Паян Чӑваш Енри вунӑ ҫамрӑка Мускав Кремльне, Президент полкне, хӗсмете ӑсатнӑ. Ҫав ятпа Канашри сбор пунктӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ.
Сумлӑ ҫӗре кайма тивӗҫ пулнӑ яшсене тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ. Ҫав шутра федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, республикӑн ҫар комиссарӗ Алкксандр Мокрушин пулнӑ. Тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗ пынӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫара каякансене ырӑ сунса салам ҫитернӗ. Кун пирки Юрий Васильев пӗлтернӗ.
Савӑнӑҫлӑ пухӑва Президент полкӗнчен кӑҫал таврӑннисене те йыхравланӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев Чӑваш Ен Элтеперӗн сехетне парнеленӗ.