К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ.
Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ.