Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шупашкарти хӗрарӑм тӑван хӗрне ҫӗҫӗпе чикнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 19.04.2018 21:34 | 734 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн темиҫе статйипе айӑпласшӑн.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн пӗр каҫхине ҫав хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Тем вӑрҫи тухнӑ-ҫке, харкашаканскере лӑплантарма пуҫланӑ хӗрне кӳренсе хӗрӗнкӗ амӑшӗ ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Хӑратмалла сулкалашман вӑл — мӑйран яшлаттарнӑ. Тепре те сулса янӑ-ха, анчах хӗрарӑмӑн упӑшки хӳтте кӗнӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынна вӗлерессипе хӑратма пуҫланӑ. Анчах арҫын арҫынах, ҫӗҫҫе вӑл туртса илейнӗ.

Тӗпчевҫӗсем ку пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хӗрне йывӑр суранлатнӑ, упӑшкине вӗлерессипе хӑратнӑ хӗрарӑм шӑпине суд татса парӗ.

#Шупашкар, #ӳсӗрсем, #тӗпчевҫӗсем, #пӑтӑрмахсем, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кафери пӑтӑрмахшӑн парламент депутатне суда чӗнӗҫ
2017, 03, 31
Сусӑрсене хӳтӗлес вырӑнне улталанӑ
2017, 07, 17
Елчӗк район арҫынни хреснамӑшне пусмӑрлама тӑнӑ
2017, 09, 30
Ҫынна вӗлернӗ хуралҫӑпа ӗҫтешне суд тӑвӗҫ
2017, 12, 15
Сӗтев илнӗ преподавателе 150 пин тенкӗлӗх штрафланӑ
2018, 04, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org