Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ. Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марат Никитин. Ҫӗнӗ Шупашкарта нумаях пулмасть «Лаборатори» ятпа кино тата театр студийӗ уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри тата тӗнче шайӗнчи фестивальсен лауреачӗ, кино тата театр режиссерӗ Марат Никитин актер, режиссер ӑсталӑхӗн курсӗсене тӳлевсӗрех вӗрентӗ. Каласа хӑвармалла, Марат Никитинӑн фильмӗсене хамӑр патра иртекен кинофестивальсенче те куракансем хапӑлласа йышӑнаҫҫӗ. Хайхи вӗренӗве 14 ҫултан аслӑрах ачасемпе ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта вӗсене пултаруллӑ режиссер актер ӑсталӑхне вӗрентӗ, сцена ҫинче хӑйсене тытма, кино сценарийӗ ҫырма, фильм ӳкерме хӑнӑхтарӗ. «Ку кӑна та мар, пирӗн студире киноклуб та ӗҫлӗ. Унта эпир пӗрле пухӑнса илемлӗ тата документлӑ фильмсем пӑхӑпӑр, вӗсене пӗрле сӳтсе явӑпӑр», — каласа кӑтартнӑ студи ертӳҫи Марат Никитин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннине, инкекре МАЗ водителӗ вилнине, автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса автобуспа ҫапӑннӑ. Паян ирпе Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкекре 27 ҫын шар курнӑ. Пӗр ҫын авари пулнӑ вырӑнтах, тепри пульницӑра вилсе кайнӑ. Чӑваш Енри ҫынсенчен халӗ виҫҫӗшӗ Чулхула тӑрӑхӗнче сипленеҫҫӗ, иккӗшӗ — Чӑваш Енри пульницӑсенче. Шупашкарти Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑри тухтӑрсем патне ҫиччӗ пынӑ, вӗсенчен улттӑшӗ халӗ килте сипленет. Улттӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине тата иккӗн Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницине пынӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене тухтӑрсем амбулатори мелӗпе сипленме киле янӑ. Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑна пынӑ пӗр ҫынна вырттарнӑ, тепри йывӑр аманманнине кура килте сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле республикӑра вӑйлӑ ҫил пулнӑ. Шӑпах ҫав кун Ҫӗмӗрле хулинче тӗп чӑрӑш, капӑрлатнӑскер, персе аннӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Сергей Прохоров пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ вӑйлӑ ҫиле пула тӳннӗ. «Хулара ҫил питӗ вӑйлӑ пулчӗ. Чӑрӑша тӗкӗлӗнӗ япала чӑтайман. Юрать, никам та шар курман», — тенӗ Сергей. Чӑрӑша тепӗр кунах, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехет валли, каялла вырнаҫтарнӑ, электричествӑна юсанӑ. Халӗ вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене йӑлтӑр-ялтӑр теттисемпе савӑнтарать. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне раштав уй ӑхӗн 1-мӗшӗнче лартнӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Кстово районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ рейс автобусӗ МАЗпа ҫапӑннӑ. Инкекре МАЗ водителӗ вилнӗ. Автобусри 7 пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗ водителӗ транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та автобуспа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енрен кайнӑ автобус «Мерседес» маркӑллӑ. Унӑн номерӗ – АН50021. Вӑл «Йошкар-Ола – Мускав – Йошкар-Ола» маршрутпа ҫӳренӗ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районӗнче Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ автобус аварие лекнӗ. Ун чухне 9 пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Чӑваш Енри ӳнерҫӗ Каллиста Иванова Аслӑ Британие хӑйӗн ҫӗнӗ картинине парнеленӗ. Вӑл «Матрешка» ятлӑ. Картинӑна Аслӑ Британин посольствин департаменчӗн директорне Джон Линдфилда панӑ. Каллиста Иванова «Матрешка» ятлӑ картинӑна ятарласа Аслӑ Британи валли ӳкернӗ. «Матрешка – Англи тата Раҫҫей палли», - тенӗ ӳнерҫӗ. Каллиста Иванова арт-стильпе ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн методикипе усӑ курать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, картина ӳкермешкӗн вӑхӑт нумай кирлӗ. Халӗ унӑн коллекцийӗнче 50 яхӑн ӗҫ. Ытларахӑшӗ – Раҫҫей тулашӗнче. Каллиста Ивановӑна тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑнма тӑтӑшах чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла Францири фестивальте хӑйӗн картинисемпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергей Мускаври хваттере выляса илнӗ. Вӑл 9 миллион тенкӗ тӑрать. Сергей «Авторадио» ирттернӗ вылява хутшӑннӑ. Унта вун-вун пин ҫын хутшӑннӑ. Выляв 8,5 уйӑха тӑсӑлнӑ. «Пӗрремӗш хутчен шӑнкӑравласан ӗненмерӗм. Халӗ чӗтретӗп, шока кӗрсе ӳкрӗм. Кунашкал туйӑм ман нихӑҫан та пулман. Телефон номерӗн юлашки тӑватӑ хисепне каласан хӑлха тӑратрӑм. Унтан шӑнкӑрав килчӗ», - тенӗ Сергей. Мускаври хваттер 42,5 тӑваткал метрлӑ. Вӑл Кремльтен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сергей радио ертӳҫисене акӑ мӗн пӗлтернӗ: ҫав хваттерте унӑн аслӑ хӗрӗ пурӑнӗ. Анчах малтан Сергейӑн хваттер хакӗн 36 процентне налук тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ҫак брошюрӑна вуласа тухма пурне те сӗнетпӗр. Ӑна Финлянди Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ! Кама? Иммигрантсем валли (хайхи вариант вырӑсла калаҫакансем валли). Мӗн каласшӑн вӗсем унта? Тархасшӑн, кил-йышра, тӑван чӗлхепе калаҫӑр тесе. Финн чӗлхине вара эпир сирӗнсӗр сирӗн ачасене вӗрентетпӗр! Тата мӗн ҫинчен: Тӑван чӗлхе вӑл — пуянлӑх, вӑл — пурнӑҫра пулӑшакан хатӗр, ӑна упрамалла! Финлянди Вӗрентӳ министерстви иммигрант ачисене тӑван чӗлхепе усӑ курма ыйтать, Европӑри чи лайӑх пӗлӳ паракан ҫӗршывра! Брошюра вӑрӑм мар, анчах питӗ лайӑх мӗншӗннине ӑнлантарса парать...», — «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх сетӗнче ҫырнине Алпарух (Александр) Блинов хӑйӗн страницинче репост тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Тепӗр икӗ эрнерен «Птицы Чувашии» кӗнекен иккӗмӗш томӗ сутлӑха тухмалла. Паян издательствӑра сигнал экземпляра кӑтартрӗҫ. Кӗнекере ҫерҫи мар йышши 85 тӗс ҫинчен, шыв чӑхинчен пуҫласа улатакка таран, ҫырса кӑтаитнӑ. Авторӗсем — Исаков Г.Н., Глушенков О.В., Яковлев А.А., Яковлев В.А.», — ҫапла хыпарланӑ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче авторсенчен пӗри, Геннадий Исаков. «Кӗҫех... Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне», — хакланӑ хыпара кӗнекене хатӗрленӗ тепӗр автор, Александр Яковлев орнитолог. Аса илтерер, «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ кӗнекен пӗрремӗш томӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кун ҫути курнӑччӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Руль умӗнче полицейски ҫав вӑхӑтра ӗҫпе ҫула тухманни паллӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен. Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн иеспубликӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шалти ӗҫсен министерствин яваплӑ специалисчӗсем те ку факта тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |