Культура
![]() Шупашкарти икӗ шкул вӗренекенӗсем Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн солисчӗсен йышне кӗнӗ. 500 ачаран 19-шӗ ҫеҫ сумлӑ ята тивӗҫнӗ. «Артек пысӑкӑш шкул» 10-мӗш пултарулӑх сменине Раҫҫейри 65 регионти ачасенчен тӑракан Раҫҫей ача-пӑча хорӗ хутшӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен ачасем концерт программине хатӗрленисӗр пуҫне хорти чи лайӑх солист ятне илессишӗн тупӑшнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх 19 солист йышне Шупашкарти 47-мӗш шкулта ӑс пухакан Юлия Чапрасова тата 49-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Евгений Сбитнев кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗнӗ «Артек-Арена» комплексра сцена ҫине тухнӑ. Чи лайӑх солистсен Кремльти патшалӑх керменӗн сцени ҫине тухмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрманта ҫамрӑксем ҫухалса кайнӑ. Икӗ йӗкӗте ҫӗрӗпех шырани пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ ҫамрӑк авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. Вӗсенчен пӗри техникумра вӗренет, тепри – шкулта. Хайхискерсем вӑрмана пӗр шикленмесӗрех ҫул тытнӑ. Ара, унччен вӗсем унта пӗрре кӑна пулман вӗт. Анчах каччӑсем урӑх сукмакпа кайма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем киле каймалли ҫула тупайман. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне, полицие шӑнкӑравланӑ. Ҫав вӑхӑталла тӗттӗмленме пуҫланӑ. Ҫамрӑксен вӑрмантах ҫӗр каҫма юлма тивнӗ. Полицейскисем вӗсене мӗн тумаллине вӗрентнӗ. Каччӑсем кӑвайт чӗртнӗ, ӑна ҫӗрӗпех сӳнтермен. Ирхине вӗсене каллех шырама пуҫланӑ. Каччӑсем ҫав вӑхӑталла вырӑнти лесникӑн палли патне тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри вӑрмансенче йывӑҫсен вӑррисене пуҫтарас ӗҫ хӗрсех пырать. Пухсан вӗсене Вӑрмана хӳтӗлекен центра кӳрсе килеҫҫӗ. Малтан вӑрра уйӑраҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫак ӗҫе алӑпа тӑваҫҫӗ. Унтан унӑн шӑтаслӑхне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавна май унӑн класне палӑртаҫҫӗ. Экспертиза витӗр тухнӑ хыҫҫӑн вӑрра Йӗпреҫре вырнаҫнӑ фонда ӑсатаҫҫӗ Пӗр пайне саппас валли хатӗрлеҫҫӗ. Тепӗр пайне ҫуркунне питомниксенче акаҫҫӗ. Ытларах чухне хыр, чӑрӑш, ҫӑка тата хурӑн вӑррисене пухаҫҫӗ. Сӑтӑрҫӑҫем тупӑнсан вӑрмансене ятарлӑ хутӑшпа сапаҫҫӗ. Юманлӑхсем йӗркене кӗнӗ. Лӑсӑллӑ йывӑҫсен вӑрманӗсенче вара лару-тӑру япӑхрах. Комсомольски районӗнчи вӑрман участокӗнче 100 яхӑн гектара ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акци йӗркелӳҫисем. Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ. Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Владимир Горбунов вӗрентекен ачапа Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпах Патӑрьелӗнчи ӳнер шкулӗн Сӑкӑтри уйрӑмӗнче пултаруллӑ ачасене аталанма майсем туса парас, вӗсен ӑсталӑхне уҫса палӑртас тӗллевпе ҫамрӑк художниксен урокӗсем иртеҫҫӗ. Уроксене Владимир Горбунов ертсе пырать. Кун пирки Сӑкӑт ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ӳнер шкулӗн филиалӗ Сӑкӑт шкулӗнче чылай ҫул ӗҫлет. Ҫак пултарулӑх ҫулӗпех малалла кайнисем те пур иккен. Паян та кунта алла сӑрӑ-кӑранташ тытнисем — ҫирӗм тӑваттӑн. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова тӗрлӗ конкурса, фестивале хутшӑнса час-часах малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗ пулса те таврӑнаҫҫӗ. Патӑрьел районӗ 90 ҫул тултарнине халалланӑ «Асамат кӗперӗ» ачасен уявӗнче Ксения Егорова, Анастасия Кузнецова, Екатерина Тестова, Лия Чернова арт-площадкӑра пулса хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарнӑ, Тав хучӗ илме тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев килес ҫул Республика кунне уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн тӗп уявне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче палӑртӗҫ. Чӑваш Республикин ҫуралнӑ кунне кӑҫал Улатӑр районӗнче палӑртнӑччӗ. Унта йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса кӑларакансем те пуҫтарӑннӑччӗ. Уява ирттерекен муниципалитетсене хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Вӑл тупрана районсенчи ялсене илем те хӑтлӑх кӳме тӑкаклӗҫ. Сӑмах май каласан, Шупашкар районӗ те Акатуя юлашки ҫулсенче тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче йӗркелет. Ку йӑлана Георгий Егоров пуҫлӑха ларсан пуҫарса янӑччӗ. Уяв ирттерме унта та район хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал Янӑш ял тӑрӑхне 10 миллион тенкӗ панӑччӗ. Вӑл укҫа унти ялсене хӑтлӑлатма кайнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ литературӑри тата ӳнерти ӗҫсемшӗн патшалӑх премийӗ парассипе тимлекен комисси кӑҫалхи ҫулшӑн ӗҫсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлать. Комисси конкурса художество енчен пысӑк пахалӑхлӑ поэзи, проза, драма ӗҫӗсене, литературӑпа искусствоведенири пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсене, искусствӑпа архитектурӑри, халӑхӑн художество тата прикладной пултарулӑхри хайлавсене йышӑнассине пӗлтерет. Конкурс материалӗсем 5 ҫултан кая мар хатӗрленисем пулмалла. Конкурсчен ҫур ҫултан хальтерех ҫырнисене те йышӑнмӗҫ. Ӗҫсене ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (8352) 64-20-68. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Авалхи вырӑс материалӗсене вуланӑ чухне час-часах «даруга» сӑмах курма пулать. Каярахпа ҫакӑ «дорога» сӑмаха куҫни паллӑ. Даруга — хӑйне евӗрлӗ область, халӑх пурӑнакан ен тенине пӗлтерет. Калӑпӑр, Е. Пугачев вӑхӑтӗнче Пушкӑрт ҫӗршывӗ тӑватӑ «даругӑна» пайланни паллӑ. Чӑваш ҫӗршывне те 16–17 ӗмӗрсенче «даругӑсем» ҫине пайланӑ. Чӑваш чӗлхинче ҫак сӑмах тӑрӑх тесе илтӗннӗ пулас. Ҫак тӑрӑха пӑхса тӑраканни — тӑрӑн. Тӑрӑн вӑл патша е хан янӑ тӑрӑх хуҫи, наместник, эткертен пыракан хӗсмет вырӑнӗ мар. Пӗр тӑрӑн вилсен, ун вырӑнне патша е хан урӑх тӑрӑн, пачах малтанхипе ҫыхӑнман тӑрӑн яма пултарнӑ. Хӑшпӗр тӳрк халӑхӗсен, калӑпӑр, пӑлхар-чӑвашсен тӑрӑхӗсем эткерлӗ те пулнӑ пулас, урӑхла каласан, тӑрӑха пӑхса тӑраканӗ ҫав ҫӗре ывӑлне пама пултарнӑ. Вӗсене тӑрхан, каярахпа — турхан тенӗ пуль. Турхан вӑл пирӗн чӑвашсен, монголсенни пек, тимӗр-тӑмӑр ӗҫне тытса пынӑ ҫын е хырҫа-марҫӑран хӑтарнӑ ҫын ҫеҫ пулман пулас. |
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн «Советская Чувашия» хаҫат ветерансемпе тӗлпулу ирттернӗ. Калем ӑстисем хаҫатра ӗҫленӗ ҫулсене, ӗҫтешӗсене аса илнӗ, унчченхи сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ. Сӑмах май, кӑҫал хаҫат 100 тултарчӗ. Ӑна вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнса сумлӑн уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Хаҫатӑн паянхи ӗҫне ӗнер редакцире тӑрӑшнисемпе тишкернӗ чухне: «Хаҫата халӗ мӗн ҫитмест?» — тесе те кӑсӑкланнӑ. «Вырӑс чӗлхине юратӑр. Халӗ «озвучить» сӑмаха «пӗлтернӗ, каласа кӑтартнӑ» пӗлтерӗшпе усӑ курма юратаҫҫӗ. Эпӗ ку сӑмахӑн 20 синонимне тупрӑм. Сӑмахсем вырӑнлӑ пулмалла», — кӗскен сӗннӗ Николай Пейков ветеран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Республикинче федерацин «Ты – предприниматель» (чӑв. Эсӗ — усламҫӑ) программине пурнӑҫласа Шкулти усламҫӑ марафонӗ малалла пырать тесе пӗлтерет ЧР Вӗренӳ министерстви. Аслӑ класра вӗренекенсем валли уҫӑ уроксем, професси ҫулне кӑтартмалли тестсем йӗркелеҫҫӗ. Усламҫӑ ӗҫне пуҫармаллипе ирттерекен вӗренӳ курсӗсене усламҫӑсем, психологсем тата бизнес-тренерсем, Чӑваш Республикинчи усламҫӑсене хӳтӗлекен аппарат специалисчӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Усламҫӑ пулма вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ачасене «Эсӗ — усламҫӑ» программӑна хутшӑннине ӗнентерекен сертификатсем парӗҫ. Уҫӑ уроксене 14–17 ҫулсенчи 800 ытла шкул ачи хутшӑннӑ, вӗсенчен 100-шне усламҫӑ пулма вӗрентме суйласа илнӗ. Юпа уйӑхӗнче ачасемпе ӗҫлӗ вӑйӑ ирттерӗҫ тата усламҫӑ проекчӗсен конкурсӗ йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |