницине тӗпрен юсаса ҫӗнетме уйӑрасшӑн. Юлнӑ укҫа Ачасен Канашри вӗренӳ центрне йӗркене кӗртме кайӗ. Ӗҫе хӑҫан кӳлӗнесси пирки хальлӗхе каламан. Ун валли конкурс иртсе юсавҫӑсене палӑртмалли куҫкӗрет.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Коми тӑрӑхӗнчи халӑхпа курнӑҫма Анатолий Князев чумра та темиҫе хутчен ҫӗр каҫнӑ
Коми тӑрӑхӗнчи халӑхпа курнӑҫма Анатолий Князев чумра та темиҫе хутчен ҫӗр каҫнӑ

Чӑваш Енре тӗрлӗ должноҫре унччен ӗҫленӗ Анатолий Князева Коми Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пулма чӗнсе илнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫынпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисем ӑна хӑйӗн ӗҫӗнчи пысӑк профессионал, ватӑпа ватӑ пек, яшпа яш пек пулнине аван пӗлеҫҫӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче ӳссе хӑват илнӗ, кайран Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче тӗпленнӗ ҫын Коми Республикинче хӑйне епле туйнине, унти халӑха епле йышӑннине Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатри интервьюра каласа кӑтартнӑ.

Анатолий Князев ҫурҫӗр тӑрӑхӗнчи ҫав регионти кайӑк-кӗшӗк отраслӗ вӑйлӑ аталаннине пӗлтернӗ. Унта ӳстерекен ҫак продукцие Чӑваш Енри лавккасенче, «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑкӑн точкисенче, сутассине йӗркелес шухӑшлине пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2361, 2362, 2363, 2364, 2365, 2366, 2367, 2368, 2369, 2370, [2371], 2372, 2373, 2374, 2375, 2376, 2377, 2378, 2379, 2380, 2381, ... 3630
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 16

1989
35
Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2002
22
Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...