Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +27.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Пӗр хушӑ Правительство ҫуртӗнчи сауна пирки нумай калаҫрӗҫ. Ку ыйту патне каллех таврӑннӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Судра Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ ҫын явап тытӗ. Суд юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулмаллаччӗ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ. Суд ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ.

Ертӳҫӗн унчченхи ҫумӗ «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗ» патшалӑх унитари предприятин ертӳҫин экс-ҫумне Правительство ҫуртӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли центр хута ярас тӗлӗшпе саккуна хирӗҫ хушу панӑ. Следстви ҫапла шухӑшлать.

Унччен ку ӗҫ тӗлӗшпе пӗр суд пулнӑ. Ун чухне «Республикӑри тӗплӗ юсав управленийӗн» ертӳҫин экс-ҫумне должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе айӑпланӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл подрядчике 7,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Мускав районӗн сучӗ ӑна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Анчах тӳре-шара часах амнистие лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45032
 

Сывлӑх

Шупашкарта усал шыҫҫа тупса палӑртакан биочипа тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.

Биочип усал шыҫҫа хӑвӑрт тупса палӑртма пулӑшать. Вӑл патент илнӗ. Халӗ ӑна Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗнче тата Чӑваш Енри онкодиспансерта тӗрӗслеҫҫӗ.

Биочип пулӑшнипе усал шыҫӑн кирек мӗнле тӗсне те темиҫе сехетре тупса палӑртма пулать. Унӑн ячейкинче антителӑсем тата красительсем пур. Вӗсем усал шыҫҫа тупма май параҫҫӗ. Биоматериала илнӗ хыҫҫӑн чипа термостата вырнаҫтараҫҫӗ, унта микрокоппа пӑхаҫҫӗ. Вӑл информацие компьютер ҫине кӑларать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/45033
 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шкул ачисене Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Сакӑр арҫын ача пуҫтарӑннӑ унта. Пурте вӗсем — шкулта вӗренекенскерсем. Пӗвӗпе пӗчӗк ҫеҫ пулсан та вӗсем паттӑрла ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Тӑвас тесе те туман ҫак утӑма ачасем. Инкеке лекнине асӑрханӑ та часрах пулӑшма ӑнтӑлнӑ. Кайран ҫеҫ хӑйсем мӗн тунине тӗшмӗртнӗ вӗсем.

Акӑ, Тӑвай районӗнчи Тӗмер шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Сергей Юзуков кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче хӑйӗнчен пӑр ҫул кӗҫӗнрех ачана шывра путасран ҫӑлнӑ. Хӑраса ӳкнӗ ача асли ҫӑлма ишсе пырсан ун ҫине сиксе ларнӑ, иккӗшӗ те путас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Анчах пӗр ҫул аслӑраххи ҫухалса кайман — кӗҫӗннине лӑплантарнӑ, алӑран тытма сӗннӗ. Ҫапла вӗсем ҫыран хӗрне ишсе тухнӑ.

Паян Михаил Игнатьев хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ ачасене сехет парнеленӗ.

Сӑмах май каласан, ачасене паян, ҫӗршывӑн гражданла оборона тытӑмне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнӗ кун, йыхравланӑ.

 

Республикӑра

Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ.

Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62.

Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/cheret-pur-ha
 

Республикӑра
Депутатсен куртки
Депутатсен куртки

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем хӑйсем кам пулнине ӗнентерекен, аякранах курӑнакан курткӑсемпе ҫӳрӗҫ. Кун пики эпир ҫирӗплетсех калаймӑпӑр та, анчах тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Рита Кириллова журналист чӑваш парламенчӗн депутачӗсене ятарлӑ курткӑсемпе тивӗҫтерме шут тытнине пӗлтерет. Ку хыпара Александр Белов журналист та хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.

Рита Кириллова ҫырнӑ тӑрӑх, курткӑн малти енче, сулахайра, Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ, сылтӑмра — Патшалӑх Канашӗ тесе вырӑсла ҫырса хунӑ. Сӑн ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурӑм ҫине те ҫырни пур.

«Кам шучӗпе тумлантараҫҫӗ-ши?» — пуҫ ватать «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова.

 

Ҫурт-йӗр

Хваттер туянас текенсенчен самайӑшӗ нумай хваттерлӗ ҫурта хӑпартма пуҫличченех пая кӗрет те кайран ҫурта туса пӗтерессе кӗтсе пурӑнать. Таса чунлӑ застройщикпа килӗшӳ тусан шӑнман пӑрпа лартса ямӗ-ха, анчах пурте апла мар-ҫке.

Пайҫӑ килӗшӗвӗпе паян пирӗн республикӑра 138 объект ҫӗклеҫҫӗ. Строительсем 10,7 пин ҫынпа пайҫӑ килӗшӗвӗ ҫырнӑ. Пайҫӑ килӗшӗвӗпе ҫӗклекен объектсем республикӑн тӗп хулинче — 103, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 17, Ҫӗрпӳре — 4, Канашра — 3.

Ҫурт-йӗре епле хӑпартнине тишкерес ыйтупа ӗнер республикӑн Строительство министерствинче канашлу ирттернӗ. Шупашкарти Афанасьев урамӗнче хӑпартакан «Синяя птица» (чӑв. Сенкер кайӑк) микрорайона халиччен «Ютон» общество ҫӗкленӗ, малашне урӑх организацие парасшӑн. 2013 ҫулхи кӗркуннех тума пуҫланӑ стройка вӑраххӑн пынине кура тӳре-шара ку ыйтупа унччен те канашлусем ирттернӗ. Шупашкарти Граждан урамӗнче 73 хваттерлӗ ҫурт хӑпартакан "Кратонстрой" общество та вӑр-варлӑхпа палӑрмасть.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӗнче тетелӗнче тепӗр чухне пӗрне-пӗри темле кӳрентерекен те пур. Хӑшӗсем пули-пулми сӑмаха хӑлхана та чикмеҫҫӗ, теприсем йывӑра илсе «вӑрӑм» чӗлхеллисене шырама пуҫлаҫҫӗ.

«Правды ПФО» интернет-хаҫатра пичетленекен статьясемпе хыпарсене те чылай чухне хӗрсе кайсах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫавӑн чухне пӗрне-пӗри темле каласа хӑртни те, кӳрентерни те пулать. Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнӑ. Ҫав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ.

 

Спорт

Нумаях пулмасть биатлон енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта юниорсем тупӑшнӑ. Чӑваш Ен чысне Светлана Соколова, Кристина Кротова, Александр Пашков хӳтӗленӗ.

Светлана Соколова 4,5 ҫухрӑмлӑ кросс-спринтра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пурнӑҫланӑ. Светлана 55 спортсмен хушшинче финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Вӑл Пермь крайӗнчи Валерия Васнецовӑна 28,4 ҫеккунт ҫеҫ выляса янӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин спортсменки йышӑннӑ.

Светлана Соколова команда йышӗнче эстафетӑра тупӑшса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Атӑлҫи федераци округӗн пӗрлештернӗ командине Светланӑсӑр пуҫне Мӑкшӑ Республикинчи Алена Юдина тата Анастасия Халиуллина кӗнӗ.

 

Политика

Малашне «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанине ЧР экономика аталанӑвӗн экс-министрӗ Гульмира Акимова ертсе пырӗ. Кун пирки Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Гульмира Акимова министерствӑра ӗҫленисӗр пуҫне Казахстанра, Арменире Раҫҫейӗн суту-илӳ представительствинче вӑй хунӑ. Юлашкинчен вӑл Пӗрлештернӗ авиастроительство корпорацийӗнче тӑрӑшнӑ.

Аса илтерер: унччен «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанине Ирина Клементьева ертсе пынӑ. Вӑлах Шупашкар мэрӗ пулнӑ. Халӗ Ирина Клементьева суд ыйшӑнӑвӗпе килтен тухаймасӑр ларать. Ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем тӗлӗшпе следстви пырать, ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарас тӗлӗшпе эпир, ку ҫулталӑка шута илсен, 12-мӗш ҫул тӑрмашатпӑр. Пирӗн сайта тӗслӗх пек курса ҫак вӑхӑт хушшинче чӑвашлисем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем евӗрех шӑтса тухмалла пек те, анчах паянхи лару-тӑру ку апла маррине кӑтартать.

Чӑвашла тухакан хаҫат-журнал пирӗн республикӑри кашни районтах тенӗ пекех пур. Вӗсем те пулин хӑйсен сайчӗсене чӑвашла тумалла пек. Анчах, шел те, ку апла мар. Республикӑри тӳре-шара хаҫат-журналсен сайчӗсене ҫӗнетес тӗллев лартнине асӑрханӑ хыҫҫӑн (пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсен сайчӗсене ҫӗнетнине курмасӑр, паллах, юлмарӑмӑр) эпир вӗсене тишкерсе пӑхас терӗмӗр. Шел те, вӗсене хатӗрленӗ чухне сайт саккаслакансем чӑваш чӗлхи пирки манса кайнӑнах туйӑнчӗ. Районти хаҫат-журналсен хуҫийӗ ытларах чухне Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулнӑран чӑваш чӗлхине мӗншӗн тимлӗх уйӑрманни пирки вӗсенчен ыйтса пӗлес терӗмӗр. Ыйтӑвне авӑн уйӑхӗчченех ярсаччӗ-ха та, хуравӗ вара паян ҫитрӗ.

Хамӑр пирки кӑштах сӑмах хушмалла пуль.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 2306, 2307, 2308, 2309, 2310, 2311, 2312, 2313, 2314, 2315, [2316], 2317, 2318, 2319, 2320, 2321, 2322, 2323, 2324, 2325, 2326, ... 3934
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 10

1928
97
Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ.
1961
64
Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1968
57
Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...