Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Сурхури уявӗ «Ҫӑлкуҫра» кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче иртӗ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Аçтахар Плотников 05.01.2019 19:02 | 508 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

«Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем кашни ҫул Сурхури уявне уявлама пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӗтересшӗн мар — Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ кафене вӗсем тунтикун, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, пухӑнӗҫ. Сурхури уявне уявлама пурне те 13 сехетелле чӗнеҫҫӗ.

Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!

Сурхури, сурхури терӗмӗр,

Сурхури ҫитрӗ курӑнать.

Атьӑр тухӑр, ачасем,

Урам тӑрӑх кайӑпӑр,

Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,

Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.

Чӑваш халӑх сайчӗ те, Сурхурие йӗркелекен «Сӑвар» фонд та сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлать!

#Сурхури, #уявсем, #Ҫӑлкуҫ, #кафесем, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Ҫӑлкуҫа» черетлӗ Сурхурине уявлама пухӑнчӗҫ
2018, 01, 06
Тӗменте Сурхури уявланӑ
2018, 01, 16
Ентешӗмӗре Питӗрти елкӑшӑн чысланӑ
2018, 01, 23
Шупашкарти шкулта чӑвашла елка иртнӗ
2018, 12, 24
Ёлкӑна ачасем чӑвашла капӑрланса пынӑ
2018, 12, 25

Комментари:

Станьял // 3432.77.0853
2019-01-06 15:45
Сурхури ачисене савӑнса саламлатӑп.Малтанхи сурхурисенче "Ҫӑлкуҫра" сахалтан та 15 хут пулнӑччӗ, шӑкӑл -шӑкӑл калаҫса. юрласа килленнӗччӗ, ӑшаланӑ пӑрҫа ҫинӗччӗ, сарӑ мӑйӑр катнӑччӗ.
Кунта манӑн пӗр сӑмах пур.
Тӗпчевҫӗсене йӑласен тымарне пӑхма каласах килет: СУРХУРИ все-таки не от "овечьей ноги". Ближе к истине утверждение от "сарыг ырри".Сарӑк ҫар+ухӑ)= тӗкӗрҫӗсен ертӳҫи, ҫар пуҫӗ.
Автан сӑри - адан (асӑну) сӑри;ҫӑварни - ҫу+эрни, "маслоран" мар!; арҫури - ар+чунӗ, "половинникран" мар...
Атнер // 7129.0.1168
2019-01-07 22:10
Сурхурипе
Микула // 9259.3.8429
2019-01-08 15:04
Сувар фонт çук.
Киленнĕ,çинĕ ,катнă....,анчах та ăçта пулнă шухăшсем,тĕллевсем. Вырăсла каласан "поступательное движение",чăвашла -малалла утасси , ăçта ?
Микула // 9259.3.8429
2019-01-08 15:13
Çăлкуçра мĕн уявлаççĕ ? Чăваш халăхĕ чакса пынине ,е шкулта "ирĕкле" вĕрентме тытăннине ,е тата ачасене тăван чĕлхепе ÿстермелли ача сачĕсем çуккине ? Чăвашла шупăрсем урăх ниçта та тăхăнса кăтартма çук ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org