Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.01.2017 08:00 | 3028 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Кӑралчӑн 23-мӗшпе 28-мӗш кунӗсенче эпир сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарма ӗлкертӗмӗр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Петӗр Хусанкай куравӗнче Вера Кузьминан юратнӑ юрри янӑрани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Петӗр Хусанкай юбилейӗ кӳршӗри Тутарстанра менле палӑртни пирки каласа патӑмӑр;

Чӑвашла хайлав ҫырса мӗнле укҫа тумаллин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;

Пирӗнтен яланлӑхах Рената Кузьмина уйрӑлни пирки хурлантӑмӑр;

Виталий Станьял ӑсчахӑн ҫӳҫне кам каснине хыпарларӑмӑр;

Чӗмпӗрте Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмахсара чӑтӑмсӑр кӗтни ҫинчен систертӗмӗр;

Владимир Григорьев хӑйӗн юбилейне мӗнле палӑрни пирки каласа патӑмӑр;

«Хавал» пӗрлӗх пӗчӗккисем валли мӗнле сӑмах пуххи кӑларни халӑха кӑсӑклантарчӗ;

Чӑваш чӗлхине хаклакансем хӑйсен библиотекине мӗнле словарьсемпе пуянлатма пултарни ҫинчен систертӗмӗр;

Ялта клуб туса панишӗн ӑҫта шӑнкӑравласа тав сӑмахӗ калани ҫинчен хыпарларӑмӑр.

Ҫавӑн пекех ку эрнере эсир «Тӑван Ене» килте ларса мӗнле ҫырӑнма пултарни пирки, чӑваш юрӑҫӗ калмӑк тумне мӗн сӑлтава пула тӑхӑнни ҫинчен, Шупашкарта миҫе ҫыннӑн ӑшӑсӑр аптӑрама тивни пирки, тӗп хулара хваттерсем йӳнелни ҫинчен тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял ҫыннисем мӗншӗн Мускав шӑнкӑравлани пирки пӗлме пултартӑр.

Эрнене пӗтӗмлетсе вара ӑна «Петӗр Хусанкайпа сӑмах пуххисен эрни» тесе ят пама пулать.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #юбилейсем, #Тутарстан, #эрне хыпарӗсем, #культура, #ФАПсем, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Аксарин, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем