Культура
![]() Чӑваш наци конгресӗн юбилейлӑ 10-мӗш съезчӗ умӗн Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев ЧНК президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулу ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртнӗ. Унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ съезда йӗркелесе ирттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, тӗллевсене палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла, Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 27–28-мӗшӗсенче Шупашкарта нумай мероприяти иртӗ. 28-мӗшӗнче вара съезд пулӗ, унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата чикӗ леш енчен 320 делегат килсе ҫитмелле. Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Раҫҫейри чӑваш наци-культура автономийӗсен паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ: ҫивӗч ыйтусем тата вӗсене татса памалли майсем» ятпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Унта тӳре-шара, чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, ЧНК президиумӗн пайташӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫав кунах уяв концерчӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӗмпӗр хула администрацийӗ пулӑшнипе, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура атономийӗ, чӑваш культура центрӗ тата «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейӗ чӑваш букварӗн уявне паллӑ турӗҫ. Шӑп та 145 ҫул каялла Хусанти К.А. Тилли типографийӗнче паллӑ педагог-ҫуттакӑларуҫӑ хатӗрленӗ чӑваш букварӗ кун ҫути курнӑ. Чӑваш ҫырулӑхӗн сӑпки Чӗмпӗр хули тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Шӑпах Чӗмпӗрте хатӗрленӗ те букваре. И.Я. Яковлевӑн ҫак ӗҫри пӗрремӗш пулӑшаканӗсем студент-филолог В.А. Белилин тата пӗрремӗш вӗренекенӗ, педагог, тӑлмач, этнограф А.В. Рекеев пулнӑ. Букварь 1872 ҫулта «Чӑваш ачисене ҫырӑва вӗрентмелли кӗнеке» ятпа пичетленсе тухнӑ. Мероприятие Чӗмпӗрти 6, 21, 40, 55-мӗш, Луговойӗнчи, Чӑнлӑ районӗнчи Аслӑ Нагаткин, Репьевка шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе культурине тӗрлӗ майсемпе вӗренекен ачасемпе вӗрентекенсем килсе ҫитнӗ. Чи малтан вӗсем Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн комплексӗпе паллашнӑ, «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра экскурси иртнӗ. Музейӑн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Светлана Борисова уйрӑмах иккӗмӗш хутри чӑваш алфавичӗпе тата чӑваш букварӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тимлӗх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш хутра ачасем И. |
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн залӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн «Алран кайми аки-сухи» концерчӗ иртнӗ. Ӑна сезона 94-мӗш хут уҫнине тата чӑвашсен профессиллӗ музыкине йӗркеленӗ Федор Павловпа Степана Максимов композиторсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӳнер уявне Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев пулнӑ. Концерт программи «Килмен те курман Шупашкарне» вокалпа хореографи сюитинчен пуҫланнӑ. Федор Павлова тата Степан Максимов илемлетнӗ халӑх юррисем, вырӑсла та чӑвашла юрӑсем те пулнӑ репертуарта. Вӗсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ О. Лукова, ансамбль солисчӗсем А. Максимова, И. Николаев, А. Игнатьев тата ыттисем юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Карягина тележурналист 4 сехет каялла Фейсбукра паян Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн тӳрӗ эфирӗнче иртекен «Ирхи тӗпеле» Морис Яклашкина йыхравланине хыпарланӑ. Морис Яклашкин — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин тӗп дирижерӗ. Ыйтусене 57-29-56 номерпе тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче йышӑнаҫҫӗ. Кӑларӑм «Россия 1» каналпа ирхи 9 сехетре пуҫланать. Аса илтерер, Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Александр Судаков ӑсчах-химик Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ярсубай Янгаров ятпа ҫыракан журналист «Idelreal.org» сайтра Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Александр Судаков химикпа паллаштарнӑ. Кӑсӑклӑ интервьюсем хатӗрлекен ҫак автор пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас ӑсчах Ташкентра чӑваш танкисчӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — вырӑс. Аслашшӗпе асламӑшӗ — Йӗпреҫ районӗнчи Смычка ялӗнчен. Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер Совет Союзӗ арканнӑ вӑхӑтра Америкӑна тухса кайнӑ. Халӗ Урбан-Шампэйнра Иллинойс университечӗн филиалӗнче хими факультетӗнче вӗрентет. Аслӑ пӗлӳллӗ специалиста Мускав прописки ҫукки вӑхӑтлӑх ставкӑпа ӗҫлеме хистенӗ, ҫав вӑхӑтрах квант химийӗпе статистика физикин лабораторийӗнче кӑмӑлтан тӑрӑшнӑ. Ашшӗн тӑван ялне ача чухне килнине химик ӑшшӑн аса илнӗ. Чӑваш Ен тата чӑваш халӑх генофончӗ хӑйӗн ӑс-тӑнӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Апла пулин те хӑйӗн пирки: «Эп халь тин чӑваш мар пуль», — тесе шухӑшлать. Кун пек калама ӑна ҫичӗ ютра пурӑнса тӑван халӑхпа хутшӑну ҫукки, инҫет ҫӗр тӑван вырӑна ҫаврӑнни те хистени сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Ирӗклӗх» общество организацийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах: республикӑра граждансен прависене хӗсӗрлеҫҫӗ. Ку влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса паракан сайтсене пырса тивет. Общество организацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен официаллӑ сайчӗсене, ӗҫ тӑвакан, саккун кӑларакан тата суд влаҫӗсен органӗсен сайчӗсене вырӑсла ҫеҫ хатӗрленӗ. Тӗп страница чӑвашлах-ха, анчах ӑна та пулин сайра-хутра ҫӗнетеҫҫӗ. «Ирӗклӗх» организаци ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтнӑ. Ҫакна шута илмесен организаци йӗрке хуралӗн тата суд органӗсенчен пулӑшу ыйтасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн сахал тӳлетпӗр. Ҫапла шухӑшлать ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ Павел Порфирьев. Унӑн шухӑшӗпе, ку тӑкак тарифне 20 тенкӗ таран ӳстермелле. Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 38-мӗш шкулта Павел Порфирьев халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ. ЖКХ тарифӗ ҫинче вара тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ. Павел Порфирьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку тариф Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗри. Пӗр тӑваткалшӑн 8-10 тенкӗ тӳлени ҫурта кирлӗ пек тытса тӑма май памасть иккен, ҫавӑнпа хака ӳстермелле. «Эксперт комиссийӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсене йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пӗр тӑваткал метршӑн 18-20 тенкӗ тӳлемелле», — тенӗ Павел Порфирьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тин кӑна Шупашкарта «Афанасьев урамӗ» чарӑнӑва куҫарчӗҫ. Халӗ тепӗр чарӑнӑва кунашкал шӑпа кӗтет. Эгер бульварӗпе Ленин Комсомолӗн урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пӑкӑ яланах пухӑнать. Ҫавна май «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ енчи чарӑнӑва 50 метр куҫарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Хевешски урамӗ» чарӑну ҫывӑхнерех пулӗ. Унччен чарӑну ҫул хӗресленекен вырӑна ҫитиччен пулнӑ. Ку пассажирсемшӗн те, водительсемшӗн те меллӗ марччӗ. Ҫавна май унта яланах пӑкӑ пулнӑ. Ҫав вырӑнта ҫуран ҫӳрекенсем ҫула юраман ҫӗрте каҫнине те палӑртмалла. Чылайӑшӗ светофор патнелле утасшӑн мар. Ку та чарӑнӑва кӑштах куҫарма хӗтӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта арӑмӗпе упӑшки ҫухални пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: иртнӗ эрнере, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, вӗсем ачине ача пахчине илсе кайнӑ та хӑйсем ҫухалнӑ. Полици вӗсене шырама тытӑннӑ. Тӑванӗсенчен, пӗлӗшӗсенчен ыйтса пӗлнӗ. Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ведомство сайтӗнче вӗсен сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. 31 ҫулти арҫынпа 36-ри хӗрарӑма тепӗр кунхине тупнӑ. Вӗсем ачине ача пахчине леҫсен урамра такампа паллашнӑ та ун хыҫҫӑн утнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа вӗсен телефонӗ сӳннӗ. Полицейскисем ҫав ҫынна тупса унӑн хваттерне кайнӑ. Ҫавӑнтах арӑмӗпе упӑшки пулнӑ. Хайхискерсем хӑйсене шырани пирки шухӑшламан та. Хӗрарӑмӑн пичӗ-куҫӗ кӑн-кӑвак пулнӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Арӑмӗпе упӑшки ҫав палламан ҫын патӗнче мӗн тунӑ? Хӗрарӑмӑн мӗншӗн пичӗ кӑвак? Ҫакна полицейскисем уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ. «Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ. Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |