Сывлӑх
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов хальхи вӑхӑтра пӗтӗмпе 528,4 пин ҫынна прививка тунине пӗлтернӗ. Грипран асӑрханмалли препаратсем ҫителӗклӗ пулнине асӑннӑ вӑл. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов регионта пурӑнакансенчен 42,8 процентне прививка туни, ун пекки юлашки ҫулсенче пулманнине палӑртнӑ. «Патшалӑх халӑхӑн сывлӑхне упраса хӑварассишӗн чылай пулӑшу уйӑрать. Кӑтарту ырӑ енне улшӑнассине шанатпӑр», — тенӗ вӑл сӑмаха пӗтӗмлетсе. Предприяти-организацисем хӑйсем патӗнче тӑрӑшакансене грипран прививка тума вакцина сахал мар туяннӑ. Ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыраканнисем ҫаксем: Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, «Газпром трансгаз Чулхула», «ЭЛАРА», «ЧЭТА» предприятисем, «Канашский» ӑратлӑ савут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |