Хулара
![]() Шупашкарӑн Мускав районӗнче эрехе саккуна пӑсса сутакансене тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ҫӗрле эрех сутма чарнине аса илтернӗ май кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 12 протокол ҫырнине палӑртнӑ. Чӑн та, ҫӗрле эрех таврашне кафесемпе ресторансенче ҫеҫ сутма юрать, кӗленче тыттарса яракан лавккасем Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунне пӑсаҫҫӗ. Маларах ку енӗпе саккуна улшӑнусем кӗртнӗччӗ, кунӗн-ҫӗрӗн эрех сутса ларакансем тӗлӗшпе йӗркене хытарнӑччӗ. Шупашкар хулин Мускав районӗ яваплӑ специалистсемпе йӗркеленӗ ятарлӑ рейдсенче асӑрханӑ пӑтӑрмахсем пирки протоколсене суту-илӳ точкисен хуҫисен ячӗпе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Эльгер урамӗнчи тӑхӑр хутлӑ ҫуртри пиллӗкмӗш хутри хваттерсенчен пӗринче пушар тухнине асӑрханӑ. Алӑк питӗрӗнчӗкне пула ҫулӑма сӳнтерме ҫӑлавҫӑсем чӳречерен кӗнӗ. Вутра виҫӗ пӳлӗмрен пӗри кӗлленнӗ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем диван ҫинче хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 46 ҫулти хваттер хуҫи пулнӑ. Унта вӑл пӗчченех пурӑннӑ. Хӗрарӑм мӗнле вилнине палӑртас тесе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑма вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Хваттерте пирус туртнине пула пушар тухман-ши, хӗрарӑм сӗрӗмпе вилмен-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать, тӗрлӗ экспертиза ирттерсе пушар тата вилӗм сӑлтавне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Дарья Спиридоновӑпа Кирилл Прокопьев гимнастсене Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑра ҫӗнтернӗ ятпа саламланӑ. Иккӗшӗн ячӗпе те вӑл телеграмма янӑ. Кирилл Прокопьев гимнаст ирӗклӗ хӑнӑхтарура ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Дарья Спиридонова пӗрене ҫинчи хӑнӑхтарупа ҫӗнтернӗ. Кирилл Шупашкарти олимп резервӗн 6-мӗш спорт шкулӗнче вӗреннӗ, халӗ Улатимӗр облаҫӗшӗн ӑмӑртӑва хутшӑнать. Дарья Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ, спортри малтанхи утӑмсене Чӑваш Енре тунӑ, халӗ Мускавра пурӑнать. Сӑмах май, Чӑваш Енрен Универсиадӑна Владислав Поляшов хутшӑннӑ. Вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Улатӑр хӗрӗ Евгения Шелгунова гимнастка тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Бронза медаль илме ӑна кӑштах ҫеҫ май килмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Федераци харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр ҫула республикӑна парасшӑн. Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ автоҫулсене регионсен балансӗ ҫине куҫарас ыйтупа «Прикамье» управлени нумаях пулмасть ҫыру хатӗрленӗ. Ӑна пирӗн республикӑри «Чӑвашупрдор» предприятие те ярса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов тата «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов республикӑн балансӗ ҫине куҫмалли хӑш-пӗр ҫула хакланӑ. Сӑмах май каласан, 5 вырӑнти 36 ҫухрӑм ытла ҫула пӗр балансран теприн ҫине куҫарасшӑн. Республикӑна куҫарма палӑртнӑ федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре министрпа «Чӑвашупрдор» пуҫлӑхӗ юсамаллине асӑрханӑ. Тепӗр майлӑ каласан, харпӑрлӑха иличчен «Прикамье» управленипе юсав ыйтӑвне хускатасси куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче 1957-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Фаина Хлебникова Мускаври С.В. Образцов ячӗллӗ патшалӑх академи пукане тӗп театрӗнче бутафор пулса ӗҫлет. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатӑн ӗнерхи номерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулине хӗрарӑм ывӑлӗ Мускава вӗренме кӗрсен тухса кайнӑ. Шупашкарти пукане театрӗн ӗнерхи ӗҫченӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинче урай шӑлакана вырнаҫнӑ. Шӑпа кайран ӗмӗтленнӗ учреждение — театра — илсе ҫитернӗ-ҫитернех. Вӑхӑтлӑх тесе тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакана вырнӑҫнӑскер кӑштахран тулли ставкӑпа тӑрӑшма пуҫланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Екатерина Образцова лартнӑ «Дон Кихот» спектакльти пуканесене калӑпланӑ. Пушӑ вӑхӑтра хӗрарӑм кӗпе тавраш тӗрлесе илемлетет, эскизӗсене хӑй шухӑшласа кӑларать. |
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ҫынсене ют ҫӗре ярасшӑн. Район администрацийӗн сайтӗнче темиҫе кун каялла пӗлтернӗ тӑрӑх, «Муркаш районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫсӗр ҫынсене Чӑваш Республики тулашӗнче ӗҫе вырнаҫтарассипе тӑрӑшать». Урӑх регионсене вӑхӑтлӑх каяс текен мӗнпур ҫынна центр хӑйсем патне пыма сӗнет. Ӑҫта пымаллине те кӑтартнӑ: Муркаш сали, Мир урамӗ, 6-мӗш ҫурт, 329-мӗш пӳлӗм. Телефон номерне те асӑннӑ: 62-1-66. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри ӗҫлӗх центрӗсем хӑйсем патӗнче шутра тӑракан кашни ҫын валли тӑватӑ вырӑн пуррине пӗлтернӗччӗ. Икӗ уйӑх каяллахи сстатистикӑна ӗненсен, ӗҫсӗррисем Муркаш, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче сахал. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валентин Федоров Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров тунтикун йышӑнӗ. Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне 2013 ҫултанпа ертсе пыраканскер оперӑпа балет театрӗнче 1989 ҫултанпа тӗп художникра ӗҫлет. Йӗпреҫре 1960 ҫулта ҫуралнӑ Валентин Федоров Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче художникра тӑрӑшнӑ. Тимӗр Акташ журналиста Валентин Федоров пуҫлӑх ӗҫне тунтикунтан кӳлӗнессине пӗлтернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтри плансенчен вӑл театр Галкинӑн «Атилла» балетне лартассипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Тӑван культура учрежденийӗнче ӗҫлекенсемпе вара улшӑнусем пулмӗҫ. Ҫапларах хуравланӑ вӑл Тимӗр Акташа. |
Хулара
![]() Нумаях пулмасть, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн кам айӑплӑ? Айӑплине тупнӑ. Ҫурт хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманран тата никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне йӗркене пӑснӑран ишӗлсе аннӑ. Подрядчикӑн проект документацийӗ пулман. Кунсӑр пуҫне никӗсе юсиччен ӑна тӗрӗслемелле пулна. Подрядчик вара ҫакна туман. Подряд организацийӗн директорӗ ҫурт йӑтӑнса аннӑшӑн 20 пин тенкӗ тӳлӗ. Аса илтерер: ҫурт Хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ. Ҫурт ишӗлни харпӑрҫа 2,8 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хӑйӗн ӗҫне ҫӗнетесшӗн. Хальлӗхе унта производство комплексне юсаҫҫӗ. Савута ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ. Предприятире халӗ котельнӑйне юсаҫҫӗ, ӑна хута ямашкӑн документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра производство линийӗсене, хатӗр-хӗтӗре тӗпрен юсама палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, савутра вӑтам сегментлӑ тата «эконом» сегментлӑ «Добрая буренка» суту-илӳ маркипе продукци кӑларӗҫ. Ытларах сӗт, коктейль, сливки пулӗҫ. Аса илтерер: «Данон России» АУ чӑваш пасарӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн пурлӑх комплексне «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри почтальон Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ те «Лада Веста» машинӑна тивӗҫнӗ. Машина хуҫи – Диана Илеменева. Вӑл Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи почта уйрӑмӗнче ӗҫлет. Конкурс финалӗ ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ. Унччен Диана регион шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ. «Чи лайӑх ҫыхӑну операторӗ» конкурса Мускаври, Шупашкарти, Бийскри, Сызраньти, Шарьйӑри, Питӗрти, Ставропольти, Тӗменти, Нерюнгри 10 почтальон килнӗ. Пирӗн ентешӗн чи лайӑх кӑтартусем пулнӑ. Ҫапла вӑл пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Диана Мускавра ҫӗнӗ машинӑпа таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |