Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Шупашкарти шкулта чӑвашла елка иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.12.2018 07:17 | 1609 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 33-мӗш шкулта «тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару» кӑтартнӑ. Ҫакнӑ «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ.

Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫнӑ, ачасем вара юрланӑ, ташларӗҫ, сӑвӑ каланӑ.

Ҫакна Ирина Диарова йӗркеленӗ. «Хавал» пӗлтернӗ тӑрӑх, «паллах, пӗччен мар», пулӑшаканӗсем те пулнӑ: шкул директорӗ, шкулти вулавӑш ертӳҫи, Хӗл Мучи пулнӑ Александр Марсович Степанов, ытти ҫын та.

Ирина Диарова чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен. Кӑмӑл тунисем, пӗр 50 ҫын, уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Хӑйсем курма пухӑннӑ. «Хавал» ушкӑн Ирина Диарова пуҫарӑвне ырланӑ май ытти шкулта та уяча ҫапла чӑвашла ирттерме пулать тесе палӑртнӑ.

#шкулсем, #Шупашкар, #уявсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-12972450_12906
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2811.56.1168
2018.12.24 14:24
Agabazar
"Ёлккă" мар, чăрăшка.
Памук // 3831.27.6797
2018.12.24 17:56
"Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен..." Ай-яй, ай-яй! Мӗн тӑвас - сӳтӗк, чӑваш...
Талпиçен // 4032.98.2469
2018.12.26 10:34
Ырламалла аван пуҫару.Ытти шкулсене те ҫапла тума хистемелле . ЧНК мӗн хӑйраса выртать?
Илле // 1462.35.3219
2018.12.27 21:53
Маттурсем!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем