Етӗрне округӗнчи Янӑм ялӗнчи пӗр кил хуҫалӑхӗнче кушак вилнӗ. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе унта карантин пулнине йышӑннӑ.
Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ кушак аҫин урнӑ чир пулнӑ.
Чир ҫӑлкуҫӗ - Тӗп урамри 9-мӗш ҫурт. Унтан 900 метр радиусри территори ӑнӑҫлах шутланмасть. Карантин вӑхӑтӗнче чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем, куравсем, суту-илӳ, ытти мероприяти ирттерме юрамасть.
«Текех манӑн пысӑк тусӑм, чӑн-чӑн талант тата фотохудожник, ҫут ҫанталӑка тата тӑван кӗтесе юратакан, хӑйӗн шухӑшӗллӗ, илеме курма пӗлекен художник Вячеслав Романов ҫук. Ҫакна ӗненес килмест, анчах паян унӑн чӗри тапма чарӑннӑ...», – тесе пӗлтернӗ хурлӑхлӑ хыпара Людмила Александрова журналист Фейсбукра.
Вячеслав Романов кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Етӗрне районӗнчи Янӑмра ҫуралса ӳснӗскер малтан райхаҫатра тӑрӑшнӑ. Унӑн ӗҫӗсем «Правда», «Советская Россия», «Известия», «Труд», «Огонек» пичет кӑларӑмӗсен страницисенче пичетленнӗ. Фотоӗҫпе кӑсӑкланасси ашшӗ ӑна, улттӑмӗш класс ачине, «Смена-2» фотоаппарат парнеленинчен пуҫланнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр виҫӗ ФАП тума палӑртнӑ. Ҫавна май виҫӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
ФАПсем Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫра, Шупашкар районӗнчи Шуркассинче, Етӗрне районӗнчи Янӑмра пулӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 4 миллион ытла тенкӗ. Аукционсем юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗҫ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчиксен ФАПа кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
ФАП пӗр хутлӑ пулӗ. Унта йышӑнмалли пӳлӗм, процедура тумалли пӳлӗм, эмел упрамалли пӳлӗм тӑвӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра 6 ФАП тума пуҫланӑ ӗнтӗ.
Етӗрне тӑрӑхӗнче Алексей Ятрушев ачасене юрӑ-кӗвве юратма вӗрентет. Ун патне тӗрлӗ ялта пурӑнакан шӑпӑрлансем килеҫҫӗ. Вӗсене пурне те кӗвве юратни пӗрлештерет.
Алексей Степанович ҫамрӑк чухне музыка шкулӗнче вӗреннӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех купӑс калать. Хӑй вара пушарнӑйра тӑрӑшнӑ, халӗ – тивӗҫлӗ канура.
Пенсие тухсан та алӑ усса лармасть вӑл – ачасене музыка тӗнчипе тӳлевсӗрех паллаштарать. Хӑйне вӑл нимеҫӗ тет. Алексей Степанович хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварасшӑн. Вӑл ачасене тӑваттӑмӗш ҫул вӗрентет. Вӗсем Янӑм шкулӗнче (халӗ унта ачасем вӗренме ҫӳремеҫҫӗ ӗнтӗ, ӑна хупнӑ) пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Алексей Степановичӑн планӗсем пысӑк: вӑл 100 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн.
«Мӗнле лайӑх пирӗн хулара ҫавӑн пек ҫын пурри! Ку вӑл кӗтрет!..» («Очень хорошо, что в нашем городе такой человек есть! Это чудо!..».). 1995 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Д.Т. Жуков куравӗ («6х7 галерея») куракансене хавхалантармаллипех хавхалантарнӑчче, тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑччӗ… Ҫавна курса Дмитрий Тихонович хӑй те ача пек хӗпӗртетчӗ: «Очень много слов «чудо», «радость». Один написал: «Чудо из чудес». До того хорошо написано!..».
2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗн музей куравӗсен центрӗнче (Ехрем купса бульварӗ, 10) Д.Т. Жуков куравне уҫма пуҫтарӑннисем художник тата унӑн ӗҫӗсем пирки чунтан тухакан сӑмахсем каларӗҫ. Ҫын хырӑма тултарассишӗн кӑна пурӑнманнине хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫирӗплетрӗҫ. Паян хӑш-пӗр ватӑсем (уйрӑмах Михаил Волков: «Чӑваш халӑх сайчӗ», 2018-08-08) «пурнӑҫ ҫынни – тӗнче тӗнӗлӗ, хырӑм ташши чун вӗҫевӗнчен пахарах» тесе ӗнентерме пӑхаҫҫӗ. Мӗтри мучи вӗсемпе тава кӗрет, вӗсене хирӗҫлет… Пире чун, ЧУН пирки аса илтерет…
Вулакана эпӗ 20 ҫул каялла «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ икӗ тӗрленчӗке сӗнетӗп.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |