Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Раҫҫейре Экономика диктантне пирвайхи хут ҫыртарасси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Акци Чӑваш Ен те хутшӑннӑ.

Шупашкарта 2-мӗш гимназире, 47-мӗш шкулта, 48-мӗш шкулта тата 64-мӗш шкулта диктант ҫыртарнӑ. Унта 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Диктант тест евӗр иртнӗ. Унта чи нумаййи 100 балл пухма май пулнӑ. 80 балран ытларах пухакансене Пӗтӗм Раҫҫейри «Экономика ӑслӑлӑхӗн фестивалӗ» проект финалне чӗнӗҫ. Ыттисене Пӗтӗм Раҫҫейри Экономика диктантне хутшӑннине ӗнентерекен сертификат парӗҫ.

Чӑваш Енре диктанта 600 ытла шкул ачи хутшӑннӑ. Заданисене экономика енӗпе вӑтам тата аслӑ вӗренӳ программисене тӗпе хурса хатӗрленӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Магницкий урамӗнчи 10-мӗш ҫурта ҫынсене авариллӗ ҫуртран куҫарас тӗллевпе хута янӑ. Паян, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫӗнӗ хваттерсен уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ ҫурта тӑлӑхсем те куҫӗҫ. Паянхи савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР строительство министерстви Владимир Михайлов, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.

Ҫӗнӗ ҫуртра 176 хваттер. Вӗсенчен 35-шне тӑлӑхсене парӗҫ. Ҫурта «Булат» компани хӑпартнӑ. Унпа тунӑ килӗшӳре ӗҫ хакне 192 миллион тенкӗ палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата республикӑри ытти тӳре-шара «Знание» (чӑв. Пӗлӳ) организацин Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫипе, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультечӗн деканӗпе Олег Широковпа тӗл пулнӑ.

Михаил Игнатьев организаци ачасемпе ҫитӗнекен ӑрушӑн питӗ хӑватлӑ пулнине асӑннӑ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе куҫа-куҫӑн курса калаҫнине нимӗн те ҫитмест, вӑл яланах пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи организацин регионти филиалӗн пуҫаруллӑ проекчӗсем пурнӑҫа кӗрсе пырассине шанса каланӑ, вӗренӳ шайне ҫӳлтен ҫӳле ҫӗклеме витӗм кӳрессине палӑртнӑ. Республика пуҫлӑхӗ филиал ертӳлӗхне тӗрлӗ конкурссен ӗҫне хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

 

Культура

Паян, юра уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел салинчи Тӗп клуб тытӑмӗн культурӑпа кану центрӗнче «КиноБатыр» кинозал уҫӑлнӑ.

Кинозала Кино фончӗ укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Ун валли Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшас енӗпе ӗҫлекен ҫав фонд укҫана хальхи вӑхӑтри кино- тата сасӑ оборудованийӗ, сарлака экран туянма тупра панӑ.

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Вӑрнарта кинозал уҫнине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене те федералсем укҫа уйӑрса панӑччӗ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ», — хыпарланӑччӗ маларах сайтра.

Аса илтерер, Чӑваш Енре 2016 ҫулта ҫӗнӗ йышши чаплӑ 5 зал уҫӑлнӑччӗ, кӑҫал вара – 7.

 

Политика
Алексей Никитин депутат
Алексей Никитин депутат

Депутатсен те пӗрне пӗри кӳренме тупӑнать. Пӑтӑрмахӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне суйламалли пухура Алексей Никитин депутат трибуна умне тухсан: «Добрый день, братья-холопы!» (чӑв. Ырӑ кун пултӑр, тӑвансем-чурасем!), — тенӗ. «Холоп» сӑмахӑн пӗр варианчӗ «крепостла хресчен», ытарли вара «чура» тенине пӗлтерет.

Депутатсем ӗнер этика комиссийӗн ларӑвне васкаса пухнӑ. Унта вӗсем журналистсене кӗртес темен. Ҫапах та унта хӗрӳ калаҫу пулса иртнине Александр Белов журналист пӗлме пултарнӑ.

Тӳрех хыпарлар: депутата темех туман, унпа профилактика калаҫӑвӗ ирттернипех ҫырлахнӑ.

Депутсенчен пӗрин пирки тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарсан та, тепри тупӑшне пытарсан этика комиссийӗ тишкерменнине шута илсен Никитин депутат, чӑн та, тем начарриех тунӑ тени тӗрӗс мар пулӗччӗ.

 

Хулара

Паян, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс иртнӗ. Ҫав кунах ӑна пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.

Хальхинче конкурс хулари таврапӗлӳпе истори музейӗн хӑтлӑ залӗнче иртнӗ. Унта пухӑннисен умне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗсем Наталия Добрянская тата Андрей Семенов тухса калаҫнӑ.

Пултаруллӑ ҫемьесене тӗрлӗ номинацире чысланӑ. Ҫапах хула конкурсӗнче Мясниковсене ҫитекенни пулман. Палӑртса хӑвармалла, Александр Владимировичпа Ольга Анатольевна икӗ ывӑл ӳстереҫҫӗ, Станислав — 15 ҫулта, Семен — 7-ре. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин чысне вӗсем Амӑшӗн кунӗ умӗн Шупашкарта иртекен республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗҫ. Пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем — Кузнецовсен ҫемйи — Мясниковсене унта ҫӗнтерме ӑнӑҫу суннӑ.

 

Кӳршӗре

Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пушкӑрт Республикинче ящур чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енре ветеринарипе санитари тӗрӗслевпе вӑйлатнӑ.

Халӗ хӗле хатӗрленӗ апата, кӳрсе килекен тата каякан выльӑха, какайран тунӑ симӗҫсене тӗрӗслеҫҫӗ. Выльӑх пусмалли вырӑнсенче ветеринарипе санитари йӗркине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине те сӑнаса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Ене выльӑх-чӗрлӗхрен, ҫав шутра – кайӑк-кӗшӗкрен те, хатӗрленӗ продукцие ЧР Ветеринари патшалӑх службипе килӗшӳ туса ҫеҫ кӳрсе килӗҫ.

Сӑмах май, юлашки 7 ҫулта Раҫҫейре ящур чирӗ 41 хутчен пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Енре унашкалли 1968 ҫулта пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Вилнӗ ывлӗшӗн амӑшӗ чӑтма ҫук хурланать
Вилнӗ ывлӗшӗн амӑшӗ чӑтма ҫук хурланать

Ӗнер Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнине эпир ҫӗр каҫах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, чуна ҫӳҫентерекен тӗслӗх кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 35-ри Саша тата унӑн шӑллӗпе арӑмӗ тата ытти ҫывӑх ҫыннисем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба кайнӑ. Пӗр сехет унта пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем киле кайма пуҫтарӑннӑ. Вешалка номерне ҫухатнӑскерсен хуралҫӑсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Телекӑларӑма хутшӑннисем каланӑ тӑрӑх, тӗреклӗ хуралҫӑсем канма пынӑ арҫынсене урайне пусса лартнӑ. Чарма хӑтланнӑ Сашӑна та ҫавӑн пек тунӑ.

Ҫӗршыври паллӑ телеертӳҫӗ Алексей Гордон тата Юлия Барановская ертсе пыракан кӑларӑма хутшӑннисем хуралҫӑсем унччен те пуҫтахланнине: пӗринне алӑ хуҫнине, теприне хӗнесе хула айккине кайса янине тата ытти те — каласа кӑтартрӗҫ. Йӗрке хуралҫисем вара хупралҫӑсенех майлӑ пулнӑ имӗш. Клубра пилӗк ҫул ытла ӗҫленӗ Виктория Стражко вӗсене пӗр пек ӑнлантарма хушнине каласа кӑтартрӗ: ҫамрӑк ҫын заведенин правилине пӑснӑ, аллипе сулкалашнӑ, усал сӑмахпа перкелешнӗ.

Телекӑларӑмра илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсемпе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗнерех тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Паятан Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа ҫаврӑнӑша тухӗ. Тӗп банк пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина тата Патшалӑх знакӗн генеральнӑй директорӗ Аркадий Трачук хӑтлав ирттернӗ, ҫӗнӗ укҫасемпе паллаштарнӑ. Ку таранччен вӗсен дизайнӗ вӑрттӑнлӑхра пулнӑ.

Ку укҫасене хатӗрленӗ чухне ҫӗнӗ шухӑшсемпе усӑ курнӑ. Ҫапла майпа вӗсем часах кивелмӗҫ. Куҫ курманнисемшӗн те меллӗ вӗсем. Укҫасене ятарласа ҫутӑ дизайнпа илемлетнӗ.

200 тенкӗлли ҫине Севастопольти путнӑ корабльсен палӑкне ӳкернӗ, тепӗр енче – Херсонес Таврически. 2000 тенкӗллин пичӗ ҫинче Владивостокри Вырӑс утравне илсе ҫитерекен кӗпере сӑнланӑ, тепӗр енче Хӗвелтухӑҫ космодромӗ. Ҫак паллӑсем сасӑлавра ҫӗнтернӗ.

Раштав уйӑхӗнче ку укҫасем нумайланӗҫ. Чи малтан вӗсем Мускава, Крыма, Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫитӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарта троллейбуса такам пӑшалтан пени пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ҫак ӗҫе кам тума пултарнине шыратчӗҫ. Ҫав ҫынна шыраса тупнӑ.

Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 7 сехет те 45 минутра «Вырӑс драма театрӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫывӑхӗнче пӗр машинӑран такам 19-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса пенӗ. Транспортӑн чӳречи ҫӗмӗрӗлнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсене урӑх троллейбуса куҫарнӑ. Транспорта вара депона илсе кайнӑ.

Ҫав вӑхӑтра иртсе кайнӑ пур машинӑна та палӑртнӑ, тӗрӗсленӗ. Шурӑ тӗслӗ «Шевроле-Круз» йӗрке хуралҫисене иккӗлентернӗ. Халӗ ҫамрӑксен пӗр ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, пур. Следстви шухӑшӗпе, шӑпах вӑл троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пенӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2299, 2300, 2301, 2302, 2303, 2304, 2305, 2306, 2307, 2308, [2309], 2310, 2311, 2312, 2313, 2314, 2315, 2316, 2317, 2318, 2319, ... 3935
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 10

1928
97
Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ.
1961
64
Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1968
57
Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...