Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче ӗҫлекенсене тата мӗн пур ачана ппр тӑхтаса тӑмасӑр эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ. «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчинче ют япалана иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Ҫавна май шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнчен мӗн пур ӗҫчене тата унта ҫӳрекен 215 ачана урама илсе тухнӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем иккӗленӳ вӑратнӑ япалана тӗрӗсленӗ те пурне те лӑплантарнӑ. Хайхи ҫав япала ача-пӑча вылямалли раци пулнӑ иккен. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ эрнере хула ҫыннисен хӑрушлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ултӑ пӑтӑрмаха шута илнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |