Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: 15 ҫемье «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.07.2018 14:48 | 1558 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.

Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ.

Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

#уявсем, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Красноамрейски районӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Елчӗк районӗ, #Улатӑр районӗ, #Муркаш районӗ, #Ҫӗмӗрле, #Канаш, #орденсем, #чыслав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем