Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗн пачӑшкин Трифон аттен виллине тупнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать. 85 ҫулти манах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун виллине вара виҫӗ эрнерен, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Макҫикасси ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Пачӑшкӑ ӳчӗ шывра выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Трифон аттен вилли ҫинче нимӗнле суран та асӑрхаман. Судмедэкспертсем халӗ вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем те тӗрӗслев пуҫарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, 2016 ҫулта та кунашкал тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи чиркӳ пачӑшки ҫухалнӑччӗ. Унӑн виллине пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха патӗнчи пӗвере тупнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |