Тӗменти чӑваш пуканине ӑсталакан маттурсемпе вӑл тӑрӑхри «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен облаҫӗ паян) интернет-хаҫат паллаштарнӑ.
«Тюменские чуваши берегут свадебный наряд весом пятнадцать килограммов» ят панӑ материалта Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ тӑван халӑх культурине упраса хӑварассипе хастар ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, «Тӑван» ассоциацие унти аслӑ шкулта ӗҫлекен Ираида Маслова ертсе пырать. Пӗрлешӗве Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен тухса кайнӑ Антоновсен ҫемйи (вӗсем — усламҫӑсем) те самай пулӑшать. Кун пирки Ираида Маслова ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтерчӗ.
Тӗменти чӑваш культурин центрӗнче иртнӗ «Народная кукла своими руками» (чӑв. Хамӑр алӑпа халӑх пукани) маҫтӑр-класа та Ольга Антонова ертсе пынӑ.