Хулара
![]() Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унтах кулинар «Хӑнасене тарават Чӑваш Ен» регионсем хушшинчи фестиваль иртнӗ. Уява пухӑннисене саламлакансен хушшинче Чӑван Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ. Фестиваль пирки каласан, вӑл «Арт-класс» номинаципе иртнӗ, ҫавӑн пекех официантсене «Set-table» (хатӗрленӗ сӗтел) енӗпе хакланӑ. Мероприяти ӗнерпе паян иртнӗ. Поварсен, кондитерсен, официантсен, профильлӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсен конкурсӗсене те ирттернӗ. Кирек епле професси уявӗнчи евӗрех отрасльти маттур та тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫченсене сцена ҫине чӗнсе илсех саламланӑ, вӗсене тӗрлӗ шайри наградӑпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |