Персона
![]() Атнер Хусанкай Паян, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, чӑваш ҫӗрӗн тата тӗнчин сумлӑ ҫынӗ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарать. Атнер Петрович Шупашкарта 1948 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл нумай енлӗ пултарулӑхпа уйрӑлса тӑракан, тӗлӗнмелле интеллигентлӑ ҫын. Тепӗр тесен, урӑхла пулма та пултарайман пулӗ. Ашшӗ — Петӗр Хусанкай, чӑваш халӑх поэчӗ. Амӑшӗ — Вера Кузьмина, СССР халӑх артистки. Атнер Петрович Ленинград патшалӑх университечӗн хӗвӗлтухӑҫ чӗлхисен факультетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн Хӗвелтухӑҫ чӗлхисен институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. Филолог, литература критикӗ, хӗвелтухӑҫ чӗлхисен тӗпчевҫи, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, СССР Писательсен союзӗн членӗ. Социолингвистика, ономастика, куҫару ыйтӑвӗсен, чӗлхен поэзи тытӑмӗсен специалисчӗ. Египет Араб Республикинче ҫар куҫаруҫи пулнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе тюркологи кафедринче ассистентра, аслӑ преподавательте, доцентра, профессорта ӗҫленӗ. Каярах вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче тӑрӑшнӑ. ch | ||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Израильте палӑртасси пирки илтнӗччӗ. Тӗрӗс! Унта - Христос витӗмӗ.
Станислав Убасси.