Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ҫӗмӗрле арҫынни Мускавра телевизорлӑ пулнӑ

Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Таисия Ташней 06.07.2018 20:30 | 208 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма Ҫӗмӗрле арҫынни (ятне ҫак йӗркесен авторӗ, шел те, итлесе юлайман) хутшӑнчӗ.

Вӑл ялта пурӑнать, телепередачӑна мӑнукӗпе Ксюшӑпа тата хӗрӗпе ҫитнӗ. Вӑл — смс-викторина ҫӗнтерӳҫи. Кӑларӑма хутшӑнма май килнишӗн арҫын хӑйӗн хӗрне тав туса чечек ҫыххи тыттарчӗ.

Телепередачӑн спонсорӗнчен арҫынна телевизор лекрӗ. Ӑна парне те тухрӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмерӗ — малалла выляма кӑмӑл турӗ.

Ҫӗмӗрле арҫыннин мӑнукӗ сӑвӑ каларӗ. Вӑл асли пӗчченех пурӑнать тесе ӗнентерчӗ, унпа ҫӗрулми лартнине пӗлтерчӗ. Анчах ача тӗрӗс мар калани палӑрчӗ: арҫын арӑмӗпе пурӑнать, унӑн ывӑл та пур.

Ҫӗмӗрле арҫынни, шел те, финала лекеймерӗ.

#Ҫӗмӗрле, #вӑйӑсем, #МИХсем, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Талӑк шыранӑ хыҫҫӑн 13-ри хӗрача тупӑннӑ
2018, 02, 14
Ҫӗмӗрле хӗрачи НТВ телеканалта палӑрнӑ
2018, 03, 05
Алимент парӑмӗ 450 пин тенке ҫитнӗ
2018, 03, 25
Ҫӗмӗрле пики Наталия Подольскаяпа юрларӗ
2018, 04, 30
Ҫӗмӗрле шӑпӑрланӗсем ватӑ ҫынна пулӑшнӑ
2018, 05, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org