Тӗнчере
![]() Иван Хорварт тӑлмач тата чӑвашла тухнӑ кӗнекен хуплашки Нумай пулмасть Михаил Петров удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ венгрла пичетленсе тухнӑ. Куҫараканӗ — чӗлхеҫӗ тата тӑлмач Иван Хорварт. «Известия Удмуртской Республики» (чӑв. Удмурт Республикин хыпарӗ) хаҫат нумай пулмасть куҫаруҫӑпа калаҫу ирттерсе ҫакӑн пирки статья кӑларнӑ. «Кивӗ Мултан» — удмурт ҫыравҫин чи паллӑ романӗ шутланать. Унӑн сюжечӗ 125 ҫул каялла пулса иртнӗ «Мултанское дело» ят панӑ хурлӑхлӑ пулӑм тавра пулса пырать. Романа Михаил Петров 20 ҫул яхӑн ҫырнӑ, вӑл хӑйӗн кун ҫутине 1954 ҫулта курнӑ. Тепӗр ҫул вара, шел те, ҫыравҫӑ куҫне хупнӑ. 1956 ҫулта роман Мускавра вырӑсла тухнӑ. Ку хайлавпа эпир чӑвашла та паллашма пултаратпӑр. 1999 ҫулта вӑл «Кивӗ Мултан» ятпа Шупашкарта 1000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Чӑвашла куҫараканӗ — Роза Петрова-Ахтимирова. Кӗнекене ҫавӑн пекех тутарла, эстонла тата хрантсусла куҫарнӑ. Каласа хӑварас пулать, венгрла тухнӑ куҫарӑвӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ пысӑках мар — пурӗ те 100 кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳри районсен хушшинчи судпа медицина экспертизин бюро уйрӑмӗн унчченхи ертӳҫи ӗҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗ тата ҫынсене улталанӑ, уйрӑмри санитаркӑсем ӑна саккунсӑр ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ тесе шанмаҫҫӗ. Уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи морг ертӳҫи пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех вилнӗ ҫынсен ӳтне пытарма хатӗрленӗшӗн укҫа илме юраманнине пӗлсе тӑрсах ахаль те пысӑк хуйхӑллӑскерсенчен сӗтев илнӗ. Укҫана вилнӗ ҫын тӑванӗсем юнашар вырнаҫнӑ ритуаллӑ таварсен лавккинче панӑ, унта уйрӑм сӗтел хушшинче дежурствӑри санитарка ларнӑ, укҫана шӑпах вӑл илнӗ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавсен хапсӑнчӑклӑхне пула 19 ҫын шар курнӑ. Вӗсем пурӗ пӗрле 83 пин тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне морг ертӳҫи Ҫӗрпӳ районӗн хӗрарӑмӗнчен амӑшне пытарма хатӗрленӗшӗн улталаса 4930 тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Шкулти апатланӑш. Лариса Фёдорова тунӑ сӑн Тутарстанра чӑваш ялӗсем сахал мар. Хӑш-пӗр районсенче вӗсен шучӗ ҫирӗмрен те иртет. Ҫав вӑхӑтрах тӗл-тӗл ҫеҫ тӗл пулаканнисем те пур. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шешме районӗнче пӗр ял кӑна — Чӑваш Шупашкарӗ. Шӑп та лӑп ҫав ял пирки хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ хыпарлать те. «Чувашская Чебоксарка – село потомков Ивана и Лукерьи» (чӑв. Чӑваш Шупашкарӗ — Йӑванпа Лукарье тӑхӑмӗсен ялӗ) ят панӑскерте ялти культура тытӑмӗпе паллашма пулать. Ялти вулавӑшра, сӑмахран, 656 кӗнеке чӑвашлисем тесе пӗлтерет хаҫат. Статья авторӗ, Лариса Фёдорова, ялти шкула та ҫитсе курнӑ, кунти апатланӑш мӗнпе сӑйланине пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех вулакан ял халӑхӗ епле пурӑннине вуласа пӗлме пултарӗ — кам ӑҫта ӗҫлеме ҫӳрет, укҫа-тенке мӗнле тӑвать тата ытти те. Сӑмах май, тутарла пӗлекенсем статьяпа тутарла та паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тольятти хулинчи Чӑваш наципе культурин автономийӗ тӑрӑшнипе иртнӗ шӑматкун, юпан 14-мӗшӗнче, черетлӗ хут «Чӳклеме» уяв иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем чӑваш чӗлхине, литературине, культурине тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. «Все мы — Россия» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кашни ҫул кунта ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш пухӑнать. Кӑҫал 300 ытла ҫын килсе ҫитнӗ — вырӑнтисем те, ытти хуларисем те пулнӑ. Уявра наципе культура автономийӗн ертӳҫине Александр Бикмурзина тата пултарулӑх ушкӑнӗсене хисеп хучӗсемпе чысланӑ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пирки ӳкернӗ фильмпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех уява пынисем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе паллашма пултарнӑ, чӑваш апатне тутанма пултарнӑ, вырӑнти чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллашайнӑ. Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр иртмен. Пултарулӑх ушкӑнӗсем Самартан та, Тольяттинчен те, Чӗмпӗр облаҫӗнчен те ҫитнӗ. Ачасем те хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Малютка» ҫуртра каллех уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Унта пӗчӗкскерсене телейлӗ ачалӑх парнелеме хатӗр ҫынсене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Уҫӑ алӑксен кунӗнче пулас ашшӗ-амӑшӗ ачасем мӗнле условисенче пурӑннипе паллашма, пепкене усрава илесси пирки специалистсемпе калаҫма пултарӗҫ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ачалӑха сыхлакан пайӗ кунашкал мероприятин витӗмӗ пуррине палӑртать. Уҫӑ алӑксен кунне ирттерни ҫынсене ача ҫурчӗ пирки ытларах пӗлме май парать. Кӑмӑл пур тӑк сире ҫак адреспа хапӑлласа кӗтеҫҫӗ: Шупашкар, Мир проспекчӗ, 36-мӗш «а» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗнче пуху иртнӗ. Унта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе, урамсене тирпейлессипе, правӑна пӑснипе кӗрешессипе, 0,6 га ҫӗре харпӑрлӑха парассипе, староста суйлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Юнкӑпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.В. Фомин ял тӑрӑхӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1 пушар тата 1 хутчен тухнӑ. Иккӗшӗнче те пушар сӑлтавӗ — мунча. Тавралӑха тирпейлесси калаҫнӑ май ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Витальевич килти ҫӳп-ҫапа уйӑрса пухма сӗннӗ: полиэтилен, кантӑк, пластик, тимӗр. Йӑлари хытӑ каяша чӳк уйӑхӗнче турттарӗҫ. Раштав уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗччен ӑна турттармӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ҫӳп-ҫапа килте пухса пырӗҫ. Пухура ял старостине те суйлас ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Староста пулма ҫынсем П.А. Суворова суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мӑн Сӗнтӗрти чиркӳ Паян Муркаш районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта чылай ыйту пӑхса тухнӑ, ҫав шутра — пурлӑхпа ҫыхӑннисене те. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусене Муркаш район администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ тесе хаклаҫҫӗ. Кун пирки унтисем район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ. Депутатсем муниципалитет пурлӑхне Мӑн Сӗнтӗр тата Оринин ял тӑрӑхӗсене парасси ҫинчен калакан йышӑну проектне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне Арҫынсен Шупашкарти Ҫветтуй Троицки православи мӑнастирне пурлӑх парас ыйтӑва та тишкернӗ. Вырӑс православи чиркӗвӗн Епархине икӗ чиркӳ ҫурчӗ тата вите пама йышӑннӑ. Мӑн Сӗнтер тата Оринин ял тӑрӑхӗсене шыв башнисене Муркаш район администрацийӗн харпӑрлӑхӗнчен куҫарса панӑ. Малашне вӗсемшӗн вырӑнтисем яваплӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ТурСтат тишкерӳ агентстви кӑҫал кӗркунне Раҫҫейре иртнӗ чи лайӑх фестивальсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Ӑнкарма йывӑр мар ӗнтӗ: чи пӗрремӗш йӗркене халӗ Сочире иртекен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивалӗ йышӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: танлаштарӑмӑн 8-мӗш йӗркине Шупашкарта иртекен М.Д.Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ лекнӗ. Вӑл кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 27-мӗш хут иртӗ. Куракансен умне П.Чайковскин «Евгений Онегин», Г.Доницеттин «Любовный напиток», Дж.Вердин «Риголетто» оперисене каларӗҫ, «Тенор XXI века» концерт тата гала-концерт иртӗ. Танлаштарӑмӑн иккӗмӗш йӗркине Мускав облаҫӗнче иртекен «Подмосковные вечера искусств» фестиваль йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Екатеринбургра йӗркеленекен «Евразия» фестиваль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 2008 ҫулта Ижевск «Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑркка» иртнӗ. Ҫак мероприятие ирттересси унтанпа йӑлана кӗнӗ, халь унта 14 ҫӗршыв хутшӑнать. Шупашкарта иртекен ярмӑрккана Раҫҫейри 70 предприяти хутшӑнӗ. Унта Каспи сельдне, пичкере тӑварланине, вӑлча, Якути пуллине илсе килӗҫ. Ярмӑрккана килекенсем аш-какай, вырӑс кӑмакинче пӗҫернӗ хур, аҫтӑрхан майӑрӗпе хатӗрленӗ кролик, пӑши какайӗнчен тунӑ кӑлпасси тата ытти ҫимӗҫе тутанма пултарӗҫ. Абхазири, Беларуҫри шурӑ сыра, Сербири ҫырлапа кӑмпана, техӗмлӗ чей, пыл, мӑйӑр таврашӗ те туянма май пулӗ. Ҫимеллисӗр пуҫне тумсем те пулӗҫ. Ярмӑркка «Мегастрой» гипермаркет умӗнче юпа уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Республикари ача-пӑча клиникинче ӗҫлекен икӗ тухтӑр тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Вӗсене ҫынна асӑрханмасӑр вилӗм кӳнӗшӗн айӑпланӑ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пульницӑна 4 ҫулти арҫын ачана илсе килнӗ. Унӑн хырӑмӗ ыратнӑ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ, стационара вырттарнӑ. Тепӗр кунхине ача перитонита пула вилнӗ. Следстви шухӑшӗпе, дежурнӑй тухтӑрсем ачана тӗплӗн тӗрӗслемен, рентген тата ултьтрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Ҫапла вӗсем тӗрӗс мар диагноз лартнӑ. Ачана вара часрах операци тумалла пулнӑ. Суд тухтӑрсенчен кашнин ирӗкне 1 ҫул та 10 уйӑхлӑха чикӗлеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Республикари ача-пӑча клиникин тӗп тухтӑрне дисциплинарлӑ явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |