Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Куславкка районӗнчи ялта — карантин

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 14.12.2018 07:52 | 866 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнче карантин тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.

Юпсарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, урнӑ чире тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ветеринарсем унтисен асӑрханмаллине палӑртса асӑрхаттарнӑ. Карантин тесе хушу тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхра йытӑ-кушак куравне йӗркелеме, килти чӗрчунсене сутма, йытӑ-кушакпа ҫав тӑрӑхран айккинелле тухса кайма юрамасть. Сыхланни ҫыншӑн мар, ҫавӑнпа унтисен каланине пӑхӑнмаллах.

Куславкка районӗнчи карантин тапхӑрӗ, ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл чӗрчун урнӑ чирпе юлашки хут чирленӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран хӑйӗн вӑйне ҫухатӗ.

#чӗрчунсем, #выльӑх-чӗрлӗх, #хӑрушсӑрлӑх, #Куславкка районӗ, #Юпсар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Етӗрне районӗнче темӗнле чӗрчун килти выльӑха пӑвса вӗлерет
2018, 12, 09
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӑши тытма юрамасть
2018, 12, 09
Фейерверк ямалли вырӑнсене палӑртнӑ
2018, 12, 10
Старостӑсене удостоверени тата тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх парӗҫ
2018, 12, 13
Ҫапкаланчӑк йытӑсемпе кушаксене тытнӑ та тӳрех вӗлернӗ
2018, 12, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org