Чӑвашлӑх
![]() «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли юрӑсем ҫырма укҫа малалла пухаҫҫӗ. Халӗ 30 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ. Тепӗр ҫавӑн чухлӗне яхӑн кирлӗ. «Чӗлхене вӗренмелли уроксенче юрӑсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа май килнӗ таран ӑна ӗҫе кӗртмелле. Вӗренӳ министерстви укҫа ҫук тесе пулӑшмарӗ. Анчах эпир ӗҫе тӑсатпӑр, юрӑсене халех хатӗрлетпӗр. Аудифайлсем валли те укҫа кирлӗ. 100 тенкӗрен ытларах уйӑрнӑ кирек епле пулӑшу та пӗлтерӗшлӗ», — теҫҫӗ ку ӗҫпе тӑрӑшакансем. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Кала-ха» страницӑна ҫыру ҫырма пулать е 68-50-51 номерпе шӑнкӑравламалла. Хальлӗхе ҫак ҫынсем пулӑшнӑ: Алексей Осипов (Шупашкар), Александр Ковалев (Мускав), ятне кӑтартман ҫын (Шупашкар), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ, Евгений Никитин (Етӗрне), Ольга Николаева (Ульпи, Париж), Анатолий Миронов (Швеци), Марина Андреева (Шупашкар), Николай Иванов (хӑй ӑҫтанне кӑтартман). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Чӑвашлӑх
![]() Кунта эсир ЧНК ирттерекен Аслӑ пуху мӗнле иртнипе паллашма пултаратӑр. Аслӑ пуху иртнӗ май эпир сире унта мӗн пулса иртни пирки тӳрремӗн пӗлтерсе тӑрӑпӑр. Аса илтеретпӗр, вӑл шӑматкун, 11 сехетре пуҫланмалла. Шучӗпе вӑл 10-мӗш, ҫавӑн пекех тепӗр ҫавра дата та пур — конгресс йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитрӗ! //тӳрех асӑрхаттарар: смартфонпа ҫырнӑран текстра йӑнӑшсем нумай пулӗҫ. Фотосемпе аудиофайлсем те тӳрех, вырӑнтах лартнӑран, редакцилеменнисем пулӗҫ. Аçтахар Плотников20:53
Ҫакӑнпа эпир хамӑрӑн пӗрремӗш онлайн-трансляцие вӗҫлетпӗр. Пӗтӗмлетсе каласан, ЧНК тӗшшийӗ малтанхиех юлчӗ. Николай Угаслов — президент, Валерий Клементьев пӗрремӗш вице-президент. Вице-президентсен йышӗнче вара улшӑнусем. Унчченхисенчен унта эпир малашне Алексей Леонтьева, Нина Петровӑна, Олег Мешкова курмӑпӑр. Вӗсем вырӑнне Тимӗр Тяпкин, Олег Мустаев, Анатолий Ухтиарӑв пулӗҫ. Президиум йышӗ улшӑнманнипе пӗрех. Ку онлайн хыпарлава илес пулсан ҫапла пӗтӗмлетӳсем тума пулать: шел те смартфон зарядки Аслӑ пухӑва йӑлт ҫутатма ҫитмерӗ. Паллах, эп маларах пуҫларӑм, 9 сехетрех. 13 сехетччен хамӑн смартфонпа кантармасӑр усӑ куртӑм теме пулать. Ҫапла май унӑн аккумуляторӗ 4 сехете ҫеҫ ҫитрӗ. Мероприятисен ытларах пайӗ кӗскерех пулнине шута илсен ҫитмелле. Хальлӗхе онлайн функционалӗнче текста тӳрлетмелли пая ӑсталаман, ҫавна пула орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлетме май ҫук. Каярах ӑсталӑп та пур текста та юсаса тухӑп. Ку онлайн хыпарлавра тем тесен те чи малта информацие сирӗн пата хӑвӑрт ҫитересси пулчӗ. Ҫавӑнпа та кӑлтӑксемшӗн каҫарма ыйтатӑп. //сӑмах май, Михаил Игнатьев сӑмахне тӗрӗслесе илӗп, енчен те вӑл пӗтӗмпех кӗмен пулсан тулли вариантне кӗртме тӑрӑшӑп. Аçтахар Плотников20:29
![]() К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн халӑх оперӑпа балет театрне куҫрӗ. Кунта вара конгресс 25 ҫул тултарнине анлӑн палӑртрӗҫ. Аслӑ пуху вӑхӑтӗнче тухса калаҫманнисем вара хӑйсен сӑмахӗсене кунта каларӗҫ. Вӗсен йышӗнче Константин Яковлев, Атнер Хусанкай тата ыттисем. Аçтахар Плотников16:36
Президиумра 24 ҫын хӑварчӗҫ. Аçтахар Плотников16:35
//аккумулятор ларать. Аçтахар Плотников16:35
Вице-президент пулма Клементьева (пӗрремӗш), Ивантаева, Мустаева, Тяпкина, Ухтиарова суйларӗҫ. Аçтахар Плотников16:32
Мӑн Канаш ларӑвӗ пуҫланчӗ. Аçтахар Плотников16:22
Ревизи комиссийӗн председательне Капитоновах хӑварчӗҫ. Аçтахар Плотников16:20
Иккӗмӗш хут шутлаҫ. Аçтахар Плотников16:19
Болгарскийне кӗртме сӗнчӗҫ, анчах 105-пех ҫырлахатпӑр терӗҫ. Болгарскийне кӗртмерӗҫ. Аçтахар Плотников16:13
Пур ҫынсен хушамачӗсене вуласа пачӗҫ. Аçтахар Плотников16:09
Унта пурӗ 105 ҫын кӗртрӗҫ. Хирӗҫ ҫук. Аçтахар Плотников16:08
Халь Мӑн Канаш ҫыннисене суйлаҫҫӗ. Аçтахар Плотников16:03
Ухтиаровшӑн ... 2 ҫын иккен, вӗсенчен пӗри Тимӗр Тяпкин. Аçтахар Плотников16:01
283 Угасловшӑн. Аçтахар Плотников16:00
Ытти чухне шутламасӑрах сасӑларӗҫ те ку чухне шутласах теҫҫӗ. Кайран ыйусем ан пулччӑр тесе. Аçтахар Плотников15:56
Мустаева кандидатран илчӗҫ. Ухтиаровпа Угаслов хушшинче суйлӗҫ. :) Аçтахар Плотников15:56
Олег Мустаев сӑмах калать. Мана шаннӑшӑн тавтапуҫ тет, пирӗн вӑхӑт ҫитӗ-ха тет. //ӳкерсе илеймерӗм. Аçтахар Плотников15:54
Ухтиарова хӑварчӗҫ кандидатра. Аçтахар Плотников15:54
![]() Ухтиаров тухрӗ. Конгресс лайӑх ӗҫлет тет. Сӗннӗшӗн тав тет, анчах хам кандидатурӑна илме ыйтап тет. Аçтахар Плотников15:51
Ӗҫлеме хатӗр тесе вӗҫлерӗ. Аçтахар Плотников15:48
![]() Халь вӗсен сӑмахӗсене итлетпӗр. Малтан Николай Угаслов тухрӗ. Николай Федорович ман команда пур, ӗҫлет тет. Влаҫрисемпе пӗрле ӗҫлетпӗр тет. Аçтахар Плотников15:46
Виҫӗ кандидат иккен. Аçтахар Плотников15:45
Тепри тухрӗ. Олег Мустаева сӗнчӗ. Аçтахар Плотников15:44
Вӑл Шӑмӑршӑ каччине Анатолий Ильич Ухтиарова сӗнет. Аçтахар Плотников15:43
Тяпкин тепӗр кандидатура сӗнет. Аçтахар Плотников15:43
Президента суйлама пуҫларӗҫ. Угаслова виҫҫӗн сӗнчӗҫ рулас. Аçтахар Плотников15:42
Ку документсем ӗнтӗ каярах вӗсен сайтӗнче пулӗҫ. Аçтахар Плотников15:41
Чӗнсе каланине тата хушнине никӗс шутӗнче йышӑнчӗҫ, сасӑларӗҫ. Аçтахар Плотников15:39
100 пинрен ытла пурӑнакан тӑрӑхсенче чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи шайне хӑпартмалла текен сӗнӳ пур. Аçтахар Плотников15:36
Тухса калаҫакансем пӗтрӗҫ. Халь пӗтӗмлетӳллӗ сӑмаха Угаслов калать. Аçтахар Плотников14:50
Алексей Леоньтев Архипов вӑхӑтӗнче лачакара пулманни пирки каларӗ, Станьял йӑнӑшать терӗ. Аçтахар Плотников14:49
Всемирный конгресс чувашского народа ят ҫине улӑштарма сӗнчӗ. Аçтахар Плотников14:42
Самартан хӗрарӑм тухрӗ. Ятне-хушаматне астуса юлаймарӑм. Аçтахар Плотников14:41
Патшалӑх ӗҫӗпе пӗрлешсе ӗҫлесен ӗҫ тума пулать терӗ Аçтахар Плотников14:35
Халь Олег Мустаев сӑмах илчӗ. Аçтахар Плотников14:34
Елена Еньккана чи тӑвӑллӑ алӑ ҫупрӗҫ. Аçтахар Плотников14:32
Стеоеотипсемпе кӗрешмелле терӗ. Аçтахар Плотников14:28
Чӑвашла япаласем ачасеи валли ҫук, вырӑслисем кӑна терӗ. Аçтахар Плотников14:27
Чӑвашсем вырӑсланса пынине курӑмлӑн кӑтартрӗ. Аçтахар Плотников14:25
Елена Енькка сӑмах илчӗ. Чӑваш букварӗ 1991 ҫулта 31 пинпе тухнӑ терӗ, заль вара 3000 кӑна терӗ. Аçтахар Плотников14:23
Тепӗр хут тӑвӑллӑ алӑ ҫупрӗҫ. Аçтахар Плотников14:19
![]() Пӗчӗк ыйтусемпе пысӑк ҫынсене чӑрмантармалла мар терӗ. Стратеги ыйтӑвӗсене тупмалла терӗ. Аçтахар Плотников14:16
ЧНК-ран Путин патне ҫыру ҫырмалла терӗ. Аçтахар Плотников14:13
Станьял та Угаслова хӑварма сӗнчӗ. Вӑл киличчен ЧНК "лачакараччӗ" терӗ. Аçтахар Плотников14:11
1917 ҫулхи йышӑнусем, конгресӑн пӗрремӗш йышӑнӑвӗсене тепӗр хут вуламалла терӗ. Аçтахар Плотников14:09
Халь Станьял сӑмах илет. Малтанхи тапхӑр йывӑр иртсеччӗ терӗ, 1992 ҫулхи ҫырусене вуласа пачӗ. Аçтахар Плотников14:07
Малалла та Угаслова хӑварма сӗнӳпе тухрӗҫ. Аçтахар Плотников14:06
Ивантаев кам-кам саламлӑ ҫыру яни пирки пӗлтерчӗ. Аçтахар Плотников14:03
- Чӑваш халӑхне юратман ҫын вӑл лайӑх ҫын пулма пултараймасть, - терӗ Кураков Аçтахар Плотников13:58
Кураков халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫакан уява чӗнчӗ. Парк тӑватпӑр терӗ. Вӑл Шупашкарти чт чаплӑ вырӑн пулӗ терӗ. Аçтахар Плотников13:52
Атнер Хусанкач тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав турӗҫ. Аçтахар Плотников13:51
Кураков Лев Понтелеймонович сӑмах илчӗ, ЧНК ӗҫне "лайӑх" тесе хак парать. Аçтахар Плотников13:49
Иркутск облаҫӗнчи икӗ шкулта факудьтаиив шайӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентеҫ тет. Куншӑн пире укҫа-тенкӗпе те тивӗҫтереҫ тет. Аçтахар Плотников13:46
ЧНК ирттерекен Пӗтӗм Раҫҫей Акатуйӗсем питӗ пӗлтерӗшлӗ тет. Вӗсене хурлакансем йӑнӑшаҫҫӗ тет. Сирӗншӗн, республикӑрисемшӗн вӑл уявсем укҫана ахаль тӑкаклани пек кӑна курӑнать пулсан пире вӑл чӑваш культурипе сывласа илме май парать тет. Аçтахар Плотников13:42
Иркутскри чӑвашсем ЧНК вӗсене яланах пулӑшать тет, мӗн ыйтан пӗтӗмпех питӗ хӑвӑрт тивӗҫтерет тет. Аçтахар Плотников13:40
Хальхи ЧНК малтанхинчен лайӑхрах ӗҫлет терӗ. Аçтахар Плотников13:36
Тӑхтав вӗҫленчӗ, Аслӑ пуху ӗҫе малалла тӑсрӗ. Андрей Яковлев, Крым культурӑпа наци автономийӗн ертӳҫи сӑмах илчӗ. Крым Раҫҫее кӗнӗ хыҫҫӑн пирӗн аталану ҫӑмӑлланчӗ ткрӗ. Аçтахар Плотников12:48
Мандат комиссийӗн докладне сасӑласа ҫирӗплетрӗҫ. Аçтахар Плотников12:45
Делегатсенчен хӑшӗ миҫере, мӗгле чыса тивӗҫнине каласа парать. 51% сӑмахран Аслӑ пухӑва пӗрремӗш хут хутшӑнаҫҫӗ. Аçтахар Плотников12:44
//телефон зарячӗ ларать. Мӗн чухлӗ ҫырирап, ҫавӑн чухлӗ лартӑп. Кун хыҫҫӑн тӑхтав пулмалла, тег, ун вӑхӑтӗнче авӑрлайӑп. Аçтахар Плотников12:43
Мандат комиссийӗн докладне Ара Мишши тӑвать. Пурӗ 320 кандидат терӗ. Аçтахар Плотников12:42
Хӑйсем пирки каласа пачӗ, Угаслова тӳпеттей парнелерӗ. Аçтахар Плотников12:30
Тӗмен КНАн 20 ытла уйрӑм, вӗсем пурте хастар ӗҫлеҫҫӗ терӗ. Аçтахар Плотников12:28
Ираида Маслова сӑмах калать. Аçтахар Плотников12:28
ЧНК-ан хальхи вӑхӑтра ГАЗ 3102 машин пур терӗ. Аçтахар Плотников12:24
Конгресра паянхи куна пурӗ 949 пайташ тӑрать терӗ. Аслӑ пухура паян 320 делегат патнелле. Аçтахар Плотников12:21
![]() Тӗрӗслевпе ревизи комиссийӗн отчетне тӑвать. Капитонов хушаматли. Налук органӗсем вырӑсла ыйтнӑран хам отчета вырӑсла тӑвӑп терӗ. Аçтахар Плотников12:13
Ҫамрӑксен театрӗ Ҫеҫпӗл кинотеатр ҫуртне куҫнӑшӑн Михаил Васильевича тав тӑватӑп терӗ. Аçтахар Плотников12:03
Чӑвашла чи малтан ашшӗ-амӑшӗ вӗрентмелле терӗ. Вӗсем вӗрентмесен ри шкул ни интернет ку ӗҫе тӑваймасть терӗ. Аçтахар Плотников12:00
Ача пахчисенче чӑвӑшла вӗренме пултараймарӑмӑр терӗ. Аçтахар Плотников11:59
Ҫыравҫӑсене пӗр ушкӑна пӗрлештерме вӑй-хӑват ҫитереймерӗмӗр тет. Аçтахар Плотников11:58
Республикӑра шкулсем, ача пахчисем, спортпа сывлӑх ҫирӗплевӗн комплексӗсене хута янӑ тесе Михаил Василтевича мухтаса илчӗ. Шел те, ҫав шкулсемпе ача пахчисенчен пӗри те чӑвашлӑхшӑн ӗҫлемест ҫав. Вӑй-хал культурипе сывлӑх ҫирӗпленӗвӗн комплексӗсем пирки сӑмах та ҫук. Хӑшӗ-пӗрин ячӗ чӑвашла пулнисӗр пуҫне шалта чӑвашли нимех те ҫук пуль вӗсенче. Аçтахар Плотников11:54
Чӑваш ял ячӗсем вырӑсла хитре мар янрани пирки ыйту ҫӗклеҫҫӗ терӗ, ку ыйтупа ӗҫлетпӗр тет. Кун пирки ман шутпа 8-мӗш Аслӑ Пуху вӑхӑтӗнчех хускатма пуҫласа, анчах ыйту вырӑнтан хускални ӑирки илтмен-ха. Аçтахар Плотников11:45
Пирӗнтен уйрӑлнисене асӑнса пӗр минут ура ҫинче шӑп тӑчӗҫ. Аçтахар Плотников11:44
ЧНК президенчӗ отчет турӗ. Ӑна йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитни пӗлтерӗшлӗ терӗ. Алексей Леонтьева ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хатӗрленӗ кӗнекешӗн тав турӗ. Аçтахар Плотников11:39
Патшалӑх Канашӗн парнисене параҫҫӗ. Конгреса пачӗҫ. Аçтахар Плотников11:37
Валерий Николаевич Филимонов сӑмах калать. Аçтахар Плотников11:35
Элтепер 6 минут ытла калаҫрӗ, аудио тем кӗскерех пек... Йӗркеллех вырнаҫрӗ-ши? Аçтахар Плотников11:33
Элтепер парнисене параҫҫӗ. Аçтахар Плотников11:32
Михаил Игнатьевӑн салам сӑмахӗ. Аçтахар Плотников11:25
Регламент ушкӑнне сасӑласа ҫирӗплетрӗҫ. Аçтахар Плотников11:24
Мандат ушкӑнне виҫ ҫынран суйларӗҫ, шутлав ушкӑнне (5 ҫын), кун йӗркине ҫирӗплетрӗҫ. Аçтахар Плотников11:20
Редакци ушкӑнне ҫирӗплетрӗҫ. Хирӗҫҫисем те тӑхтанисем те ҫук. Аçтахар Плотников11:17
Президиум йышне ҫавӑн пекех Игнатьева, Филлимонова тата Черкесова кӗртрӗҫ. Аçтахар Плотников11:15
Президиум йышне ҫирӗплетрӗҫ. Хирӗҫ ҫук тесе сасӑларӗҫ. Президиумра 12 ҫын. Аçтахар Плотников11:13
Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хума ҫынсем яраҫҫӗ. Аçтахар Плотников11:11
Алран кайми аки сухи гимн юрлаҫҫӗ. Аçтахар Плотников10:43
Валери Туркай, Чӑваш халӑх поэчӗ: Аçтахар Плотников10:21
Олег Цыпленков, Чӑваш патшалӑх киностудийӗн ертӳҫӗ ҫумӗ: Аçтахар Плотников10:04
Федор Мадуров ЧНК-ра мӗнле улшӑнусем кӗртмелли ҫинчен каласа пачӗ. Аçтахар Плотников09:43
Юрий Сементер, Чӑваш халӑх поэчӗ: Аçтахар Плотников09:29
Геронтий Никифоров, ЧНК президиум пайташӗ хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ: Аçтахар Плотников09:20
Алексей Сӗрмек паянхи Аслӑ пуху пирки хӑй шухӑшӗсене пӗлтерчӗ. Аçтахар Плотников08:13
Аслӑ Пуху кунӗ те ҫитрӗ. Пирӗнпе юлсан эсир ҫак пухӑвӑн чи кӑсӑклӑ саманчӗсемпе паллашма пултаратӑр! Кӗске интервьюсем, пуху саманчӗсем, хыпарсене чи малтан пӗлтерни — йӑлт пирӗн сайтра пулӗ! Интернечӗ кӑна ӗнтӗ (леш, 4G текенни) театр ҫывӑхӗнче аван ӗҫлетӗр. Интереслӗ пулмалла теҫҫӗ. Сас-хура ҫапларах пӗлтерет. Енчен те 8-мӗш пухӑва Николай Егорович Лукианов пӑлхатса илесшӗнччӗ пулас, паянхине вара Тимӗр Тяпкинсен команди интереслӗрех тӑвӗ. Хама та кӑсӑклӑ, ҫавӑнпа та театр патне Лапсартан халех тухатӑп. Аçтахар Плотниковӗнер, 21:31
![]() Сӑнӳкерчӗксене тишкерсен ҫыннисем чӑвашла калаҫни темскер курӑнмасть. Ҫавра сӗтел ятне те пулин чӑвашла куҫарман. Икӗ енче икӗ пысӑк экран ҫакӑнса тӑрать. Иккӗшин ҫинче те — вырӑсла. //пӗлсех тӑратпӑр, чи хуйхӑллӑ тема чӑваш чӗлхи пулнӑ ӗнтӗ. Анчах чӗлхене унпа усӑ курсан ҫеҫ ҫӑлса хӑварса аталантарма пулни пирки халӗ те пирӗн тӳре-шарасен пуҫне кӗреймест. Конгресс пуҫлӑхӗсен пуҫне те ҫак шухӑш ҫул уҫаймасть ҫав. Аçтахар Плотниковӗнер, 21:25
![]() Тинех ҫавра сӗтел пирки официаллӑ информаци тухрӗ пулас. gov.cap.ru/Info.aspx?type=news&id=3695793&gov_id=12 — кунта тӗплӗн кам тухса калаҫнипе, сӑнсемпе паллашма пулать. Аçтахар Плотниковӗнер, 21:19
VIII Аслӑ пухура тата тепӗр программа та пурччӗ. Унпа Николай Угаслов тухнӑччӗ. chnk.ru/a/documents/10.html - вӑл программӑпа кунта паллашма пулать. Аçтахар Плотниковӗнер, 20:37
Аслӑ пуху пуҫланиччен «Алран кайми аки-сухи...» юрра итлесе пӑхма сӗнетпӗр. //сасӑ вырнаҫтармалли май пурӑм. Тен ыран камран та пулин кӗске интервью илейӗп. Аçтахар Плотниковӗнер, 19:33
Ҫавра сӗтелте, пире пӗлтернӗ тӑрӑх культурӑпа наци автономисен ертӳҫисемпе тӗрлӗ министрсем тӗл пулнӑ, тухса сӑмах каланӑ. Культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, информаци политикин министрӗ Александр Иванов тата ыттисем. Хӑш-пӗр министерствӑран ҫумӗсем пынӑ терӗҫ. Юрий Николаевич хальхи вӑхӑтра чӑвашла вӗренмешкӗн справка ҫыртарнипе Чӑвашра ҫеҫ мар, ун тулашӗнче анлӑрах усӑ курма сӗннӗ. Тӗслӗхрен, Тӗменре, Ӗренпурта, Самарта. Ҫапла май чӑваш чӗлхине вӗренте вырӑнта хысна уйӑрма сӑлтав пулӗ имӗш. //сӑн хальлӗхе тупимарӑмӑр. Аçтахар Плотниковӗнер, 18:17
![]() Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ЧНК президенчӗ пулма Николай Фёдоровичах шанса парӗҫ. Аçтахар Плотниковӗнер, 15:24
gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=2180684&gov_id=712 - 16 сехетре паян Элтепер администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ҫавра сӗтел иртмелле тет. Унта чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пуҫлӑхӗсем пухӑнмалла пулас. Аçтахар Плотниковӗнер, 14:58
www.irekle.org/articles/i50.html - кунта эсир Николай Лукианов 8-мӗш Аслӑ пуху валли хатӗрленӗ программӑпа паллашма пултаратӑр. Вӑл паянхи кун та актуаллӑ шутланать тесен йӑнӑшмӑпӑр. Аçтахар Плотниковӗнер, 13:42
Сӑмах май, Аслӑ пуху мӗнле иртмеллипе кӗскен ЧНК сайтӗнче паллашма пулать: chnk.ru/a/news/1100.html Аçтахар Плотников2017.10.26 12:32
Майӗпен Аслӑ пухӑва хатӗрленетпӗр. Сире валли ҫӗнӗ формат уҫса парасшӑн — «онлайн» мелне. Кунашкалли республикӑри МИХсенче ҫукччӗ пулас. Эпир — пӗрремӗш. |
Тӗнчере
![]() Казах чӗлхи латин саспаллисемпе Казахстан Президенчӗ Нурсултан Назарбаев паян Хушу кӑларнӑ — пӗчӗкшерӗн те майӗпен казах чӗлхине латин саспаллисем ҫине куҫарасси пирки. Латин саспаллисем ҫине куҫасси темиҫе утӑмран тӑрать. Чи малтан — саспаллисен йышне ҫирӗплетесси. Ку ӗҫе паянхи хушупа пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫӗнӗ алфавитра пурӗ 32 саспалли, вӗсенчен тӑххӑрӑшӗ — апострофлӑ пулӗ («ш», сӑмахран, «s'» пек ҫырӑнӗ). Пӗтӗмӗшле кириллицӑран 2025 ҫул тӗлне хӑтӑлма йышӑннӑ. Латин саспаллисем ҫине вӑл вӑхӑт тӗлне кӗнеке пичетлессине, пичет кӑларӑмӗсене, хут ҫаврӑнӑшне куҫарса ҫитермелле. Шкулсенче латиницӑпа план тӑрӑх 2022 ҫултанпа вӗрентме тытӑнӗҫ. Латиница ҫину куҫасси пирки Казахстанра 2012 ҫулта калаҫма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вара Н. Назарбаев латин саспаллисем ҫине куҫмалли плана хатӗрлеме ыйтнӑччӗ. Сӑмах май, Казахстанра латин саспаллийӗсемпе хальхи вӑхӑтра усӑ курма пуҫланӑ та. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи кӑтартмӑшсенче ял-хула ячӗсене кириллицӑпа та латиницӑпа та ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫак арҫын 1 399 тенкӗ тӑракан парфюм шывне вӑрланӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла Скворцов хушаматлӑ арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Магнит Косметик» лавккана кӗнӗ. Хайхискер «Lacost Natural» парфюм шывне кӗсьене чикнӗ те алӑк патне утнӑ. Сутуҫӑ ӑна таваршӑн тӳлеме ыйтнӑ, ку вара хӑлхине те чикмен. Ҫакна пула унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Мӗншӗн приговор ҫав тери ҫирӗп-ха? Нивушлӗ парфюм шывӗ вӑрланӑшӑн 7 ҫул кирпӗч шутламалла? Арҫынна ҫирӗп айӑплама сӑлтав пулнӑ-мӗн. Вӑл унччен судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ тӑкаксемшӗн хак каллех ӳсет. Анчах пирӗн республикӑра хак 3,9 процентран ытларах ӳсмелле мар. Ӗнер РФ Правительстви регионсенче коммуналлӑ такаксемшӗн тӳлемелли виҫен вӑтам индексне палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫитес ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта ку кӑтарту 3,9 процентран ытларах пулмалла мар. Кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта та ку кӑтарту ҫак процентпа танлашать. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра ку индекса 2,3 процент ӳстерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хули ейӗвӗ халех хатӗрленме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче унта ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пулса курнӑ. Министр вырӑнти тӳре-шарапа тӗл пулса ейӳрен хӳтӗленмелли дамба тӑвасси пирки калаҫнӑ. Улатӑрта дамба хӑпартасси пирки хатӗрленӗ проекта Шыв ресурсӗсен федераци агентстви ырланӑ. Ӑна хӑш вырӑнсенче лартасси пирки юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче калаҫнӑ. Дамбӑна хута ямашкӑн 450 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӑна Улатӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыран хӗррипе тӑвӗҫ. Вӑл 7,8 ҫухрӑм тӑршшӗ, 3,5 метр ҫуллӗш пулӗ. Дамба 765 ҫурта ейӳрен хӳтӗлӗ. Аса илтерер: 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче ейӳ вӑйлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн воспитани тата хуҫалӑх ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курманшӑн штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Виҫи пӗчӗкех мар: 80 пин тенкӗ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ача ҫурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне, хӑйне преми парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн кӗсйине 70 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫапла вӑл ача ҫуртне 70 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Директор тӗлӗшпе ку лару-тӑрӑва сирмелле тесе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Тӗнче тетелӗнче Шупашкарта хӑрушӑ маньяк ҫӳрет тесе сас-хура сарӑлнӑ. Вӑл ҫынсене вӗлерсе ваклать имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем пӗр-пӗрне хӑрушӑ историсем каласа кӑтартаҫҫӗ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав маньяк темиҫе хӗре вӗлернӗ. Вӑрманта вӗсен виллин пайӗсене тупнӑ-мӗн, юнашар кӑвайт ҫуннӑ. Ҫавӑнтах маньякӑн перчеткине тупнӑ имӗш. Шупашкарта маньяк чӑнах та пур-шим? Полици лӑпланма ыйтать: Шупашкарта нимӗнле маньяк та ҫук. Ку хыпар — суя. Следстви управленийӗ халӑх тетелӗнче, мессенджерсенче асӑрхануллӑ пулма ыйтнӑ. Унти пур хыпара та ӗненме ан васкӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗ йывӑр-ларурура пулни пирки, вӑл панкрута тухма пултарасси ҫинчен сайтра пӗрре мар ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: управленин 187 миллион тенкӗ парӑм. Организаци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене илсе ҫӳресе парӑма кӗрсе кайнӑ. ЧР Финанс министерстви троллейбус управленине республика хыснинчен укҫа у йӑрса пама хатӗр. 30 миллимон тенке 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче уйӑрса парасшӑн. Управлени ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене илсе ҫӳресе парӑма кӗнӗ тесе укҫа-тенке суд урлӑ шыраса илесшӗн. Анчах Финанс министерстви шухӑшӗпе, вӑл троллейбус управленийӗ умӗнче парӑмра мар. 2015 ҫулта льготниксемшӗн 9,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ведомство шухӑшӗпе, ку ҫителӗклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти шӳтлеме юратнӑ-ши, анчах чӗлхене ирӗке янӑшӑн унӑн явап тытма тивнӗ. Аллӑ ҫулхи ҫынна пилӗк ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет теҫҫӗ те, арҫын кӑҫалхи авӑн 9-мӗшӗнче 112 номерпе шӑнкӑравласа хӑй пурӑнакан районти ҫутӑ подстанцине сирпӗтесси пирки хыпарланӑ. Яваплӑ тытӑмсем вырӑна тухса кайнӑ, сирпӗтме хатӗрсем пулман. Йӗрке хуралҫисем усал шӳтлекене шырама пикеннӗ. Ҫав ҫын 51 ҫулти вӑйпитти пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех ӗҫ суда та ҫитнӗ. Арҫын тунса тӑман, айӑпа йышӑннӑ. РФ Пуҫиле кодексӗн 207-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (терроризм акчӗ пирки суйса хыпарланишӗн) айӑпласа арҫынна 1 ҫулталӑк та 2 уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тупӑшӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |