Чӑваш чӗлхи
![]() Виҫӗ кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучи пулнӑ. Кунта вӑл Аслӑ Устюгранах ҫитнӗ-мӗн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ. Раҫҫейри тӗп Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хайӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври хуласене ҫул ҫӳреве тухнӑ. Чӑваш Енре вӑл Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра, «Шупашкар — Арена» пӑр керменӗнче тата «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче пулнӑ. Шурӑ сухала курма пухӑннисем тем пирки те пӗлме ӑнтӑлнӑ. Ҫав шутра: «Мӗнле чӗлхесем пӗлетӗр?» — текен те тупӑннӑ. - «Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхе. Кайӑксемпе те вӗсен чӗлхипе калаҫатӑп. Чӑвашла хальлӗхе пӗлместӗп-ха, анчах вӗренме сӑмах паратӑп», — ҫырса кӑтартнӑ Тина Федорова корреспондент. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |