Культура
![]() Чӑвашла ҫырсан укҫа илес шанчӑк пур Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракансем хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса ал ҫырӑва уйрӑм автор ӗҫне те, темиҫе ҫын пӗрле пуҫтарӑнса ҫырнине те йышӑнӗҫ. Материалсене ҫак номинацисемпе тӑратма юрать: шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлавшӑн 50 пинлӗх 1 грант уйӑрӗҫ, вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли хайлавшӑн 75,0 пин тенкӗ парӗҫ, аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнишӗн ҫӗнтерӳҫӗне 75,0 пин тенкӗ лекӗ. Конкурса хайлавсене ака уйӑхӗн 1–15-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетме шантараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-20-97 хушма номер 2537, e-mail: info37@cap.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |