Пӑтӑрмахсем
![]() Сӑн ӳкерчӗкрен шикленсе банк карточки ҫинчи укҫасӑр тӑрса юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пек пӑтӑрмахсем тата сиксе тухнине кура сисчӗвлӗх пирки тепӗр хут аса илтерни ытлашши пулас ҫук. Маларах, аса илтерер, Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакан 39 ҫулти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-ри тата Шупашкарти 26-ри хӗрарӑмсем шар курнӑччӗ. Хальхинче 22 ҫулти Шупашкар хӗрӗ улталаннӑ, укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вирус программа банк карттипе ҫыхӑннӑ телефон номерӗ ҫине смс-ҫыру ӑсатать. Унта кӑсӑклантармалли материал (калӑпӑр, сӑн ӳкерчӗк) пурри пирки ӗнентереҫҫӗ. Вӗсене пӑхас е хӑвӑн патна уҫласа илес тесен пӗр-пӗр каҫӑпа иртме сӗнеҫҫӗ. Ҫак утӑма тӑвакансем туххӑмрах укҫасӑр тӑрса юлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |