Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Кравать айне пытаннӑ арҫынна суд тунӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 10.05.2018 19:27 | 919 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, асӑннӑ хулара пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытаннӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна пӗрех асӑрханӑ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса кайнӑ. Асли кӗҫех алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать. Вӑл пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан хайхи арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тарӑх, ҫын вӗлерекене суд 14 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

#тӗрмесем, #Ҫӗрпӳ, #судсем, #пӑтӑрмахсем, #ӳсӗрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Антон Кравченко изоляторти хуралҫӑ вилнишӗн пикета тухнӑ
2017, 11, 02
11-ти Настя Осиповӑна вӗлернӗ ҫынна суд тӑвӗҫ
2017, 11, 14
11-ти Настьӑна вӗлернӗ каччӑна 20 ҫуллӑха хупнӑ
2017, 12, 13
Ӳсӗр ҫамрӑк тухтӑрсене хӑй килӗнче питӗрсе хунӑ
2018, 03, 27
Шупашкарти хӗрарӑм тӑван хӗрне ҫӗҫӗпе чикнӗ
2018, 04, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org