Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсӗ-и? Ахӑртнех, ку ашшӗ-амӑшне питӗ кӑсӑклантарать.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров акӑ мӗн пӗлтерет: хальхи вӗренӳ ҫулӗнче ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсмест. Ку ыйту патне ҫитес ҫулхи ҫулла таврӑнма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑталла лару-тӑрӑва тишкерӗҫ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсемпе танлаштарсан, Чӑваш Енри ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ чи пӗчӗкки шутланать. Чулхулара, тӗслӗхрен, кунсерен 140 тенке яхӑн тӳлеҫҫӗ. Шупашкарта вара – 65-70 тенкӗ. Кӑҫал хула хыснинчен апатлану валли 60 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Анчах палӑртмалла: апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳссех пырать. Эппин, апатлану хакӗ те хӑпарасса кӗтмелле.