Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ. Ача сывӑ е чӗрӗ ҫуралнӑ? Хальлӗхе паллӑ мар. Унӑн амӑшне йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ. Следовательсем ача ҫуралнӑ свидетельствӑна тата вӑл мӗнле вилнине палӑртаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управлений ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд-медицина тӗпчевӗ ирттерӗҫ. Вӑл ача вӑхӑтра е маларах, сывӑ е чӗрӗ ҫуралнине палӑртма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |