Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫынна эрех ӗҫме юратнӑшӑн автомобиль прависӗр хӑварнӑ. Сыпма юратакан этемӗн водитель прави пуррине асӑннӑ районти прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче надзор органӗ ҫав арҫын районти пульницӑра «синдром зависимости от алкоголя средней стадии» (чӑв. эрех-сара витӗмне вӑтам шайра парӑннӑ) диагнозпа шутра тӑнӑ. Апла пулин те нарколог патне сипленме кайса ҫӳремен. Чӑваш Енӗн прокуратурин арҫын тӗлешпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Эрех енне туртӑнакан ҫын ӳсӗрле руль умне те ларма пултарать-ҫке. Ун пек чухне инкек пуласси те часах. Вырӑнти суд прокуратура тавӑҫӗпе килӗшнӗ, арҫына правасӑр хӑвармалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |