Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Йӗпреҫри «Пятерочка» лавккара юрӑхсӑра тухнӑ таварсем сутнӑ. Ҫакна прокуратура ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ чухне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май хуҫине — тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӗве — судпа айӑпланӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернипе килӗшӳллӗн, хайхи лавккара темиҫе кӑлтӑк та асӑрханӑ. Акӑ, сӑмахран, сентресем ҫинчех усӑ курма юранӑ вӑхӑт иртнӗ сӗт юр-варӗ, канфет-печени, ҫӑкӑр-булка, шӑнтнӑ пулӑ выртнӑ. Унсӑр пуҫне сутлӑхри тӑватӑ торта хӑҫан пӗҫерсе кӑларни паллӑ пулман.

Тӗрӗссипе вара ҫакӑ – саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни. Ҫапла майпа тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура ӗҫченӗсем тулли мар яваплӑ «Агроторг» пӗрлешӳ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ вара пӗрлешӗве 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх
Николай Плотников
Николай Плотников

«Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн тӗп редакторӗ тӗлӗнмелле пӑтӑрмаха лекнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотников паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Вокзалҫум урамри 1А адреспа вырнаҫнӑ ҫурта ЕТК (пӗрлехи транспорт картти) ҫине укҫа хума кӗнӗ. Ҫавӑнта ларакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин тӗп хулинче клиент хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе, чӑвашла, калаҫни тарӑхтарнӑ.

«Саккун ирӗк панӑ тӑрӑх эпӗ унта ларакан хӗрарӑмпа калаҫӑва чӑвашла пуҫларӑм. Вӑл вара мана ҫакӑншӑн тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, чӑвашла калаҫса эп каппайланса ҫӳретӗп, ЕТК карточки ҫине укҫа хума чӑвашла ыйтни ӑна хисеплеменни пулать терӗ. Ку ҫеҫ те мар, чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑл мана Китая куҫса кайма ыйтрӗ», — тесе пӗлтернӗ Николай Плотников Шупашкар троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырура.

Тӑван республикӑра тӑван чӗлхепе калаҫнишӗн хӑртса пӗтернӗ хӗрарӑма ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑ.

Ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн тепрер сехетрен Аҫтахар Плотников Троллейбус управленийӗнчен шӑнкӑравланине, унта вӗсем ЕТКшӑн яваплӑ маррине пӗлтернине систерчӗ. Чӑн та, ЕТК — уйрӑм организаци, апла пулсан пӑтӑрмах пирки унта ӑнлантарассине кӗтме тивӗ.

Малалла...

 

Ҫурт-йӗр

ЧР строительство министрӗ Владимир Михайлов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Рудольф Селивановпа 5 тӑлӑха тата нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине панӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне тейӗн. Тӑлӑхсемпе ҫемье уява ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ.

Викторовсем 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсем Ҫӑл Атӑк ялӗнче пурӑннӑ, халӗ Патӑрьеле ҫӗнӗ хваттере куҫӗҫ. Вӗсене патшалӑх виҫӗ пӳлӗмлӗ кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Ҫемье пуҫӗ Сергей Викторов савӑнӑҫне палӑртнӑ: «Ачасем хӑйсем валли пӳлӗм, сӗтел-пукан суйларӗҫ. Хваттер панӑшӑн питӗ савӑнатпӑр».

Кӑҫал Патӑрьел районӗнче ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 11 тӑлӑх хваттер уҫҫине илнӗ. Ку тӗлӗшпе республика хыснинчен 10,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул 8,1 миллион тенкӗ парӗҫ, ку нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме кайӗ.

Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре 145 тӑлӑх тата нумай ачаллӑ 13 ҫемье пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ.

Кӗнекере чӑваш халӑхӗн тумӗсен, вӗсен пайӗсен, ҫири ҫи-пуҫӑн, пуҫа тӑхӑнмалли тумтирӗн, атӑ-пушмакӑн, эрешсен тата ытти япалан ячӗсене тупма пулать. Терминсене тупма меллӗ пултӑр тесе алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарнӑ. Чылайӑшне автор хӑйӗн тата архиври ӳкерчӗксемпе сӑнласа кӑтартнӑ.

Автор ҫак кӗнекене пухса хатӗрлес тӗлӗшпе сахал мар ӗҫленӗ. Вӑл 15 ҫул тӗрлӗ ҫӑлкуҫра терминсем шыранӑ, XVIII-XIX ӗмӗрсенчи тӗпчевҫӗсен истори, фольклор, этнографи енӗпе ӗҫӗсене тишкернӗ. Хӑш-пӗр тумӑн ятне Наталия Захарова-Кульева ваттисем каланипе ҫырнӑ, ҫавна май хӑшӗ-пӗри кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ.

 

Культура

Унччен Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ федераци харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Халӗ вӑл Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫнӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, культура еткерлӗхӗн объекчӗ республикӑна ахалех куҫать. Ҫапах пур здани те харпӑрлӑхра пулмасть, 2-мӗш помещени ҫеҫ, 91,3 тӑваткал метрлӑскер, куҫать.

Сӑмах май, Ҫеҫпӗл музейне патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарасси пирки кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех калаҫнӑ. Ун чухне тӳре-шара пур здание те Чӑваш Ен харпӑрлӑхне куҫарни лайӑхрах тенӗ. Кун хыҫҫӑн музея анлӑлатма, ҫӗнӗ залсем уҫма планланӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ».

Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46737
 

Хулара

Студентсен сесси хӗрсех пырать. Зачетсем, экзаменсем… Ахӑртнех, нумайӑшӗ ку тапхӑрта канлӗхне ҫухатнӑ. Теприсем, тен, нервисене лӑплантараймаҫҫӗ.

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра Шупашкарти «Студентсен хули» чарӑнура темӗнле ҫын И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори вӗрентекенне тапӑннӑ. Хайхискер ӑнсӑртран чупса пынӑ та 30 ҫулти арҫынна ҫурӑмӗнче икӗ хутчен кӗрслеттернӗ.

Тапӑннӑ ҫын питне шарфпа хупланӑ. Хӑй 170-175 сантиметр ҫӳллӗш. Полицейскисем тӗрех «Квадрат» планпа ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах преподавателе тапӑннӑ ҫынна тупайман. Вӗрентекене пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр районӗнчи Кувакино ялӗ патӗнче шкул автобусӗ ҫапӑннӑ. Ку паян ирхи 8 сехет те 58 минутра пулнӑ.

Шкул автобусӗ «Тайотӑпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та шкул автобусӗ ҫине пырса кӗнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн ачасем суранланман, хӑйсене лайӑхах туйнӑ, ҫавӑнпа вӗсене тепӗр автобуспа шкула леҫнӗ.

Автобусри пӗр хӗр ҫеҫ, 16 ҫултискер, пуҫ ҫаврӑннине пӗлтернӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Иномаркӑри икӗ ҫын та кӑштах аманнӑ, вӗсем амбулатори сиплевне ҫӳрӗҫ.

ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тайота» водителӗ руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ. Юлашки самантра вӑл руле пӑрса аварирен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, анчах автобуса пӗрех кӑштах лекнӗ.

 

Хулара

Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ. Кун пирки тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарта пурӑнакансемпе ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, тӗл пулсан пӗлтернӗ.

Официаллӑ хыпар тӑрӑх, 1100 вырӑнлӑ шкул ҫуртне хӑпартма хула администрацийӗ «Старатель» строительство компанипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн предприятин вӗренӳ учрежденине Атӑлҫи бульварӗнче 711 миллион тенкӗпе хӑпартмалла. Ӗҫе 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр вӗҫлемелле. Ҫак тапхӑрта строительсен вӗренӳ тата физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли корпусӗсене хӑпартмалла, стадионпа спорт лапамӗсене хӑтлӑлатмалла.

Палӑртса хӑварар, унсӑр пуҫне, сити-менеджер пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари «Сад» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче те шкулсем хӑпартма проектсем туса пӗтернӗ. Вӗсене ҫитес ҫул тума пуҫлӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне (1908-1957) асӑнса уҫнӑ хӑма умне чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайрӗ. 80 ҫул каялла шӑп ҫак кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.

2016 ҫулшӑн Митта премине тӑван халӑхӑмӑрӑн илемлӗ сӑмахне сӗм авалтан пуҫласа паянхи кунччен пӗр-пӗтӗмӗшле тишкерсе хаклама пултарнӑшӑн, чӑваш литературин этноцентризмла аталану концепцине тупса палӑртнӑшӑн, чӑваш наци идейине шыранӑ тапхӑрти литература аталанӑвне тӗплӗн тӗпчесе ҫырса кӑтартнӑшӑн («Чувашский стих», «Чӑваш литератури. 18-19 ӗмӗрсем», «Чӑваш литератури. 1917-1930 ҫулсем», «История чувашской литературы 20 века. 1900-1955» кӗнекесем) Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн наукӑн аслӑ ӗҫченне, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Виталий Родионова панине асилтерер.

 

Страницӑсем: 1 ... 2310, 2311, 2312, 2313, 2314, 2315, 2316, 2317, 2318, 2319, [2320], 2321, 2322, 2323, 2324, 2325, 2326, 2327, 2328, 2329, 2330, ... 4010
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 16

1919
106
Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1969
56
Марина Карягина, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ вилнӗ.
1982
43
Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...