Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ ҫулсерен Сурхури уявне уявлать. Кашни ҫул ӑна «Ҫӑлкуҫ» кафере ирттереҫҫӗ. Ку йӑларан кӑҫал та пӑрӑнмарӗҫ. Уява яланхи пекех ваттисен сӑмахӗнчен пуҫларӗҫ. Ку тивӗҫе 78 урлӑ каҫнӑ Виталий Станьял пурнӑҫларӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак уява Чемен картинче те (Шупашкар районне кӗрекен Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи этно-комплекс) уявласан аван пулни пирки каларӗ. Ҫавӑн пекех йӑлана пӑсмасӑр уявра «Алран кайми аки-сухи» юрӑ та шӑрантарчӗҫ. Пурте пӗрле пӗр харӑс юрларӗҫ. Уйрӑммӑн Владимир Болгарскийпе Валерий Сунгуровӑн ӗҫне палӑртрӗҫ. Владимир Болгарский хӑй те уява ҫитнӗччӗ, сӑмах тухса каларӗ. Аса илтеретпӗр, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем иккӗшӗ чӗлхене хӳтӗлесе Мускаври Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑччӗ. Уяв хаваслӑ иртрӗ. Чӑвашлӑх анинче тӑрӑшакансем пӗр-пӗринпе курӑнса калаҫма май тупрӗҫ, тутлӑ шӳрпепе хӑналанчӗҫ, мӑйӑрпа пӗҫернӗ пӑрҫа тутанчӗҫ, килте вӗретнӗ сӑрана та ӗҫсе пӑхрӗҫ. | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |