Чӑваш Енрен салтака каякан каччӑсене пуйӑсра ҫар комиссариатӗнче панӑ паёксене ҫиме ирӗк паман. Кун пирки «Pro Город Чебоксары» журналистне ҫара кайнӑ каччӑсенчен пӗрин амӑшӗ пӗлтернӗ.
Хайхи хӗрарӑм хыпарланӑ тӑрӑх, яшсем Чӑваш Енрен юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хабаровск крайне тухса кайнӑ. Ҫул ҫинче вӗсем ултӑ кун пулнӑ. Канашран паексем уйӑрса парса янӑ пулин те вӗсене уҫтарман. Сӑлтавне те каламан. «Кун пирки мана ывӑл ҫырса пӗлтерчӗ. Ҫамрӑксем станцисенче чарӑнсан час пиҫекен вермишель туянса ҫинӗ. Мӑн ҫыннӑн, ҫӗршыв хӳтӗлевҫин рационӗ ҫапла пулмалла-им?» — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ «Pro Город Чебоксары» журналистне салтак амӑшӗ.
«Ҫул ҫинче миҫе кун пулассине шута илсе салтаксене паек уйӑрса параҫҫӗ. Пуйӑсра вӗсемшӗн ҫар чаҫӗнчен килнӗ представитель яваплӑ. Анчах эпир вӗсене сӑнаса тӑраймастпӑр. Кун пек тӗслӗхе асӑрхасан пире тӳрех пӗлтерме ыйтатпӑр. Эпир пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ҫар чаҫне запрос ярӑпӑр», — ӑнлантарнӑ Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Владимир Ламков.