Республикӑра
![]() Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнӑ. Пурӑнмалли ҫуртсене, социаллӑ объектсене, организацисемпе предприятисене шыв виҫеллӗ пырса тӑма пуҫланӑ. Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра газ тата ҫутӑ укҫине вӑхӑтра тӳлесе пыманран парӑм пухӑнса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырман мар. Энергопурлӑхпа тивӗҫтерекен монополистсем ку ыйтупа темиҫе хутчен те канашлу ирттернӗ. Канашра парӑм самаййине кура Чӑваш энергосбыт компанийӗ хулари «Водоканал» предприятие ҫутӑ парассине чакарнӑ. Насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен. Канашри шыв ыйтӑвне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Шыв ҫуккипе тӗрлӗ чир-чӗр пуҫарса яма эпир пултараймастпӑр. Шыв каҫа валли пултӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв парса тӑрассине каҫ енне Канашра йӗркелесе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Мӗншӗнни паллӑ: вырӑн ҫитмест. Шӑпӑрлансем пӗр сменӑпа кӑна вӗренччӗр тесен 10 пин ытла хушма вырӑн кирлӗ. Ку вара 10 шкулпа танлашать. Паллах, ку ыйтӑва тӳрех татса пама май ҫук. Ҫавна май Шупашкарта ачасем валли кашни ҫулах хушма вырӑнсем тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӳлӗмсем уҫса, киввисене юсаса ку ыйтӑва майӗпен татса парасшӑн. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне 240 вырӑн йӗркелесшӗн. Кун валли, Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ кирлӗ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫне хулара 11 спорт лапамӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсенчен 8-шӗнче искуственнӑй сий пулӗ. 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемионатне хатӗрленнӗ май «Спортак» стадиона ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Амазония» этнокомплекс хута кайнӑ вырӑнта, ҫуллахи аква-зона тунӑ. Унта бассейнра шыва кӗме май пур. Паркра тӳрех пилӗк бассейн уҫнӑ: аслисем валли – виҫҫӗ, ача-пӑча валли – иккӗ. Унтах хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм те пур. Бассейнсем ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ӗҫлӗҫ. Аслисен бассейнра шыва кӗрес килсен 200 тенкӗ тӳлемелле. 3 ҫул тултарман ачасем вара тӳлевсӗрех чӑмпӑлтатаяҫҫӗ. Ҫуллахи бассейна кирек кам та кӗме пултарать. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аква-зонӑна «Этническая Чувашия» инвестици проектне тӗпе хурса хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче кам концерт лартӗ? Ҫак кун Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне чӗнесси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килессине хула ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сасӑлава онлайн-режимра утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем. Сасӑлава 12 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленнӗ. Эппин, Шупашкар хулин уявне кам килесси паллӑ. Хальхинче «Браво» ушкӑн концерт кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енри спортсмен Польшӑра иртекен Пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсене хутшӑнма тивӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чикӗ леш енчен ырӑ хыпар килнӗ. Пирӗн ентеш ӑмӑртура чи лайӑххи пулнӑ. Тупӑшӑва 111 ҫӗршыври 3,5 пин атлет хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Алексей Германов ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче ӑмӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне гимнаст тепӗр номинацире вӑй виҫнӗ. Унта вӑл пиллекмӗш вырӑн йышӑннӑ. Алексей Германов тӑван тӑрӑха таврӑнсан та канаймасть. Унӑн Европа чемпионатне хатӗрленмелле. Вӑл вара Италире иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче пурӑнакансем участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене ялти пӗр ҫын килте кашкӑр тытни канӑҫ паман. Лешсем ӳлени таҫта ҫитиех илтӗннӗ. 58 ҫулти арҫын чӑнах та виҫӗ кашкӑр усранӑ-мӗн. Ҫакна полицейски тӗрӗслев ирттерсен те ҫирӗплетнӗ. Кил хуҫин тискер чӗрчунсене тытмашкӑн ирӗк пулман. Кашкӑрсем арҫын патне мӗнле лекнӗ-ха? Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл вӑрманта виҫӗ кашкӑр ҫурине асӑрханӑ. Хайхискер вӗсене киле илсе килнӗ, кайран сутма ӗмӗтленнӗ. Ҫапла майпа арҫын саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, куншӑн 1 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Кашкӑрсен шӑпине хальлӗхе татса паман-ха. Вӗсене е вӑрмана ярӗҫ, е питомнике вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, нумайӑшӗ шывра чӑмпӑлтатать. Ҫак кунсенче республикӑра икӗ ҫын путса вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Тури Панкли ялӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын юлташӗсемпе пӗве хӗрринче каннӑ. Хайхискер шыва кӗнӗ те ишсе кайнӑ. Кӑштахран вӑл юлташӗсен куҫӗ умӗнчен ҫухалнӑ. Вӗсем ӑна шыранӑ, анчах усси пулман. Унӑн виллине водолазсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр арҫын шывпа чыхӑнса вилнӗ. Тепӗр инкек Вӑрнар районӗнче пулнӑ. 31 ҫулти арҫын та юлташӗсемпе каннӑ. Каҫхине ушкӑн киле кайма пуҫтарӑнсан тусӗ ҫуккине асӑрханӑ, япалисем ҫыран хӗрринче выртнӑ. Унӑн виллине шывран туртса кӑларнӑ. Вӑл та ӳсӗрле шыва кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк Ен ентешлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри композиторсемпе ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсемпе культура ӗҫченӗсем Николай Карлин композитора тата поэта асӑннӑ. «Ҫичӗ чӳрече», «Юр тӑкӑнать», «Хӗвелҫаврӑнӑш» тата ытти чылай авторӗ вӑл. Асӑну каҫне хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Николай Карлинпа пӗрле ӗҫленӗ самантсене кӑмӑллӑн та ӑшшӑн аса илнӗ. Калӑпласа ҫитернӗ «Суйлса илнисем» юлашки кӗнекине пичетрен тухнине те курайман композитор. Кӗнекене юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем, юмах, легенда, баллада тата поэмӑсем кӗнӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ку кӗнекене пысӑка хурса хакланӑ. «Николай Карлин — чӑн чӑн профессиллӗ композитор. Мӗн чухлӗ баллада ҫырнӑ вӑл. Ку пысӑк жанрлӑ произведени шутланать. Унӑн кашни юрри — шедевр, халӑх юрри пек пулса кайнӑ»,— тенӗ Юрий Кудаков композитор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан Наталья Устакишева тӑванӗсемпе пӗр эрне ҫыхӑнӑва тухманран, 39 ҫулти хӗрарӑм машини-качки ҫухалнӑран йӗрке хуралҫисене пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗпчевҫӗсем ҫын вӗлернӗ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ача уйлӑхӗнче канакан ывӑлӗ патне кайса килнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ паллашнӑ арҫынпа кайнӑ. Темиҫе кунтан право хуралӗ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑма тытса чарнӑ. Арҫынсенчен пӗри — Тутарстанра пурӑнаканскер, теприсем — Пермь тӑрӑхӗнчен, хӗрарӑм — Шупашкартан. Арҫынсенчен пӗрин ҫумӗнче икӗ тӗрлӗ ҫын пулнине ҫирӗплетекен суя документсем пулнӑ. Ӑна ҫынсене улталанӑшӑн Чӑваш Енри тата Пермь тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем шыранӑ. Ҫухалнӑ хӗрарӑм машинине Киров облаҫӗнчи Советск хулинчи пасарта тупнӑ. Ӑна виҫӗ хутчен сутма ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑм виллине Гладков урамӗнче пытарнӑ. Ӑна пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн. Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |