Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Севастопольти патшалӑх университечӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Килӗшӗве ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Севастопольти университет ректорӗ Владимир Нечаев ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Икӗ аслӑ шкул ӑслӑлӑх тӗпчевӗ, вӗренӳпе методика енӗпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Икӗ ен квалификацие ӳстерес тытӑма аталантарӗҫ, студентсемпе ылмашӑнӗҫ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, ЧПУ делегацийӗ ректор ертсе пынипе Крымра пулнӑ. Унта вӗсем вӗренӳ базипе паллашнӑ, лабораторие тата инжиниринг центрне ҫитнӗ. Кӗҫех Севастополь делегацийӗ ЧПУна килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «WordPress’ӑн 20%-не тинех куҫартӑмӑр. Ҫакӑ ҫирӗм процент малалли 80% куҫармашкӑн шанчӑклӑ никӗс пулса тӑчӗ», — тесе пӗлтернӗ тӑватӑ кун каялла «VulaCV» чӑвашла вулаттаракан сайтра. Хастарсем пӗлтернӗ тӑрӑх, WordPress’ӑн чӑвашла куҫарса тытӑннӑ чухне хальхи ансат пуплев чӗлхине; татӑклӑ терминсене — ҫӗнӗлле сӑмахсемсӗр; компромислӑ алфавита (Rf) тӗпе хунӑ. Унтан тата ҫакна палӑртнӑ: «Анчах мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулассине, еплерех ҫӗнӗ ӗҫ тунине ун чухне лайӑхах тӗшмӗртмерӗмӗр. Ансат сӑмах ҫаврӑнӑшсемпе пӗрле хальхи, малалла пӑхакан, глобальлӗ ҫынсен ыйтӑвӗсемпе ӑнтӑлӑвӗсене чӑвашла ӑнлантарма лекет», — тенӗ унта. Терминологине куҫарнӑ май ҫуррине вырӑсларан, пӗр пайне акӑлчанларан илсен те, чӑвашла ҫӗнӗ, анчах ӑнланмалла сӑмахсем тусан лайӑх шухӑша та тӗпе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхине Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ. Уйрӑмах тӗп урамсенче, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче сӑмсана лайӑх мар шӑршӑ ҫурнӑ. Вӑл чӳречене уҫсан пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ирхине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче нимӗнле шӑршӑ та пулман. Николаев урамне ҫитсен ҫеҫ туйма пуҫланӑ. Шӑршӑ ӑҫтан тухать? Хальлӗхе ҫакна палӑртайман. Аса илтерер: унашкалли темиҫе кун каялла пулнӑччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Лапсар поселокӗнче сывлӑша тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор унта сиенлӗ япаласем виҫерен ытларах пулнине палӑртман. Ҫынсем ку шӑршӑ «Юрмаран» тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫакна Роспотребнадзор ҫирӗплетмен. Халӗ сывлӑша каллех тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Николаевкӑри чӑваш ачисем вырӑсла калаҫаҫҫӗ Пушкӑртстанри чӑваш ялӗсенчен пӗринчи пурнӑҫпа вӑл тӑрӑхри «Proufu.ru» интернет-хаҫатра Зухра Буракаева журналист ҫырса кӑтартнӑ. Калем ӑсти республикӑри право хуралҫипе,чӑваш чӗлхине упраса хӑварасшӑн ҫунакан хастарпа, Чӑвашсен наципе культура автономийӗн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫипе Николай Игнатьевпа Кармаскалӑ районӗнчи Николаевка ялне ҫул тытнӑ. Анлӑ материалта журналист чӑваш ялӗн чун ыратӑвне пур енлӗ ҫутатма тӑрӑшнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, ялта аслисем ҫеҫ чӑвашла калаҫни. Ҫамрӑксем тата ачасем вырӑсла пупленине асӑрханӑ вӑл. Иккӗмӗшӗнчен, ялта ӗҫ ҫукран ҫынсем урӑх ҫӗре ҫӳреҫҫӗ. Ача пахчи те ҫук. Ферма юхӑнса ларать, ҫӳп-ҫап купи пысӑкланса пырать, тислӗк хирте купаланса выртать. Журналист пынӑ кун чӑваш ялӗнче туй пынӑ. Унта чӑвашла тумланса пынӑ туй арӑмӗсем Николаевка ялӗнче юрласа савӑнма пиллӗк хыҫҫӑн ҫеҫ юранине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫӗрпӳ хулин 428 ҫулхине уявланӑ май «Чӑваш тӗпелӗнчи ҫемье йӑли» фестиваль иртнӗ. Ку мероприятие Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 обществӑлла апатлану предприятийӗ хутшӑннӑ. Фестивале хутшӑнакансем экспозици вырӑнне илемлетнӗ фуршет сӗтелӗсем хатӗрленӗ: «Хӗр ҫураҫни», «Туй», «Кӑшарни», «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки», «Салтака ӑсатни», «Ылтӑн туй». Сӗтеле хӑтланӑ чух экспозиципе профессионал пек тата хӑйне евӗр паллаштарнӑ. Фестивале хутшӑнакансене Чӑваш Республикинчи кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Тимофеевич Уездный ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл конкурс комиссине кӗнӗ. «Питӗ лайӑххин чикки ҫук» номинацире Ҫӗрпӳ райповӗн «Общепит» ТМЯП мала тухнӑ, «Фантази вӗҫевӗ» — «Ҫавал» кафе, «Жанр классики» — «Встреча» (чӑв. Тӗлпулу) кафе, «Йӑпас тутӑ» — «Ҫӑлкуҫ» кафе, «Хальхи стиль» — «Венеция» кафе, «Чи тутли» — «Юбилейное» кафе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула кунӗнче хула ҫыннисене авиашоусӑр хӑварӗҫ. «Первый полет» (чӑв. Пӗрремӗш вӗҫев) пилотаж ушкӑнӗ вӗҫессине вӗсенчен килмен сӑлтавпа чарнӑ. «Пӗрремӗш вӗҫев» пилотаж ушкӑнӗ Шупашкарта икӗ хутчен вӗҫмеллеччӗ: ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тата 20-мӗшӗнче. 19-мӗшӗнче вӗсен репетици пулмаллаччӗ, вырсарни кун, 20-мӗшӗнче, — уяв авиашоувӗ. Анчах «НА-СВЯЗИ.ru» портал авиашукӑн Шупашкара килмессине ҫырнӑ. Ӑна шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем систернӗ. Чӑваш Республикин тӗп хули ҫуралнӑранпа 548 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленӗ программӑра авиашоу ҫук. Хула ҫыннисемпе хӑнисене урӑх альтернатива сӗнесси халӗ паллӑ мар. Авиашоу пулмастех, урӑххине чӗнсе иличчен Росавицирен пӗр уйӑх ҫурӑ маларах ирӗк илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Смирнов урамӗнчисем такӑр ҫулшӑн савӑнаҫҫӗ Шупашкарти Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Смирнов урамӗнче пурӑнакансем кӗркуннепе ҫуркунне пылчӑк ҫӑрса, хӗлле юр ашса ывӑннине систерсе тӗп хуламӑран Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шарана канӑҫсӑрлантаран мар. Юлашкинчен лешсем те йӑлӑхса ҫитнӗ, те чӑннипех те пулӑшас тенӗ: ҫынсене хайсене укҫа пухма сӗннӗ. Урамри кампар ҫуртсене кура унта чухӑн ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетме май килет те, чӑн та, лешсем нимелле ҫул тума килӗшнӗ. асфальтпа бетон ваккине кӳрсе килме тата сарма хулари «Дорэкс» акционерсен обществи килӗшнӗ. 650 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫула предприяти часах сарса панӑ, асфальт вак-тӗвекне грейдерпа пусӑрӑнтарнӑ. Мускав районӗнчи тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, Смирнов урамӗнчи ҫынсем тикӗс ҫулшӑн халӗ савӑнмаллипех савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫри крансенчен мӗншӗн таса мар шыв юхать? Кун пирки нумаях пулмасть сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР строительство министрӗн Владимир Михайловӑн хурав пур: шыв япӑх ҫанталӑка пула тасамарланнӑ. Аса илтерер: Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва, Шӑрттан ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче кранран таса мар шыв юхнӑ. Ҫынсем кун пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: шыв ҫын пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кӑҫал ҫумӑр нумай ҫунӑран Кире юханшывӗнчи шыв вараланнӑ-мӗн, вӑл шыв приемникне тасамарлатнӑ. Шыв управӗн тӗпне водолазсем тӗрӗсленӗ, 3-мӗш насос станцийӗн пӑрӑхӗсене дизинфекциленӗ. Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Культура России 2012-2018» (чӑв. Раҫҫей культури 2012–2018) федераци программинче Чӑваш Ене уйӑрма малтанласа палӑртнӑ укҫана касса илнӗ. Федералсем «кӗмӗл» хӗснӗрен Чӑваш патшалӑх филармонийӗ уйрӑмах шар курать. «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, укҫана катни республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ертӳҫи Константин Яковлев ӗҫлесе ҫитерейменнипе ҫыхӑннӑ. Мускавран пӗлтӗрех 150 миллион тенкӗ илес шанчӑк пулнӑ. Анчах культурӑшӑн яваплӑ ведомство кирлӗ хутсене вӑхӑтра хатӗрлейменнипе юсав проектне тивӗҫлӗ органсемпе ҫураҫтарайман. Ӗҫе кӑҫал ҫеҫ, 10 уйӑх иртсен, вӗҫленӗ. Анчах кая юлнине кура укҫа уйӑрас ыйту патне федералсем каярах таврӑнма шантараҫҫӗ-мӗн. Ку сӑмах тӳрре килесси пирки теприсем иккӗленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лондонра ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева та лекнӗ. Тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва Раҫҫейри 19 спортсмена хутшӑнма ирӗк панӑ. Вӗсен йышӗнче - Клавдия Афанасьева та. Вӑл нейтраллӑ ялавпа ӑмӑртӑва тухнӑ. Анчах пирӗн ентеш дистанцие вӗҫлеймен. 14-мӗш минутрах ӑна пӗрремӗш карточкӑна кӑтартнӑ. Виҫҫӗмӗш хутӗнче ӑна дистанцирен кӑларнӑ. Ӑмӑртура Китайри Янг ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Мексикӑри Мария Гонзалез тивӗҫнӗ. Итали спортсменки Антонелла Палмисано финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |