Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Унта парӑмсем пухӑннӑран шыв башнине чарса лартнӑ.
Ялта пӗтӗмпе 160 кил. Халӑхӑн шывсӑр мӗнле пурӑнмалла? Ҫынсем шывшӑн укҫа тӳлемен-мӗн, парӑм 70 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах палӑртмалла: чылайӑшӗ шыв укҫи тӳлесе пырать. Эппин, вӗсен мӗншӗн шар курмалла? Халӗ ялти пӗртен-пӗр ҫӑл патне утма тивет. Унта ҫитес тесен 1 ҫухрӑм лачака ҫӑрса утмалла. Ваттисен ҫакна мӗнле чӑтмалла?
Халӗ ялти хастарсем парӑмҫӑсенчен укҫа пухаҫҫӗ. Башньӑна чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паян, яма шантарнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх вара, парӑмҫӑсенчен кӑна мар, ыттисенчен те укҫа пухаҫҫӗ. Кашнинчен 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн. Мӗн тӑвӑн? Шыв кирлӗ-ҫке-ха. Тӳлемех тивет…