Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи темиҫе хваттер нумаях пулмасть газсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫакӑн пирки паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Газсӑр хӑварма Матэ Залка урамӗнчи 27-мӗш ҫуртри хваттерсене кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн текен совет саманинчи сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кунта питех те вырӑнли сисӗнет.
Хваттерсем газсӑр ларнине планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчерпа дежурство службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Петров пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пирки «Ҫыхунура» портал журналисчӗсем «Газпром газораспределение Шупашкар» предприятипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртра газ шӑрши сарӑлнӑ. Газовиксен стояка чарма тивнӗ. Ҫавна май пилӗк хваттер газсӑр юлнӑ. Кил хуҫисем паян та сас памаҫҫӗ иккен. Ҫынсем ҫавна май газсӑр лараҫҫӗ.