Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Михаил Федотов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.01.2019 14:44 | 2226 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Пурӑннӑ пулсан Федотов Михаил Романович чӗлхеҫӗ паян 100 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Ҫак куна асӑнса паян чӗлхеҫӗсемпе ытти хастарҫӑсем унӑн вилтӑпри ҫине ҫитсе пуҫ тайрӗҫ.

Федотов Михаил Романович 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2003 ҫулхи кӑрлачӑн 13 Шупашкарта вилнӗ. Паллӑ чӗлхеҫӗне Карачура патӗнчи Мухтав аллеинче пытарнӑ.

Михаил Федотова асӑнса сӑмах калакансен йышӗнче Валери Туркай сӑвӑҫ, Владимир Михайлович Терентьев тӑванӗ (ӑсчахӑн ӗҫне халӑха ҫитерессипе тӑрмашакан), мӑнукӗ тата чӑваш чӗлхипе литература тӗпчӗвҫисем пулчӗҫ: Виталий Станьял, Николай Егоров, Геннадий Дегтярев, Александр Кузнецов, Леонид Петров, Ирина Семёнова, Николай Плотников.

Пухӑннисем паллӑ тюркологӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, унӑн ӗҫӗсене малалла тӑсма шантарчӗҫ.

#Шӑмӑршӑ районӗ, #Карачура, #ЧПГӐИ, #юбилейсем, #чӑваш чӗлхи, #асӑнусем, #Пуянкасси

 

Сӑнсем (17)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Кукша // 3555.90.0234
2019.01.20 16:51
Юбилейӗсем чухне паллӑ ҫынсене халӑхпа асӑнни сӑваплӑ.
Малашне те пӑрӑнми ҫапла пултӑр.
Ирина Кузьмина // 1188.03.7250
2019.01.21 10:45
Шел те, Михаил Романовичăн тăванӗсем кăна, унăн ачисем пулман. Çавăнпа мăнукӗ тени кунта тӗрӗс мар пуль.
Agabazar // 3573.15.4768
2019.01.21 17:00
Agabazar
Пĕр тăваннин ачи пулсан, йăхсемĕ темелле.
Арлан // 4746.0.6777
2019.01.21 20:10
Палӑк умӗнчи юра тасатаканӗ М.Р.Федотов мӑнукӗ мар, ВладимирТерентьевӑн кӗҫӗн ывӑлӗ -ЙӐХСЕМӖ, эппин.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем