Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗньялти шкул Пирӗн пата хыпар ҫитрӗ — Геннадий Айхи ҫуралса ӳснӗ Ҫӗньел ялӗнче «Г. Айхи урамӗ» ҫырнине хӑйпӑтса илсе «Ленин урамӗ» ҫине улӑштарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тесе эпир Ҫӗньял ял тӑрӑхне ҫырупа тухрӑмӑр. Юрий Васильевич Самарин пире «Г. Айхи урамӗ» тесе ҫырни хӗрринчи пӗр пӳрт ҫинче чӑнах та пӗр хушӑ ҫакӑнса тӑни пирки пӗлтерчӗ. Анчах та ку официаллӑ йӗркепе тунӑ ӗҫ пулман, сӑвӑҫӑн ҫывӑх юлташӗсен пуҫарӑвӗ ҫеҫ. 2006 ҫулти хыпарсене тишкернӗ май (эпир тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене асӑрхарӑмӑр) поэта хисеплесе унӑн ятне урам ячӗсенче ӗмӗрлетес тӗлӗшпе сӗнӳсем тӑратнине асӑрхарӑмӑр. Вӑл ҫул, поэт пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ чухне, тӑван ялӗнче те, Шупашкарта та Геннадий Айхи ятне урамсене пама йышӑннӑ. Шупашкарта ку ӗҫ пурнӑҫланнӑ — паллӑ сӑвӑҫ ятне проспект тивӗҫнӗ. «Урам ятне улӑштарасси хыпар-хӑнар шайӗнче ҫеҫ пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен официаллӑ хутсенче кун пирки ҫырнине тупаймарӑмӑр», — хуравларӗ Юрий Васильевич. Ҫавах та Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫак ыйтӑва ҫӗнӗрен ҫӗклеме шантарчӗ: «Эсир ку ыйтӑва хускатнӑ хыҫҫӑн урам ятне Г. Айхи ячӗпе хисеплентерес ыйтӑва Ҫӗньял ял депутачӗсен ҫитес ларӑвӗнче пӑхса тухма палӑртрӑмӑр, ҫак урамра пурӑнакансене пухса калаҫас шухӑш патне пырса тухрӑмӑр». |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кияметдин Мифтахутдинов Пулково аэропортӗнче ют сумкӑна тытнип ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн Александр Белов блогер тата журналист 20 ҫул каяллахине аса илнӗ. Шупашкарти Советсен ҫуртӗнче (халӗ ӑна Правительство ҫурчӗ теҫҫӗ) темле канашлу хыҫҫӑн журналист ют портфеле йӑтса тухса кайнӑ. Ӗҫе ҫитсен пӑхать те унта долларсемлӗ портмоне тата кӗнекесем асӑрхать. Васкаса каялла вӗҫтерет. Анчах никам та портфель шырамасть иккен. Советсен ҫуртӗнче хуралта ларакан пакунлипе сумкӑна уҫса пӑхаҫҫӗ те вӑл ЧПУн ун чухнехи ректорӗн Лев Кураковӑн пулнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫын портфелӗпе кайнине Л. Кураков хӑй те асӑрхаман иккен. Ректор патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ хыҫҫӑн портфельсене вӗсен хуҫисем ылмаштараҫҫӗ. Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, ректорӑн крокодил тирӗнчен ҫӗленӗ портфель пулнӑ, унӑн — самай ансатти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова Раҫҫей спортсменӗсем ҫитес ҫул иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнӗҫ-и? Ӗнер Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ ҫак ыйтӑва татса панӑ. Шел те, комитет пирӗн спортсменсене хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк паман. Эппин, чӑвашсем те унта каяймӗҫ. Комитетӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларӑвӗ Лозаннӑра иртнӗ. Ҫапах допингпа усӑ курман спортсенене ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк панӑ, анчах нейтраллӑ ялавпа кӑна. Олимп вӑййисене чӑваш спортсменӗсем те кайма пултарнӑ. Сӑмахран, унта хутшӑнма Татьяна Акимова биатлонистка хатӗрленнӗ. Аса илтерер: хӗллехи Олимп вӑййисем Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчханра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер «Шупашкар Арена» пӑр керменте Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисемшӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешнӗ. Раҫҫей кубокӗн шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев саламланӑ. Уҫӑ мелпе йӗркеленӗскере Эстонирен, Казахстанран, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Монголинчен, Испанирен тата хамӑр ҫӗршывран пуҫтарӑннӑ 147 спортсмен, вӗсенчен ҫиччӗшӗ — хамӑр республикӑран, хутшӑннӑ. Вӗсем 8 ушкӑнра кӗрешнӗ. Элтепер ҫак кунсенче ҫеҫ Шупашкарта Ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен тӗнче кубокӗ пысӑк шайра иртнине аса илтернӗ. 58 килограмчченхи виҫере ӑмӑртса бронза медале Шупашкарти 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри физкультура факульетчӗн студентки, Ҫӗрпӳ район хӗрӗ Анастасия Яковлева тивӗҫнӗ. Канаш районӗнче ҫуралнӑ Надежда Федорова 48 килограмлӑ виҫере кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхасанта ҫуралнӑ, халӗ Брянск тӑрӑхӗнче пурӑнакан Алина Морева та виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ. Республика ертӳҫин патшалӑхпа право управленийӗн ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна улшӑну кӗртни — Элтепер пуҫарӑвӗ. Ҫынсем ҫуралнине, вилнине, уйрӑлнипе вилнине, хушамат ылмаштарнине тата ытти ҫавӑн йышши факта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа районсемпе хула тӑрӑхӗсенче хут тата электрон документсем ҫинче регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ЗАГСӑн пӗрлехи реестрне йӗркеленипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх ҫынсене гражданла тӑрӑмсем ҫинчен калакан хутсене ҫыртарассине хӑвӑртлатассипе ҫыхӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ял старости ҫине паянхи кун питӗ нумай ӗҫ тиеннӗ. Вӑл ялта тирпей-илем кӗртессишӗн те, пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн те, суйлав ирттерессишӗн те, кулленхи ытти ӗҫе туса пырассишӗн те яваплӑ. Ҫак ыйтусене шӑпах паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи старостӑсен слетӗнче сӳтсе явнӑ. Йӗпреҫ поселокӗнче иртнӗ ҫак мероприятие Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем Сергей Горбуновпа Леонид Николаев, Чӑваш Енӗн муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял-сала старостисем хутшӑннӑ. Чи малтанах Шӑрттан ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси старости Николай Васильев тӑван ялне епле майпа хӑтлӑлатни пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей Горбунов хӑйӗн сӑмахӗнче староста вырӑнти влаҫӑн сылтӑм алли пулнине палӑртнӑ. «Старостӑсем пач укҫасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тӑван хутлӑх илемлӗ пултӑр тесе чунран тӑрӑшаҫҫӗ», — тенӗ Станислав Николаев та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен. Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ. «Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр. Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи 10 ял ҫутҫанталӑк газӗсӗр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. «Газпром газораспределение Шупашкар» акционерсен обществи унти кӑлтӑка пӗтернӗ. Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнче ҫул-йӗр строительствин организацийӗ газ пӑрӑхне сиенлетнӗ. Аса илтерер, газ пӑрӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре сиенленнӗ. ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне 7 техника тата 36 ҫын пурнӑҫланӑ. Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хальлӗхе тупса палӑртман ҫынсен хӑтланӑвне пула ялсем газсӑр тӑрса юлнине пӗлтернӗ. Ҫуртcемсӗр пуҫне 7 предприятие газ пыма пӑрахнӑ. Юсав ӗҫӗсене паян ирхи 6 сехетре ҫеҫ пуҫӑннӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Питӗрти Алена Татамирова Питӗрте пурӑнакан Алена Татамирова Шупашкарта иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑннӑ. «Питӗртен ҫак конкурсра юлашки хут 10 ҫул каялла хутшӑннӑ пулнӑ. Малашне кашни ҫул хутшӑнӑпӑр! Пикесем хатӗр пулӑр!» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче асӑннӑ хулари чӑвашсем. Аленӑна конкурса яма Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Артемий Павлов) тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) хатӗрленӗ. Тӗнче тетелӗсенче ҫырнине тишкерсен аякри йӑхташӑмӑрсем конкурспа кӑмӑлли сисӗнет. Питӗрсем те, Иркутск тӑрӑхӗнчисем те ҫав шухӑшах палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхрисем конкурса тупӑшса тенӗ пек хурлаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хут та пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи 10 ял ҫутҫанталӑк газӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗтӗмпе 485 ҫурт шар курнӑ. Мӗне пула ҫынсем газсӑр тӑрса юлнӑ-ха? Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре Кӑнар ялӗнче ҫӗр айӗнчи 160 миллиметрлӑ газ пӑрӑхӗ сиенленнӗ. Халӗ ӑна юсаҫҫӗ. МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 7 техника тата 36 ҫын пурнӑҫлаҫҫӗ. ЧР Строительство министерстви вара кӑштах урӑхларах хыпарлать: ялсем хальлӗхе тупса палӑртман ҫынсен хӑтланӑвне пула газсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫуртcемсӗр пуҫне 7 предприятие газ килме пӑрахнӑ. Юсав ӗҫӗсене паян ҫеҫ ирхи 6 сехетре пуҫӑннӑ. «Газпром газораспределение Чебоксары» АУн тӗп инженерӗ Виталий Семенов аварие паян 9 сехет ҫурӑ валли пӗтерме шантарнӑ. Ҫынсем патне 13 сехетре газ ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |