Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева «Правда ПФО» интернет-хаҫатри статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ тенӗччӗ эпир ҫав хыпар тӑрӑх. Асӑннӑ кӑларӑмра ӗҫлекен Александр Белов журналист Фейсбукра паян ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, кӑларӑмӑн генеральнӑй директорӗ Василий Гуськов суд йышӑнӑвӗ пулсан ҫеҫ IP-адрессене право хуралҫисене пӗлтерӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, сӑмах кӳрентернине экспертсем тата суд урлӑ ҫирӗплетсе памалла, кайран ҫеҫ кӳрентерекене шырамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫапла хыпар «Сӗтев» («Взятка») хаҫат блогӗ пӗлтернӗ. Редакцие ӗнер Страсбург хулинчен шанӑҫ кӳрекен хыпар ҫитнӗ имӗш. Темиҫе ҫул каялла Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суда «Сӗтев» хаҫатра 2011 ҫулта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе «Покажи мне свой язык, и я скажу кто ты» публикаци кун ҫути курнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн хаҫата экстремизм статьяпа айӑпларӗҫ. Айӑпӗ тӗрӗк тӗнчинче паллӑ Илле Иванов журналист ҫине лекрӗ, лешӗ статйине редакциленӗ ҫын кӑна пулнӑ пулин те. Паллах, айӑплавра политика тата административлӑ йӗр питӗ вӑйлӑ сисӗнетчӗ — сӗтев илекенсене тупса палӑртакансене хӗстерме тӑрӑшни курӑнчӗ. Айӑплав хыҫҫӑн редакци хӳтӗлев шыраса Страсбурга ҫыру янӑ, халӗ вара унтан хуравӗ ҫитнӗ. Европӑри этем прависене хӳтӗлекен суд «Сӗтев» хаҫат ҫӑхавне пӑхса тухма хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра Европӑра «Эдуард Мочалов тата Илле Иванов Раҫҫее хирӗҫ» суд процессӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Ӑслӑлӑх
Карччынкка ҫинче — Сувар Хулашӗ. Дмитрий Мадуров фотовӗ. Суваризм тесе ят панӑ идейӑлла юхӑм пур. Вӑл чӑвашӑн вӑтам ӗмӗрсенчи тата авалхи историне пӗртен-пӗр савирсемпе-сӑварсемпе ҫеҫ ҫыхӑнтарасшӑн. Халиччен ҫакнашкал идейӑллӑ ҫынсен пӗр нуша пекки пурччӗ: "сӑвар чӗлхи" текен ӑнлав ӑслав тӗнчинче пачах та ҫук. Ӗнтӗ халӗ хӑшпӗр ҫынсем ку самант хыҫала юлчӗ теме пултараҫҫӗ пуль. Мӗншӗн тесен истори ӑславӗсен докторӗ Антон Кириллович Салмин "Вестник Чувашского университета" журналта (2015, 4№) "БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ" статья пичетлесе кӑларчӗ. Унта вӑл "сӑвар чӗлхи" пирки те сӑмах тапратма хӑтланса пӑхнӑ. Вӑт пыр та калаҫ! Пултараҫҫӗ питӗрсем! Халиччен ӑслав тӗнчи вӑтам ӗмӗрсенчи "пӑлхар чӗлхи" пирки ҫеҫ пӗлетчӗ*. Халь вара, "пӑлхар чӗлхи" тенипе пӗрлех, "сӑвар чӗлхи" пирки те калаҫма май пур имӗш. Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчи (13-14-мӗш ӗмӗрсем) ҫыруллӑ чул юпасем сыхланса юлнӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Акӑ ӑҫта пурӑнса ҫитрӗмӗр. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен пӗртен-пӗр хаҫатне хупса ӑна вырӑсла кӑна кӑларса тӑрасшӑн. Кун пирки ӗнер халӑх тетелӗсенче хыпар сарӑлнӑ, паян «Хыпар» хаҫат та ҫырнӑ. Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫтӑвком ларӑвӗ нумаях пулмасть Чӗмпӗрте иртнӗ, тӗп ыйту «Канаш» хаҫат пуласлӑхӗ пирки пулнӑ. «Паян телефонпа Николай Ларионовпа (сӑмах «Канаш» хаҫат редакторӗ пирки пырать) та калаҫрӑм... Олег Мустаев облаҫри чӑваш автономийӗн пуҫлӑхне ларни нумай вӑхӑт та иртмерӗ... И.Я. Яковлев хисепленекен ҫутӗҫ обществине хуптарчӗ, унччен «Еткер» передачӑна пӗтерсе хучӗ... Халь хӑйӗн юлташӗсемпе (депутатсем тата влаҫ ҫумӗнче ҫаврӑнакан такамсем) «Канаш» хаҫата тапӑннӑ: облаҫри пӗртен-пӗр чӑваш хаҫатне вырӑсла кӑларма тытӑнасшӑн («хаҫатӑн тиражӗ пӗчӗккӗ»; пӗр депутатӑн ачисем «Канаш» хаҫата питӗ вуласшӑн тет, анчах чӑвашла пӗлмеҫҫӗ иккен...), хаҫат редакторне Николай Ларионова ӗҫӗнчен кӑларасшӑн... Пухӑннӑ чӑвашсем ҫавна сивлерӗҫ, облаҫра МИХ пуҫлӑхӗ патне ҫыру хатӗрлеме тытӑнчӗҫ», — ҫырнӑ хӑйӗн «Ҫыхӑнура» страницинче Николай Павловский. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ. «Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ. Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ. Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Чӑваш Енри паллӑ тӗпчевҫӗ, литератор, профессор, фолькорист тата поэт Виталий Родионов (Сувар Эрдиван) 70 ҫул тултарнӑ. Виталий Григорьевич чӑваш литературине тата ҫырулӑхне, чӑваш сӑввин хӑйне евӗрлӗхне тӗпченӗ. Фольклора та вӑл тӗпчет. Вӑл — 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, вӗрентӳ тата методика пособийӗсен авторӗ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Чувашский стих», «Чувашское и тюркское стихосложение», «Революцичченхи чӑваш литератури (XX ӗмӗрччен)», «Этнос. Культура. Слово», «Ермей Рожанский: жизнь и творчество», «Чувашская литература 1909-1917 годов» тата ыттисем. 1960 ҫултанпа вӑл сӑвӑсемпп поэмӑсем ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ ҫулта унӑн «Вӗҫев», «Тӗрлӗ тӗрӗллӗ тӗнчем» кӗнекисем кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ку эрне вӗҫӗнче, шӑматкун, Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупӗҫ. Мероприяти «Северная» тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗсен лапамӗсенче пулӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӑ. Унта пыракансене чылай савӑнӑҫлӑ пулӑм кӗтет. Викторинӑсем ирттерӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Пахча ҫимӗҫӗ тата улма-ҫырлана эрешлесе касас енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Аса илтерер: «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗпе туянма пултарнӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Вӑрмар, Вӑрнар районӗсенчи аграрисем хӑйсен продукцине сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() . Ултавҫӑсем ветерансене те шӑнман пӑр ҫине лартса яма именмеҫҫӗ. Нумаях пулмасть 98 ҫулти ветерана улталанӑ. Авӑнӑн 19-мӗшӗнче унӑн хваттерне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе газ службин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ӑна хваттере кӗртнӗ. Хайхискер 8800 тенкӗ тӑракан прибор лартасси пирки каланӑ. Хӗрарӑм ветеран пулнӑ май ӑна йӳнӗрехпе тума шантарнӑ. Ҫапла ветеран 5300 тенкӗ кӑларса тыттарнӑ. Газ тухсанах прибор ӗҫлесе каять, кун пирки тӳрех Горгаза пӗлтерӳ ҫитет имӗш. Арҫын ҫапла ӑнлантарнӑ. Специалистсем хӑйсемех килсе юсаса парӗҫ-мӗн. Анчах кунашкал прибор 600 тенке яхӑн ҫеҫ тӑрать. Ҫапла майпа ветерана улталаса хӑварнӑ, укҫине сӑптӑрнӑ. Вӑл 9 хут ытларах тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Арбитраж судне Чӑваш энергосбыт компанине панкрута кӑларма ыйтса заявлени ҫитнӗ. Тавӑҫра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн тӳлемен, парӑм 157,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Тавӑҫа хӑҫан пӑхса тухасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Сӑмах май, унччен суд унашкал тавӑҫа пӑхса тухнӑ. Ун чухне ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ тӗлӗшпе ҫырнӑ пулнӑ. Анчах ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен ун чухне парӑма татнӑ. Палӑртмалла: нумаях пулмасть ЧР Экономика аталанӑвӗн министерствинче канашлу иртнӗ. Унта парӑмсене пӗчӗклетес тӗллевпе каҫхи рейссене пӑрахӑҫлама сӗннӗ. Анчах влаҫрисем хальлӗхе графике улӑштарма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ. Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет. Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ. Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |