Чӑваш чӗлхи
![]() Виталий Станьял Ыран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енри шурсухалсем республикӑри наци политикине Чӑваш Наци вулавӑшне пухӑнса сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял Чӑваш халӑх сайчӗн журналистне Нелли Пальмовӑна ӗнер пӗлтернӗ. Лару тӗллевӗ — наци чӗлхисене урӑх халӑх ҫыннисене вӗрентнине ирӗксӗрлени вырӑнне хаклакансем тухса кайнине сӳтсе явасси. Пусахлани тенипе Виталий Станьял ӑсчах пӗр енчен килӗшет — ҫынна пусмӑрлани ырӑ япала мар. Анчах шкул программинчи предмета ирӗксӗрлени вырӑнне йышӑна пуҫласан ачамӑрсене вырӑсла та, акӑлчанла та, тутарла та, чӑвашла та, хӑшӗсене вара физикӑпа химие те вӗрентмелле мар, мӗншӗн тесен вӑл предметсем те теприсене кирлӗ пулмӗҫ. Наци республикинче пурӑнса унти халӑха тата унӑн культурине хурланине Виталий Станьял культурӑсӑрлӑх тесе хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче эрех-сӑра ваккӑн сутасси пирки деклараци тӑратассине патшалӑх тӗрӗслесе тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Республикӑн Экономика министерстви ҫак йӗркене ҫирӗплеттересшӗн. Декларацие тӑратманшӑн пӗлтӗр 41 усламҫӑна явап тыттарнӑ, кӑҫал — 9-шне. Должноҫри ҫынсене 5—10 пин тенкӗлӗх штрафлама юрать, организацисене — 50—100 пин тенкӗлӗх. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Раҫҫейре эрех ӗҫесси кашни ҫын пуҫне паян ҫулталӑкра 15,3 литрпа танлашнине палӑртнӑ май ку енӗпе квотӑсем палӑртмалла мар-ши тесе ыйтнӑ. Анчах Владимир Аврелькин министр эрех-сӑра сутассипе чару палӑртаймассине пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен ку ыйтӑва федераци шайӗнче татса памалла. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та сӑмах алкоголь рынокне легализацилес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Чару вара ырри патне ҫитермест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексне хирӗҫ общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ туса хунӑ. Унтанпа вӑхӑт самаях иртнӗ, анчах ҫынсем халӗ те унта анса юлаймаҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта «Чарӑнма юрамасть» паллӑ ларать. Общество транспорчӗн пӗр водителӗ те унта пассажирсене антарса хӑвармасть. Тепӗр чарӑну вара суту-илӳ комплексӗнчен самаях аякра вырнаҫнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн транспортпа тивӗҫтерекен тата ҫухӑну пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ тӑрӑх, архитектура пайӗ чарӑнӑва ят парасса кӗтеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ӗҫлеме пуҫлать-мӗн. Тӗп архитектор Вениамин Мамуткин вара кунпа килӗшмест. Унӑн шухӑшӗпе, чарӑнӑва ят париччен кӗтмелле мар. Ҫын та ятсӑр ҫуралать вӗт. Ҫитес вӑхӑтра ҫав чарӑнӑва ят парасси пирки комисси пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Аркадий Павлович Айдак Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра колхоза 43 ҫул ертсе пынӑ. СССР халӑх депутачӗ (1989–1991), республикӑри Хресченсен союзӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри тата унӑн ертӳҫи. Эколог, экспериментатор, реформатор, педагог, йышлӑ ҫемье пуҫӗ (мӑшӑрӗпе Людмила Андреевнӑпа 5 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ), чӑваш наци юхӑмӗн ӑс-хакӑл ҫул пуҫӗсенчен пӗри (Чӑваш наци конгресӗн йӗркелӳ комитечӗн тата Кӗҫӗн Канашӗн пайташӗ), Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа ытти нумай орден-медаль кавалерӗ… Эпӗ чаплӑ ҫыннӑмӑр урӑх тӗнчене яланлӑхах кайнӑ хыҫҫӑнах (2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗ) кӗнеке кӑлармашкӑн материалсем пуҫтарма пуҫланӑччӗ. Шел, вӑхӑтра тытӑмласа-йӗркелесе ҫитереймерӗм. Ҫак кунсенче вара «АРКАДИЙ АЙДАК: РОМАНТИК, ПАССИОНАРИЙ, СОЗИДАТЕЛЬ» кӗнекен электрон кӑларӑмӗ кун ҫути курчӗ. Сире кӗнекен аннотацийӗпе тата ум сӑмахӗпе паллашма сӗнетӗп. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче республикӑра Аркадий Павлович ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тӗрлӗ мероприяти ирттерсе палӑртрӑмӑр. |
Раҫҫейре
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ Алла Меунаргия (хӗр чухнехи хушамачӗ Костина) «Голос» телепроект витӗр тухнӑ. Вӑл «Гости из будущего» ушкӑнӑн «Зима в сердце» юрра суйланӑ. Ун енне Леонид Агутин тата Пелагея ҫаврӑннӑ. Алла Пелагейӑна суйланӑ. Алла Костина ЧППУн ют чӗлхесен факультетне 2008 ҫулта пӗтернӗ. Студент чухне вӑл пултарулӑх конкурсӗсене пӗрре мар хутшӑннӑ. 2006 ҫулта Волгоградра иртнӗ «Раҫҫей студенчӗсен ҫуркунни» фестивальте «Автор юрри» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, 2009 ҫулта «Алла Костина» ушкӑн йӗркеленӗ. Алла 2009 ҫултанпа Самар хулинче пурӑнать, унти йӗкӗте качча тухнӑ. Пӗрремӗш тур витӗр тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм «Голос» телепроектра малалла тупӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗне сутнӑ чухне шар курнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 39 пин тенкине йӑкӑртнӑ. Хайхискер пӗр сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ лартнӑ. Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Чулхула облаҫӗнчи фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӗне туянасшӑн-мӗн. Арҫынсем калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Карточка хыҫӗнчи виҫӗ хисепе те каланӑ вӑл. Каярахпа арҫын банкоматра укҫа тӗрӗсленӗ, счет ҫинче 39 пин тенкӗ курсан ӑна ӗне туянакан куҫарса панӑ тесе шухӑшланӑ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, темӗнле йӑнӑш пулнине, квитанци килменнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сутуҫа укҫана каялла куҫарма ыйтнӑ. Укҫа куҫарсан хайхискер килекен СМС-ҫырусем мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ. Лешӗ унӑн ячӗпе «онлайн-пӳлӗм» тунӑ та вкладри укҫине карточка ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа сутуҫӑ «бухгалтера» хӑйӗн укҫинех куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru порталти сӑн укерчӗк Чӑваш Енӗн вӑрман тата сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене вӑрман фондӗнче шутланакан ҫӗре парӗҫ. Унпа вӗҫем тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Анчах ҫурт-йӗр хӑпартса лартма мар. Вӑрман фончӗн ҫӗрне ял хуҫалӑх тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма юрӗ. Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче ку ыйтупа тухса калаҫнӑ ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефремов ҫӗнӗлӗх РФ Ҫӗр кодексӗпе, тата тӗрӗсрех каласан, унӑн 24-мӗш статйипе, килӗшсе тӑрасса пӗлтерчӗ. Вӑрманҫӑсемпе сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ те пысӑк мар. Унта ӗҫлекенсенчен 90 проценчӗ — 35 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхисем, тата аслӑраххисем те пур. Курӑк ҫулма, вӗлле тытма тата ытти ҫавӑн йышши тӗллевпе усӑ курма ҫӗр уйӑрсан ку отрасле ҫамрӑксем туртӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарӑн экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку – улттӑмӗш ӗҫ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫарнӑ ытти уголовлӑ ӗҫе тишкернӗ чухне каллех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче экс-мэр «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанийӗн 100 пин тенкине саккунсӑр майпа тӑкакланӑ. Ун чухне вӑл Казахстанри Актау хулине Евразин Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн хулисен конференцине хутшӑнма кайнӑ. Ку вара страхлав компанийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Аса илтерер: унччен Ирина Клементьева тӗлӗшпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл мэр пуканне пушатнӑ. Халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анна Данилова тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Хӗрлӗ Чутай районне кайсан туалет хучӗ туяннӑ та чутах кайса ӳкмен. Этикетка ҫинчи ӳкерчӗк тӗлӗнтернӗ ӑна. Ун ҫине шухӑшласа кӑларнӑ сӑнар ӳкернӗ, вӑл вара Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ футболка тӑхӑннӑ. Туалет хутне Мускав ҫывӑхӗнче кӑларнӑ тесе ҫырнӑ. Эппин, вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та саланать. Хӗрарӑма ку килешсех кайман. Ҫак туалет хутне туса кӑларакан призводитель Чӑваш Енрен-мӗн. Марина ятлӑ усламҫӑ пирӗн республикӑра ҫуралнӑ, кайран Мускава пурӑнма куҫнӑ. Пилӗк ҫул каялла вӑл хӑйӗн бренчӗ валли логотип шухӑшласа кӑларнӑ. Хӗрарӑм ҫуралнӑ тӑрӑхне юратнӑран туалет хучӗ ҫине ӳкернӗ Кузьӑна чӑваш гербӗллӗ футболка тӑхӑнтарнӑ. Ҫакӑнта вӑл ним япӑххине те курмасть. Палӑртса хӑварар: ЧР Геральдика комиссийӗ ирек панипе ҫеҫ патшалӑх сиволӗсемпе усӑ курма юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашла кӗнекесем пичетлеме республика хыснинчен малашне те укҫа уйӑрӗҫ. Паян иртнӗ Чӑваш енӗн Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче ытти чылай ыйтупа пӗрлех ҫакна та хускатнӑ. Республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ кӗнекесене пичетлеме регион бюджетӗнчен вӗҫӗмех укҫа уйӑрнӑ. Вӑл укҫана Чӑваш кӗнеке издательствине панӑ. Маларах издательство республикӑн унитарлӑ предприятийӗ пулнӑ та «кӗмӗл» куҫарнӑ чух йывӑрлӑх пулман. Анчах кӑҫалхи ҫуркунне кӗнеке издательствине приватизацилесе акционерсен обществи туса хунӑ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн правительстви укҫа уйӑрас ыйтӑва урӑхлатма йышӑннӑ. Республикӑн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш кӗнеке издательствине малашне те укҫа уйӑрассине пӗлтернӗ, анчах йӗрки кӑштах улшӑнӗ. Тупра малашне те чӑвашла кӗнекесем, ача-пӑча литератури, ӑслӑлӑх кӗнеки кӑларма кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |