Культура
![]() Хаҫат ҫырӑнса мотоблоклӑ пулассине ӗненме йывӑр пулӗ те, анчах ку вӑл шӳт мар. Республикӑри чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ хаҫата, «Хыпара», ҫырӑнакансен ӑна выляса илес шанчӑк калама ҫук пысӑк. «Хыпар» хаҫата кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑха ҫырӑнакансем хушшинче лотерея ирттерӗҫ. Унта хутшӑнас тесен хаҫатпа туслашмалла тата ҫавна ӗнентерекен квитанцие редакцие ярса памалла. Хаҫата ҫырӑннине ҫирӗплетекен хута ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Лотерея Республика кунӗнче Чӑваш наци конгресӗ умӗнче, унта пуҫтарӑннӑ мӗнпур халӑх умӗнче, иртӗ. Аса илтерер, редакци Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, вырнаҫнӑ. Квитанцисене унта ҫитермелле е hyparkd@mail.ru электрон адреспа ярса пама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Дорэкс» акционерсен обществи ҫула вӗри асфальтбетонпа юсама пуҫланӑ. Юсав бригадисем иртнӗ эрнере Шупашкарти И.Франко тата Текстильщиксен урамӗсенче 400 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка юсанӑ. Паянтан ҫул-йӗрҫӗсем Ленин проспектне юсама пуҫланӑ. Тӗплӗ юсава 2014 ҫулта «Чӑвашавтодор» ирттернӗ. «Дорэкс» ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе мӗнпур технологие пӑхӑнса пурнӑҫлаҫҫӗ. Юсав ӗҫне 6 бригада хутшӑнать. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫул ҫинчи шӑтӑксене «сивӗ асфальтпа» юсанине пӗлтернӗччӗ. Ку меслетпе ҫӗнетессине иртнӗ уйӑхрах пуҫланӑччӗ. «Сивӗ асфальт» сивӗ ҫанталӑкра аван иккен. Унашкал асфальта хумашкӑн вӑхӑт та нумай кирлӗ мар. Аса илтерер, иртнӗ уйӑхра республикӑри ҫулсем ҫинче 17 бригада, 40 единица техника ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Яна Кадыкова Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Яна Кадыковӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ӑна сыватмашкӑн операци тумалла. Кун валли 348 пин те 871 тенкӗ кирлӗ. Ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Халӑх ҫын хуйхинчен айккинче юлман. Икӗ кунра 1 миллион та 725 пин те 180 тенкӗ пухнӑ. Ачана кӗҫех пульницӑна вырттарӗҫ. Яна Кадыкова кӑҫалхи кӑрлачра япӑх курма тытӑннӑ. Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ. Тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленсен унӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Русфонд» укҫа пухма тытӑннӑ, мӗншӗн тесен операци тумашкӑн патшалӑх квота уйӑрса памасть. Яна Кадыковӑна Питӗрти пульницӑра операци тӑвӗҫ. Юлнӑ укҫа-тенке чирлӗ ытти ачана пулӑшма ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре тӑван тавралӑха тирпейлемелли шӑматкунлӑхсем пуҫланчӗҫ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫлекенсем паян алла кӗреплепе шӑпӑр тытнӑ. Ытти чухне чиперленсе ҫӳрекен пуҫлӑхсем ӗҫ тумне тӑхӑнса хӑйсен кантурӗ тавралли территорие тирпейлеме тухнӑ. Ӗҫе Элтепер Администрацийӗн мӗнпур управленийӗпе пайӗ кӳлӗннӗ. Ҫак шӑматкун, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вӗсем Йӑлӑма йывӑҫ лартма кайӗҫ. Ун чух ҫӗршывӗпех йывӑҫ лартмалли кун иртет. Ӑна иртнӗ эрнерех йӗркелеме шутланӑ, анчах юр ҫуса лартни плана ылмаштарма хистенӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫӗмӗрле районӗнче хӗлле пухӑннӑ каяшран икӗ уйӑх хушшинче тасаласшӑннине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ку ӗҫе тума унта икуйӑхлӑх пуҫарнӑ — вӑл акан 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсене малашне укҫан хавхалантарасшӑн. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тӑван чӗлхепе шкул ачисем регионсенчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче мала тухсан вӗсен вӗрентекенӗсене укҫа парса пулӑшасси пирки проект хатӗрленине пӗлтернӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине, тутар чӗлхине тата литературине, мӑкшӑ чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗн премийӗпе чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ, ӑслӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑракансене хатӗрленӗшӗн — 50 пин тенкӗ. Йышӑну проектне республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫывхарса килекен ҫу уйӑхӗнчи уявсем тӗлӗнче Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем пуйӑспа тата самолетпа ҫула тӳлевсӗр тухайӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, пуйӑс ҫинчи ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма кӑмӑл тунисем хальлӗхе — виҫҫӗн. Ватӑсемпе пӗрле пӗр ҫын пӗрле тӳлевсӗр каяйрать. Чӑваш Енри шур сухалсем Мускава тата Питӗре кайма кӑмӑл тунӑ. Акци ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 10-мӗшӗ таран пырать. Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫтерекен «РусЛайн» авиакомпани те Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене самолетпа тӳлевсӗр вӗҫме чармасть. Вӗсемпе пӗрле ҫула тухнисене ҫур хакпа илсе кайӗҫ. Самолетри ҫӑмӑллӑх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-800-5555-800 тӳлевсӗр номерпе талӑкӗпех шӑнкӑравлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пӗр урам шыв айне кайнӑ. Халӑх сисчӗвленнӗ. Урама пухӑннӑ шыв чылай вӑхӑт пӗтмен. Ку юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн пулнӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, уйрӑмах нумай ачаллӑ ҫемье шар курнӑ. Вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ шыв ҫинчех ҫӳренӗ. Ку ялта инкеклӗ лару-тӑру пулнине официаллӑ майпа пӗлтермен. Район администрацийӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫынсем хур-кӑвакала ишмелӗх пултӑр тесе пӗвене хӑмапа хупланине палӑртнӑ. Ҫавна май юр ирӗлсен шыв урама пухӑннӑ. Ҫав пысӑк хӑмана тракторпа туртса кӑларнӑ. Шыв юхса кайнӑ вара. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫ коллективӗсем, общество тата ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем колоннӑпа утӗҫ. Вӗсем кӳлмек еннелле утнӑ чухне кӗвӗ янӑрӗ. Вӑл Чапаев скверӗнче 10 сехетре пуҫланать. Хӗрлӗ тӳремре вӗсене театрланӑ представленипе кӗтсе илӗҫ. Уяв программи кунӗпех тӑсӑлӗ. Урамра интерактивлӑ лапамсем, театрсем ӗҫлӗҫ. Каҫхине вара Хӗрлӗ тӳремре концерт иртӗ. Унта РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Денис Майданов хутшӑнать. «Я возвращаюсь домой» (чӑв. Эпӗ киле таврӑнатӑп) ятлӑ концерт программи 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна тӳлевсӗрех курма пулать. Кӑҫал уявра салют яма та палӑртнӑ. Вӑл миҫере пуласси хальлӗхе паллӑ-мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Наци танлаштарӑмӗ» проект центрӗнче халӑх регионти влаҫа мӗнле хакланине тишкернӗ. ЧР Элтеперӗ унта миҫемӗш йӗркене йышӑннӑ-ха? Михаил Игнатьев чи лайӑх ертӳҫӗсен пӗрремӗш ушкӑнне лекнӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫейри кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Ӑна тунӑ чухне вӗсен пуш-ака уйӑхӗсенчи ӗҫне хакланӑ. Танлаштарӑмра малтанхи вырӑнсене Белгород облаҫӗн, Ямал-Ненец автономи облаҫӗн, Ленинград облаҫӗн пуҫлӑхӗсем йышӑннӑ. Михаил Игнатьев «Наци танлаштарамӗнче» 22-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Палӑртмалла: Элтепер хальхинче 7 йӗрке аялалла аннӑ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче вӑл 15-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ҫынсем 32-мӗш маршрутка ҫинче ПТК (Пӗрлехи транспорт карти) карттине йышӑнманни пирки ҫырнине курнӑ. Кунашкал ҫырнине 41-мӗш маршрут ҫинче те асӑрханӑ. Икӗ маршрута та 2-мӗш ЧПАП пӑхса тӑрать. Анчах унта ку ыйтупа нимӗнле комментари те паман. Ҫавӑн пекех ҫынсем 41-мӗш маршруткӑна 20 минут кӗтсе тӑнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Аса илтерер: ку таранччен 49-мӗш тата 51-мӗш маршрутсемсӗр пуҫне пурте ПТК карттине йышӑннӑ. Ку хатӗре вӗсем 36 пин тенкӗпе туяннӑ. Водительсем те кӑмӑлсӑр: ПТК урлӑ куҫарнӑ укҫа вӗсем патне пӗр уйӑхран ҫеҫ ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |