Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ҫамрӑк вӑрӑ усал ӗҫ тӑвиччен чиркӗве хӗрес хурсах кӗнӗ. Унтан вӑл мӑнастире парне паракансем валли ҫакса хунӑ ешчӗкрен 15 пине яхӑн тенкӗ йӑкӑртнӑ.
28 ҫулти арҫын усал ӗҫпе унччен те ҫакланкаланӑ иккен. Тӗрмерен черетлӗ хутчен пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче тухнӑ. Ирӗкре савӑнса пурӑнас вырӑнне каллех йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ.
Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастирне арҫын икӗ хутчен кайнӑ. Пӗрремӗшӗнче вӑл мӗн пур укҫана вӑрламан. Тепӗр икӗ кунтан тепре ҫул тытнӑ. Турӑ ырламан ӗҫ тӑваканскер кашнинчех тӗрлӗ хӗрарӑмпа пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрра видеокамера пулӑшнипе тытса чарнӑ. Укҫана ҫынсем хӑйсен кӑмӑлӗпе хураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл никамӑн та мар тесе пупленӗ хайхискер. «Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть», — теҫҫӗ йӗрке хуралҫисем.